Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Харкам пурнăçра ырă улшăнусем пуçланаççӗ

Эрнелӗх  гороскоп 28.03 – 03.04

ТАКА 21.III – 20.IV

Çак эрнере сирӗн пур çӗрте те ăнăçу пулать. Акан пӗрремӗш кунӗсем уйрăмах телей кӳрӗç сире. Пушăн юлашки кунӗсем тус-тăванăрпа тӗл пулма лайăх, вӗсем пулăшу сӗнсен йышăнăр. Такан интереслӗ çынсемпе паллашма шанăç пулать, халăх йышлă çӳрекен çӗре тухса тӗрӗс тăватăр. Вырсарникун лавккана каймалла.

 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Тунтикун сире ӗçӗрте йывăрлăхсемпе тӗл пулма тӳр килет, мӗншӗн тесен Ту Качакинчи уйăха пула тăтăш йăнăшатăр, ӗçтешӗрсемпе тавлашăва кӗретӗр. Эрне варринче юлташăрсемпе тӗл пулни кăмăлăра çемçетет. Ку тапхăрти чи ăнăçлă кун Вăкăршăн – вырсарникун.  

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Çак кунсенче ӗçӗрте тимлӗхе ан çухатăр. Тунтикун ӗçтешӗрсем, пуçлăх ырланипе лăпланса çăмăлттайлансанах йăнăшатăр. Çакăншăн тепӗр кунах явап тытма тивет. Сатурн вара йăнăшпа тунă ăнсăрта тата пысăклатать. Акан пӗрремӗш кунӗсенче Йӗкӗрешсен хăйӗнпе пӗр шухăшлă çынсемпе тӗл пулмалла, культурăллă мероприятисене тухмалла. 

 

РАК 22.VI – 22.VII

Харкам пурнăçра улшăнусем çук, ӗç çине тимлӗх уйăрмалла. Çакăн çимӗçӗ хăйне кӗттермӗ – çитӗнӳсем пулаççӗ, шутламан çӗртен тупăш илетӗр. Ӗç шыракан Раксен ытларикун çине тăмалла, собеседованисене ăнăçлăн иртесси куçкӗрет. Акан пӗрремӗш кунӗсенче асăрхануллăрах пулăр, укçа-тенкӗ çухатăвӗпе, ӗçре хирӗçӳсем тухассипе хăратаççӗ çăлтăрсем.

 

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII

Сире ку эрнере кăмăла çӗклекен пулăмсем кӗтеççӗ. Тунтикун кăна Арăслан кăмăлӗ пăсăлать, мӗншӗн тесен уйăх Ту Качаки паллинче пулать, ытларикунах лару-тăру лайăхланать, ытти кунӗсенче те аванах – кӗтмен ырă пулăмсем тупăнсах тăраççӗ. Çемьеллӗ Арăслансен тăванӗсене кӗрекене чӗнсен лайăх.

      

ХӖР 24.VIII – 23. IX

Эрнен пӗрремӗш çурри Хӗрсемшӗн ăнăçлах иртмест. Сăлтавӗ – катăлса пыракан уйăх Ту Качакинче пулни. Çакна пула хăвăрт ывăнатăр, вак-тӗвекшӗнех вӗчӗрхенетӗр, кăмăлăр та сӳрӗк. Эрнен иккӗмӗш çурринчен пурнăç хăй еккипе каять. Пӗтӗмӗшле илсен, эрне лăпкăн иртет.

 

ТАРАСА 24.IX – 23.X

Тунтикун харкам пурнăçра çитӗнӳсем пулаççӗ. Халиччен хăраххăн çӳрекен Тарасасен çак тапхăрпа усă курмалла. Кӗçнерникун-шăматкун пысăк ӗçсем тума палăртмалла мар. Ту Качакинчи çӗнӗ уйăх ӗç-пуç çине ырă витӗм кӳмест. Сывлăх çине ытларах тимлӗх уйăрмалла ку тапхăрта.

 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI

Ку тапхăрăн пӗрремӗш куннех кăмăлăр пăсăлӗ. Ӗçтешӗрсемпе хутшăнусем кăткăсланса каяс хăрушлăх пур. Çывăх çыннăрсемпе сăлтавсăрах хирӗçесси пулӗ. Эрне вӗçӗнче ӗçсем лайăхланаççӗ, тăванăрсемпе пӗр чӗлхе тупатăр. Вырсарникун сывлăхăра асăрхăр, аманасран сыхланăр. 

 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII

Уйăх тăхри пӗтсе пыни те Ухăçăн кăмăлне пăсаймасть. Эрнен пӗрремӗш çурринче вăл хăйне аван туять, ырра шанать, пурнăçа хавас. Çакна пула нумай ӗçе ăнăçлăн вӗçлеççӗ, çӗннисене кăмăлтан пуçăнаççӗ. Финанссем пирки те ырă хыпар шантараççӗ çăлтăрсем. Эрнен иккӗмӗш çурри харкам пурнăçа килӗшӳ кӳрет.

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I

Тунтикун-кӗçнерникун Ту Качакисем нихăçанхинчен маттур, ӗçчен. Ӗçре пысăк çитӗнӳсем тăваççӗ çак кунсенче. Ку эрнере корпоратив пулсан пăрăнса ан юлăр. Унта кирлӗ çынсемпе паллашма май пур. Çаплах укçаллăрах ӗç вырăнӗ тупма май пулать.  Кӗçнерникун, эрнекун савнипе тӗл пулма хушмаççӗ çăлтăрсем. Çемьере хирӗçӳ тухма пултарать.

  

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II

Эсир ку эрнере ăраскаллă, уйăх катăлса пынине пăхмасăр хăвăрта иксӗлми вăй-хăват туятăр. Тунтикун хуть мӗнле ӗçе те ăнăçлă пурнăçлатăр. Ку тапхăр çурринче ырă хыпарсем илетӗр, укçа-тенкӗ енчен те ăнăçу пулать. Çак вăхăтра укçаллă ӗç тупма ансат. Вырсарникунчченех йăлт аван пулать Шывтăканăн. Тапхăрăн юлашки кунӗнче тăванăрсемпе вăрçăнасран асăрханăр.

 

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III

Ку эрнере Пулăсем мӗн шутланине йăлт пурнăçлаççӗ. Çак паллăпа çуралнисен нимӗнрен те хăрамалла мар, йăлт аван пулать. Тапхăр пуçламăшӗнчех кăмăл ыйтнин списокне хатӗрлемелле. Юнкун ăна пурнăçлама тытăнмалла. Харкам пурнăçра ырă улшăнусем пуçланаççӗ – çемьеллисен те, пӗччен пурăнакан Пулăсен те. Кӗçнерникун пурнăç тӗпрен улшăнма пултарать. Пӗтӗмӗшле илсен эсир çак эрнере позитивлă, телейлӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев