Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Канмалли кунсене юратнă çынпа ирттерӗр.

Эрнелӗх гороскоп​ 06.12 – 12.12

ТАКА 21.III – 20.IV

Эмоцисем хыççăн ан кайăр, ăс-тăна шанăр. Эрне кăткăсрах пулӗ, анчах тӗрлӗ пулăмсенчен пуян. Çăлтăрсем харпăр капитал пирки шутлама сӗнеççӗ, укçана усăллă çӗре хывасси пирки шутлăр, ку укçа-тенкӗ лару-тăрăвне йӗркелеме пулăшӗ. Ӗçлӗ тӗлпулушăн аван вăхăт, авторитетлă çынна вăтанмасăрах планăрсемпе паллаштарăр. Юратура пӗчченнисене ăнать. ​

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Эрне пуçламăшӗнчех ӗç, бизнес енӗпе ăнать. Çывăх вăхăтра укçа енӗпе çӳллӗрех шая тухма пулăшакан ӗçлӗ сӗнӳ илетӗр. Эрне вӗçнелле çăлтăрсем сире çирӗплӗхпе яваплăх енчен тӗрӗслесшӗн пулас, тимлӗх кăшт чакӗ. Шалти вăй-хал пулăшнипе кăна тӗрлӗ чăрмава çӗнтеретӗр. Канмалли кунсене юратнă çынпа ирттерӗр. ​

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере укçа-тенкӗ ыйтăвӗсемпе ӗçлемелле, тупăша ӳстерме лайăх майсем пулӗç. Финанс проблемине татса пама аван вăхăт. Кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ ӗçсене эрне вӗçне ан хăварăр, калаçса татăлма йывăртарах пулӗ. Пысăк япала туянма тăхтăр, улталама е укçăра вăрлама пултараççӗ. Канмаллисене юлташăрсемпе ирттерӗр.​ ​

РАК 22.VI – 22.VII
Тунтикунранах эрне кăткăс пуçланӗ, тӗрлӗ проблема сиксе тухӗ. Аванах мар вак-тӗвек те сире халран ярӗ. Çавăнпа тавлашусене ан хутшăнăр, ӗçре тимлӗ пулăр. Сывлăхăра тимлӗр, хăвăра кăшт япăх​ туйни те епле те пулин чир амаланма тытăннине пӗлтерет. 10-мӗш числоран тытăнса пурнăçăра ăнăçупа çитӗнӳсем таврăнӗç.​ ​

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Вăй-хал çукрах пулнипе хăвăра япăх туятăр. Тӗрлӗ форс-мажор, пăтăрмах сиксе тухасса хатӗрленӗр. Сывлăх енӗпе хăвăра упрăр. Кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ ӗçсене эрне вӗçне хăварăр, тӗрлӗ инстанцисене хут ӗçӗпе çӳрени ăнать. Канмаллисенче хăнана кайни кăмăла çӗклеме пулăшӗ.​ ​ ​

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Эрне ырă эмоцисемпе пуçланӗ. Пӗчченнисене интереслӗ паллашу е юратуллă приключени кӗтет. Ку вăхăт мăшăрпа е савнипе чуна уçса калаçма аван, проблема пулнă-тăк, тинех компромисс тупатăр. Эрнен тепӗр çуррине кил-çурта тирпейлесе, тӗрлӗ вак-тӗвек ӗç туса ирттерӗр. Канмаллисенче тавлашу сиксе тухма пултарать, эрех-сăрапа ытлашши ан иртӗнӗр.

ТАРАСА 24.IX – 23.X
Ку эрнере хăвăра çын çинче тытма пӗлни кирлӗ, эсир вак-тӗвекшӗнех тавлашса кайма пултаратăр. Юратнă çынна кӳрентерес мар тесен пӗлсе калаçăр. Эрне варринчен хаваслă тапхăр пуçланӗ, сире юратуллă приключенисем кӗтеççӗ. Нумайăшӗ интереслӗ çынпа паллашӗ. Канмаллисен планӗнче ӗç ан пултăр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Çак тапхăрта харпăр пурнăçа улăштарма пултаракан пулăмсем пулса иртӗç. Вӗсем начар енне те, лайăх енне те пулма пултараççӗ. Ытларикунпа кӗçнерникунччен мăшăрпа е савнипе тимлӗрех пулăр, унсăрăн хутшăнусем вăрçăннипе вӗçленӗç. Эрне вӗçӗ мирлешме, компромисс тупма аван вăхăт. Пӗчченнисен кампа та пулин паллашма шанчăк пур. ​

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Эрнен пӗрремӗш çурринче ӗçре, бизнесра, финанс ыйтăвӗсенче ăнăçу пулӗ. Çынпа пӗр чӗлхе тупма пӗлни пур ӗçе те хăвăра кирлӗ пек йӗркелеме пулăшӗ. Авторитетлă çынпа паллашса усăллă çыхăну йӗркелеме май пулать. Романтикăлла тӗлпулăва çитес вăхăта хăварăр, халӗ пӗр-пӗрне ăнланманнипе хирӗçме пултаратăр. ​

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Эрне пуçламăшӗ ăнăçлă, сире пур енӗпе те ăнать. Тахçанхи ӗмӗтсемпе идейăсене пурнăçлама пулӗ. Финанс проблемине татса пама май пулӗ, пысăк шалуллă ӗçе вырнаçма е хушма тупăш тупма​ пултаратăр. Туянусем те ăнаççӗ. Эрнекун тунă ӗçӗн кăтартăвӗ пысăк пулӗ. Канмаллисенче тăвансемпе тавлашас темесен пӗлсе калаçăр. ​

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ку эрнере чи хăюллă ӗмӗте пурнăçлама май пулӗ, фортуна сирӗн енче. Тӗрлӗ ырă кӗтменлӗхсем пулӗç. Пурнăçра çӗнӗ тапхăр пуçлакана ăнать. Ӗç енӗпе те, юратура та сюрприз кӗтӗр. Професси енӗпе те лайăх сюрприз пулӗ. Финанс сферинче те йăлт ăнса пырӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Ăнăçлă эрне, çăлтăрсем пӗр хăрамасăр лартнă плана пурнăçлама сӗнеççӗ. Хăвăрпа пӗр шухăшлисемпе, юлташсемпе тӗл пулма аван вăхăт. Вӗсен канашӗсем пурнăçра кирлӗ пулӗç. Эрне вӗçнелле интереслӗ хыпар илетӗр. Эрнекунпа шăматкун пур енӗпе те ăнать. Юрату фронтӗнче – çӗнӗ паллашусем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев