Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Йӗрке тăвассипе аппалансах эрнене ирттеретӗр

Эрнелӗх гороскоп 12.09 – 18.09

ТАКА 21.III-20.IV

Ку эрне сирӗншӗн юратупа, творчествăри çитӗнӳсемпе асра юлӗ. Асамлă самантсем нумай савăнăç кӳрӗç çак кунсенче. Тапхăр пуçламăшӗнче сывлăхăра тимлӗх уйăрăр. Çемьеллӗ Такасене ачисем савăнтараççӗ. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Çак кунсенчен килӗртен тухас килмӗ, çемье ăшшипе киленес тейӗр. Кил-çуртăра хăтлăрах тума пӗр-пӗр хитре япала туянсан лайăх. Хăна пуçтарса çемьере уявлама аван вăхăт. Çак тапхăрта Вăкăра тăванӗсемпе, çывăх çыннисемпе ырă хутшăнусем савăнтараççӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Эрнипех çынсемпе хутшăнатăр: юлташăрсемпе тӗл пулатăр, ӗçпе çыхăннă калаçусем нумай пулаççӗ, чуна çӗклеççӗ. Таврари çынсемпе Йӗкӗрешсен ырă хутшăнусем. Вăрçăнса пурăнакан кӳршӗсемпе те мирлешетӗр. Вӗренекенсен çитӗнӳсем пулаççӗ.

РАК 22.VI-22.VII

Пурлăхпа çыхăннă ыйтусене питӗ ăнăçлă татса паратăр. Тупăш ӳсесси куçкӗрет е шалу хушӗç, е пысăк преми парӗç. Çак эрне – тахçантанпа ӗмӗтленекен япалана туянма меллӗ вăхăт. Япали паха пулать, нумай вăхăт савăнтарӗ сире.  

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Эсир халь нихçанхинчен илӗртӳллӗ, таврари çынсем сирӗн пата туртăнаççӗ. Хăвăрăн яланхи сăнара улăштарнипе те çыхăннă-тăр çакă, питӗ ăнăçлă сăнар шутласа кăларнă. Вӗренекен çулçӳреври Арăслансене ăнать. 

ХӖР 23.VIII-22.IX

Ку тапхăрта эсир лăпкă, пуринпе кăмăллă. Пӗр-пӗр илемлӗ вырăнта, шăв-шавран аяккарах пулас килет халь. Пушă вăхăт çителӗклех пулсан пулă тытма кайни аван. Ăс-хакăл пуянлăхне ӳстерме меллӗ вăхăт çак эрне. Хӗр эзотерика ăслăлăхӗсемпе ытти чухнехинчен нумайрах кăсăкланать. 

ТАРАСА 23.IX-23.X

Çак кунсенче чи пысăк ӗмӗтсем пурнăçланайӗç. Çакна тума таврари çынсемпе ырă пулмалла, пуласлăха шанăçпа пăхмалла. Кам-тăр пулăшу ыйтсан пӗтӗм ӗçе пăрахса пулăшăр. Ырă туни ырăпа таврăнать. Юлташăрсем тӗлпулăва чӗнсен килӗшӗр. Юратнă çыннăрпа хутшăнусене лайăхлатма та аван вăхăт халь.

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Çак кунсенче эсир ытти чухнехинчен чаплăрах. Таврари çынсем сирӗнпе кăмăллă, пуçлăх карьера пусмипе хăпарма май парать. Пӗччен Скорпионсемшӗн мăшăр тупма меллӗ вăхăт халь. Эрне варринче экзотика чӗрчунӗ туянма пултаратăр.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

 Çак кунсенче инçет çӗршывсем нихăçанхинчен ытла илӗртеççӗ сире. Отпускри пӗччен Ухăçăсем турист пулса пӗр-пӗр еннелле тухса каяççӗ. Вӗренекенсене те ăнăçу пулать, тăрăшăр çеç. Темӗнле кăткăс темăна та çăмăллăнах «парăнтаратăр».

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Стресс лару-тăрăвне тăтăш лекетӗр. Чăннипе çакă сире мар, çывăх çыннăрсене, ӗçтешӗрсене чăрмав кӳрет. Ту Качакин асăрханма манмалла мар. Машинăпа çӳрекенсен тата тимлӗрех пулмалла, çул çинче правилăсене пăсакансем нумай-çке. Çак эрнере парăма кӗме те, кивçен пама та юрать. Кредит илме те чармаççӗ çăлтăрсем.  

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Мăшăрлисем çак кунсенче çемйине тата çирӗплетӗç. Ыттисемпе танлаштарсан юратнă çыннăр маттуртарах курăнни туйăмăрсене  хӗрӳлентерет. Ку тапхăрта чаплă мешехесене çӳреме, уявсене тухма меллӗ вăхăт.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Йӗрке тăвассипе аппалансах эрнене ирттеретӗр. Паллах, чи малтанах кил-çуртăра хăтлăх кӳрессинчен пуçлатăр ӗçе. Тусан шăлни, япала çуни, типӗтсе якатни... – сире пурте савăнăç кӳрет. Ӗçӗрте те çаплах çын тӗлӗнмелле йӗрке тăватăр. Пӗтӗмӗшле илсен Пулăсем эрнипех хавхаланса ӗçлеççӗ. Сывлăх çине тимлӗх уйăрма та вăхăт тупăр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев