Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Карьера тăвас ӗмӗтлисем усăллă  çыхăнăва пула тӗллеве пурнăçлама пултарӗç

Ку эрнере ним çинчен шутламасăр канма пултаратăр

ТАКА 21.III – 20.IV
Ӗçре те, бизнесра та ăнать. Ӗç шырама, собеседованисем иртме ăнăçлă эрне. Хушма тупăш тума май пулӗ. Карьера тăвас ӗмӗтлисем усăллă  çыхăнăва пула тӗллеве пурнăçлама пултарӗç. Мăшăрлисем ар хутшăнăвӗсем, укçа-тенкӗ пирки, тин çеç çӳреме пуçланисем характер уйрăмлăхне пула тавлашма пултарӗç. Вырсарникун килӗштеретӗр.    

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрне ырă пулăмсемпе пуçланӗ. Кăмăл лайăх пулнипе хăвăра телейлӗ туятăр. Тӗпрен улшăнусен вăхăчӗ, пуçарусем ăнăçлă вӗçленеççӗ. Эрне варри финанс операцийӗсем, ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелеме аван. Ӗçсӗррисем собеседовани лайăх иртсе ӗмӗтленнӗ çӗре ӗçлеме вырнаçӗç. Канмаллисене юратнă çынпа ирттерӗр.  

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере ним çинчен шутламасăр канма пултаратăр. Проблемăсем юмахри пек хăйсемпе хăйсем пӗтсе пырӗç, уйрăмах эрне варриччен. Бизнес йӗркелесе яма пулать. Бизнесменсене чи кăткăс ӗçлӗ калаçура ăнать. Мăшăрсен туйăмӗсем вăхăтлăха лăпланни йӗркеллӗ пулăм.

РАК 22.VI – 22.VII
Ырă кӗтменлӗхсен вăхăчӗ. Ку эрнере хăрамасăрах юлташсенчен канаш ыйтма пултаратăр, вӗсем усăллă пулӗç. Тахçанхи идейăсене пурнăçлама вăхăт çитнӗ. Эрне варрине пит нумай ӗç тума ан шухăшлăр. Шăматкунпа вырсарникун юратушăн чи ăнăçлă кунсем. Интереслӗ çынпа паллашатăр. Финанс операцийӗсем те ăнаççӗ.   

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнере ӗçтешсемпе е пуçлăхпа калаçура хăвăра алăра тытма пӗлӗр, агрессивлă пулни ӗçсене пăсса хурӗ. Эрне варринче нумай çынпа тӗл пулатăр, çӗнӗ юлташсем тупма май пур. Канмалли кунсен  планӗнче ӗçсем ан пулччăр. Юратура кӗтмен сюрприз пулӗ.   
 
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Эрне пуçламăшӗ бизнесшăн, ӗçлӗ тӗлпулусене çӳреме, патшалăх службисене ӗçпе кайма ăнăçлă. Эрне варринче ӗçре хирӗçтăрусем тухасран асăрханăр. Харпăр пурнăçра кӗтмен пӗчӗк улшăнусем пулӗç. Пӗчченнисен савни тупас шанăç пур.  
 
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Тунтикунран пуçласа кӗçнерникунччен профессире ӳсӗм туса харпăр пултарулăха туллин кăтартма май пулӗ. Собеседованисенче ăнать, укçа ӗçлесе илме май тупăнӗ. Бизнесменсен реклама акцийӗсем ăнаççӗ. Эрне вӗçӗнче ӗçтешсемпе хутшăнусем кăткăсланаççӗ пулсан юратура пит лайăх йӗркеленсе пырӗ.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Эрне пуçламăшӗнче çул çинче, уйрăмах водительсен, асăрханмалла. Ытти енӗпе те пăртак чăрмавсем пулма пултараççӗ. Ытларикунран пуçласа чун лăпкăлăхне шырама пуçлатăр. Çавăнпа вăхăта пӗччен е савнă çынпа, мăшăрпа ирттерме тăрăшăр. Шăматкун тӗлне ӗçре те, юратура та ырă сюрприз кӗтӗр. Начарринчен йӗр те юлмӗ.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ӗçре те, килте те лару-тăру лăпкă пулӗ, кулленхи ӗçсем телей кӳрӗç. Эрне варринче кăштах йывăрлăхсем пулӗç, çак вăхăтра кирлӗ йышăнусемпе ан ӗçлӗр, сывлăхăра тимлӗр. Юлташсемпе тӗл пулни начаррине часах мантарӗ. Вырсарникун çемьепе е юратнă çынпа пӗрле канма тăрăшăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Тунтикун пӗчченнисене ăнать, сире интереслӗ те малашлăхлă тӗлпулу кӗтет. Эрне варри лăпкă иртӗ, ӗçре те, харпăр пурнăçра та улшăнусемсӗр. Эрнекунпа шăматкуна ӗçлӗ калаçусем ан палăртăр, пурпӗрех ăнмӗ. Уйăх катăлса пынă вăхăтра савнипе е мăшăрпа хутшăнусем çивӗчленме пултараççӗ. Эмоцисене тытма пӗлӗр.  

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
 Эрне пуçламăшӗнчен тăвансемпе е мăшăрпа хирӗçме пултаратăр. Вӗсене иртнӗ йăнăшсене аса ан илтерӗр. Эрне варринчен пуçласа лару-тăру лайăх енне улшăнӗ. Пӗчченнисен мăшăр тупас шанăç пур, хирӗçнисем килӗштерӗç. Канмаллисене пӗччен ирттерни усăллăрах пулӗ. Укçа-тенкӗ енчен ăнать.  

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
  Эрне пуçламăшӗнче карьерăшăн, бизнесшăн усăллă пулакан çынсемпе паллашма пултаратăр. Ытларикунран пуçласа кӗçнерникунччен мăшăрлисене çăмăлах пулмӗ, пӗр-пӗрне ăнланманнипе хирӗçме пултаратăр. Канмалли кунсенче харпăр пурнăçра çитӗнӳ тума май пулӗ, çӗнӗ паллашу юратăва куçма та пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев