Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Кӗçнерникунтан мăшăрăрпа килӗштерейместӗр

Эрнелӗх гороскоп 05.09 – 11.09

ТАКА 21.III-20.IV

Эрнен малтанхи кунӗсенче сывлăха çирӗплетессипе процедурăсем ирттермелле. Ӗç шыракан Такасене çак кунсенче ăнать. Ытларикун, юнкун кил-çуртăра тасатса кивӗ, кирлӗ мар япаласене кăларса пăрахмалла. Тăванăрсемпе тавлашăва ан кӗрӗр. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Эрне хăй еккипе пырать тееймӗн. Тунтикун шăнса пăсăласран асăрханмалла. Çемьеллӗ Вăкăрсен мăшăрне ытларах шанмалла. Кӗçнерникунран финанс лару-тăрăвӗ кăткăсланать. Ачăрсем валли  парне туяннă чух ытлашши ан тăкакланăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Эрне пуçламăшӗнче юратнă çыннăрпа хирӗçесрен асăрханăр, парне туяннă чух укçа çинчен сăмах пуçармалла мар. Кам мӗн чухлӗ ӗçлет, камăн тупăшӗ пысăкрах пулни пирки те калаçмалла мар. Ытларикун, юнкун Йӗкӗрешсен çемйинче килӗшӳ хуçаланать. Кил-çуртра кашни пуçарăва çывăх çыннăрсемпе сӳтсе явсан хирӗçӳ пулмӗ. 

РАК 22.VI-22.VII

Çак тапхăрти тунтикуна ăнăçлă тееймӗпӗр. Ашшӗ-амăшӗпе ачисен хушшинче хӗрӳ тавлашу сиксе тухать. Ытларикунпа юнкун лăпкă иртеççӗ – интереслӗ çынсемпе хутшăнатăр, ырă хыпарсем илтетӗр. Кӗçнерникунтан пӗлмен çынсемпе ан хутшăнăр.  

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Тунтикунхи хыпар савăнтармӗ сире. Çын сăмахне ан ӗненӗр çак кун. Кил-хуçалăхри ыйтусене ытларикун, юнкун татса пама меллӗ. Хальхи вăхăтри чаплă техника туянма çителӗклех укçа пур сирӗн, пурнăçăра çăмăллатнă пулăттăр. Кӗçнерникунран Арăслансене çăлтăрсем çын çине тухма хушмаççӗ.

 ХӖР 23.VIII-22.IX

Юлташăрсене тунтикун укçа кивçен ан парăр, çакна пула ӳлӗм хирӗçӳ сиксе тухӗ. Шутланисене пурнăçлама меллӗ кунсем – ытларикун, юнкун. Искусство çыннисемшӗн, коллекционерсемшӗн питӗ ăнăçлă вăхăт çак тапхăр. Анчах кӗçнерникунран Хӗрӗн хăвăртлăха чакармалла – çутă ӗмӗтсене пурнăçлама хӗн пулать.  

ТАРАСА 23.IX-23.X

Тунтикун аçăр-аннӗрпе те, пуçлăхпа та ан тавлашăр. Ытларикун канма та, ӗçлеме те ӗлкӗретӗр. Пушă вăхăта çынпа хутшăнмасăр лăпкăн ирттерме сӗнеççӗ çăлтăрсем. Эрнен иккӗмӗш çурринче ят ярасран асăрханăр, влаçри çынсенчен аякра пулăр.

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Тунтикун вăрттăнлăхсене уçма хăтланнишӗн ӳкӗнме тивӗ. Творчествăпа çыхăннă пуçарусем ытларикун-юнкун ăнаççӗ. Халиччен хăюсăррипе мӗн-тӗр тума тытăнса тăнă-тăк, çак кунсенче мехел çитерсе пурнăçлатăрах. Скорпионсен çынсемпе хутшăнасси те ӳсет. Кӗçнерникун стресс пулма сăлтавсем тупăнсах тăраççӗ. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Эрне пуçламăшӗнче фитнес-клубсене кайма, спорт ăмăртăвӗсене хутшăнма тытăнса тăрăр, мӗншӗн тесен çак кунсенче аманас хăрушлăх ӳсет. Ытларикун, юнкун ума лартнă тӗллеве шăппăн, никама систермесӗр пурнăçлама меллӗ кунсем. Кӗçнерникунтан мăшăрăрпа килӗштерейместӗр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Ӗçтешӗрпе е юратнă çыннăрпа тунтикун мӗн-тӗр пайлаймастăр.  Хирӗçӗвӗн сăлтавӗ – кам-тăр сăмахне тытманни. Ытларикун чи-чи пысăк ӗмӗтсем пурнăçланӗç. Юнкун шутламан çӗртен çулçӳреве тухатăр, анчах кӗçнерникунтан çул çӳреме хушмаççӗ çăлтăрсем, чирлес хăрушлăх пур.  

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Закона пăсни явап тытассипе тачă çыхăннине тунтикун асрах тытмалла. Ытларикун, юнкун хăвăр шухăшăртан ан пăрăнăр, çирӗп пулăр. Çак кунсенче теветкелленме те хăрамалла мар. Эрнен иккӗмӗш çурринче вара лăпкăрах пулăр, чӗрре кӗресрен асăрханăр. Финанс авантюрисене ан çыхланăр. Хирурги операцийӗсемшӗн те çак вăхăт ăнăçлă мар.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Эрне пуçламăшӗнче çывăх çыннăрсемпе чăтăмлăрах пулăр. Ытларикун мăшăрăрпа килӗшӳ тупатăр. Çак кун эсир хуть мӗнле ыйтăва та, чи çивӗччине те мăшăрăрпа çăмăллăнах татса паратăр.  Кӗçнерникунах çемьери лару-тăру улшăнать, пӗрлехи ӗçсем кал-кал пымаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев