Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Гороскоп матрăн 2-8-мӗшӗсене

Çулçӳревре романтикăлла хутшăнусем пуçланма пултараççӗ

Эрнелӗх гороскоп  02.03 – 08.03
 
ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере нумайăшӗ вăрттăн çын пулăшăвне туйӗ. Авторитетлă çын пулăшнипе должноçпа ӳсме пултаратăр. Аçăр-аннӗрпе хутшăнусем лайăхланаççӗ. Харпăр пурнăç кулянтарма пултарать. Юлташсемпе юратнă çыннăн кӗвӗçӗвӗ ывăнтарса çитерӗ. Ӗмӗтсем пурнăçланасса мӗн чухлӗ сахалрах кӗтетӗр, эрне çавăн чухлӗ лăпкăрах иртӗ. Канмаллисенче клуба кайăр.    
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Çак тапхăрта пӗлес, çӗнӗ туйăмсемпе киленес, тавракурăма анлăлатас килни ӳсет. Уйрăмах ют чӗлхесем çăмăллăн парăнӗç. Юлташсем çула тухма чӗнӗç. Плансем хăвăрт улшăнса тăрасса  хатӗрленӗр. Ырă сюрпризсем пулӗç. Çемье ыйтăвӗсем карьерăра çитӗнӳ тума чăрмантарӗç. Аслă тăванăрсене пăхма тивӗ.
    
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ӗç вырăнне улăштарма ăнăçлă эрне. Компанире улшăнусем пулма пултараççӗ, вӗсем сире те ырă енӗпе пырса тивӗç. Сиенлӗ хăнăхусенчен çăмăллăнах хăтăлма пултаратăр. Обществăра е профессире пысăк вырăн йышăнакан çынпа юратуллă хутшăнусем пуçланма пултараççӗ. Вӗренӳшӗн эрне ăнăçлах мар. Ырă ятăра упрăр.
РАК 22.VI – 22.VII
Эрне варриччен юлташла хутшăнусем йӗркелеме аван. Çивӗч ыйтусене татса парас енӗпе тинех çывăх çыннăрпа компромисс тупатăр. Килӗштерме, туй тума, çулçӳреве тухма ăнăçлă тапхăр. Студентсене экзамен тытма, диплом хӳтӗлеме çăмăл. Укçа-тенкӗ çитсех пымӗ, çапах кредит ан илӗр. Интернет урлă тӳленӗ чух тимлӗ пулăр.  
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Эрне пуçламăшӗнченех сывлăхпа тимлӗ пулăр, пиçӗхтерекен процедурăсем тăвăр. Тухтăр патне кайăр, сывă пурнăç йӗрки çине куçма аван вăхăт. Хăвăра ытла ан ятлăр, харпăр хаклав чакни çемьери хутшăнусене те пăсма пултарать. Мăшăрсен хушшинче кӗвӗçӳ палăрӗ.  
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Арлă-арăмлă хутшăнусем çирӗпленнине кура мăшăрăра ытларах юратма пуçлатăр. Çемьере килӗшӳлӗх ӳсет. Савнисем туй туса пӗрлешме шутлӗç. Анчах сывлăхăра упрăр, эмел ӗçнӗ чух тимлӗхе ан çухатăр. Çырнине лайăх вулăр, уйрăмах психотроплă препаратсем енӗпе. Ӗçри лару-тăру пӗр тикӗс пулӗ.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Эрне варриччен килпе çыхăннă ыйтусене татса памалла. Килте чӗрчун тытма шутланă-тăк – вăхăчӗ шăпах ăнăçлă. Эрнен иккӗмӗш çурринче массăлла мероприятисене ан çӳрӗр. Халиччен юлташ вырăнне хунисемпе харпăр пурнăçăра сӳтсе ан явăр, улталама пултараççӗ. Малашлăха плансем тума вăхăчӗ ăнăçлах мар.  
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Ку эрнере çулçӳревсем, тӗлпулусем, интереслӗ калаçусем йышлă пулӗç. Çулçӳревре романтикăлла хутшăнусем пуçланма пултараççӗ. Ку нумай вăхăта пымасан та ырă асаилӳсем хăварӗ. Вӗренме, творчествăшăн ăнăçлă тапхăр. Ачăрсемпе нумайрах хутшăнăр. Ӗçре япăххи пулма пултарать. Пуçлăх начар шутлама ан тытăнтăр тесен харпăр культурăна ан çухатăр.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрнере харпăр тупăша ӳстерме май пулӗ. Хăш-пӗрне ашшӗ-амăшӗ е тăванӗ пулăшӗ. Çемьери хутшăнусем лайăхланаççӗ. Кил валли кирлӗ япала туянма, юсав пуçлама ăнăçлă тапхăр. Кӳршӗсемпе хутшăнусем кăткăсланма пултараççӗ. Çула тухма тăхтамалла, харпăр пурнăç çинчен пӗли-пӗлми çынсене каласа ан парăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Вӗренме, туссен шутне ӳстерме аван вăхăт. Эсир çăмăллăн пуринпе те пӗр чӗлхе тупатăр. Кирлӗ ӗçсемпе проектсене çăмăллăнах пурнăçа кӗртетӗр, çынсем те хаваспах пулăшӗç. Кирлӗ мар япала туянса укçăра ан пӗтерӗр. Финанс енӗпе кирлӗ йышăнусене çитес эрнене хăварăр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ку эрнере аппетит ӳссе кайӗ, хăвăрт ӳт хушакансен уйрăмах хăйсене чарма пӗлмелле. Тӗн практикипе ӗçлекенсемшӗн аван эрне. Арлă-арăмлисен хушшинче хирӗçӳсем тухма пултараççӗ. Савнисем те пӗр-пӗрне кӗвӗçме пăхӗç. Ан тавлашăр, унсăрăн уйрăлас патне çитме пулӗ.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Хăюллăнах плансем тăвăр, çынсемпе хутшăнăр. Юлташла хутшăнусем çирӗпленеççӗ, çывăх çынсем проблемăсене татса  пама пулăшӗç. Хăш-пӗрне партие е обществăлла организацие кӗме чӗнӗç. Медицина тӗрӗслевне иртме, эмелсемпе сипленме вăхăчӗ ăнăçлă мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев