Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Харпăр пурнăç хăвăрт аталанса пырать, юратнă çынран нимӗн те ан пытарăр

  Эрнелӗх гороскоп ​ 28.12 – 03.01

ТАКА 21.III – 20.IV

Эрне пуçламăшӗ кăштах пăлхануллă. Январӗн пӗрремӗш кунӗсем юратнă çынпа, мăшăрпа хутшăнусене лайăхлатма ăнăçлă. Пур ӗçе те хăвăр çине ан илӗр, çемьене явăçтарăр. Ума лартнă тӗллевсемпе задачăсене пурнăçлама аван тапхăр. Планланă ӗçсене туса ӗлкӗрме вăхăт пур-ха. Ачăрсен е харпăр пурнăçра ырă пулăмсем пулӗç. ​

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Çӗнӗ çулччен планри ӗçсене вӗçлеме тăрăшмалла. Финанс операцийӗсемшӗн ăнăçлă вăхăт. Январӗн 1-2-мӗшсенче хӗрсене уйрăмах ăнать. Çывăх çын пулăшас вырăнне таçта çӳрени тарăхтарсан та хăвăра тытма пӗлӗр. Хăш-пӗри çӗнӗ ӗç шырама тытăнӗ. Теприсен çӗнӗ идейăсем çуралӗç. Харпăр пурнăç хăвăрт аталанса пырать, юратнă çынран нимӗн те ан пытарăр. Сывлăхпа тимлӗ пулăр. ​

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнери хыпарсем те, пулăмсем те ырă. Преми парӗç е должноçпа ӳстерӗç. Ӗçсене тимлӗхрен ан кăларăр, çамрăк ӗçтешсене шанмалли çук. Çӗнӗ çул хыççăн хăвăра тирпее кӗртесси çинчен шутлăр. Спортзала çӳрени усăллă пулӗ. Хăш-пӗрин вут-хӗмле роман, юратура мыскарасем пуçланӗç. Азартлă вăйăсене ан хутшăнăр.

РАК 22.VI – 22.VII
​ Çак тапхăрта сирӗн илӗртӳлӗх палăрмаллах ӳсет, уйрăмах хӗрсемпе хӗрарăмсен. Вăрçăннă тăванăрсене мирлештерме пултаратăр. Кашнин ӗçне пӗлсе тăни харпăр плансене пурнăçлама пулăшӗ. Укçа-тенкӗ енчен тинех ăнать, çитес çула финанс планне тăвăр. Юратура мăшăра итлеме тата илтме пӗлни тавлашуран хăтарӗ. ​

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Пур енӗпе те ăнать. Ӗçлӗ тӗлпулусенче çитес çула килӗшӳсем тăватăр. Юратура та ăнать, пӗчченнисем шăпа пӳрнипе тӗл пулӗç. Пуçлăхпа калаçни профессире çитӗнӳ тума пулăшӗ. Канма ан васкăр, çӗнӗ çулччен ӗçлеме вăхăт пур-ха. Сывлăхăрпа тимлӗ пулăр, шăнса пăсăлма пултаратăр.​ ​

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Ку эрнере ывăнса çитнипе йăнăшсем тума пултаратăр, çавăнпа тимлӗ пулăр. Вăхăтлăха укçа-тенкӗ йывăрлăхӗ пулӗ, канăва тăкаксăртарах тума тăрăшăр. Çăлтăрсем юрату туйăмӗ вăйланнине систереççӗ, çӗнӗ паллашусем пулӗç, уйрăмах пӗчченнисен. Анчах никама та хăвăрпа усă курма ан парăр.

ТАРАСА 24.IX – 23.X
​ Улшăнуллă эрне, аванни те, кăмăла пăсаканни те тупăнать. Ӗçре ăннипе пӗрле урăх çӗре куçас шухăш та çуралать. Кил-çурт интерьерне улăштарас килӗ. Çӗнӗ çула кӗтсе илессине çемьепе, юлташсемпе татса парăр. Малашлăха план тума аван вăхăт. Укçа пирки ан тавлашăр. Юратнă çынна кура сывă пурнăç йӗрки​ çине куçма шутлатăр.​ ​

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
​ Кăмăл улшăнса тăнипе çынсемпе хутшăнусем кăткăсланӗç. Хăш-пӗр ӗçе вӗçлеменни те тарăхтарӗ. Эрне нумаййине шантарать, информаци пур енчен те. Вӗсене лайăх тӗрӗслӗр. Ултавçăсене тăрă шыв çине кăларатăрах. Канма, сывлăха çирӗплетме вăхăт тупăр. Çӗнӗ çула хăнара ирттерсен аванрах. Тахçантанпа курман çынпа тӗл пулма хатӗрленӗр, паллашусем те пулӗç. Юратнă çынпа ан тавлашăр.​ ​

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ывăнни, тӗрлӗ хыпарсем, çывăх çынпа вăрçăнни кăмăла пăсӗ. Кулянма пăрахмасан Çӗнӗ çул та уяв пек туйăнмӗ. Финанс ыйтăвӗсем ăнăçлă пурнăçланаççӗ, тăкаксем те сахал мар. Плансем тума иртерех. Пулăшнăшăн çынна тав тума пӗлӗр. Пуçлăхăн сирӗн енӗпе плансем пысăк. Юратнă çыннăра кӗвӗçме сăлтав ан парăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Туса пӗтермен ӗçсем Çӗнӗ çула кӗтсе илме​ хатӗрленме чăрмантарӗç. Харпăр интерессене хӳтӗлеме хатӗрленӗр, анчах авторитетлă çынсемпе ан хирӗçӗр. Хут ӗçӗсене вăйпа пурнăçлама пулмӗ. Тăвансемпе ан тавлашăр. Юратури илӗртӳлӗх ӳсет, сире асăрхаççӗ. Хăвăра тирпейлӗ тытăр. Пӗчченнисен шăпа пӳрнипе тӗл пулӗç.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
​ Вăй-хал нумай. Ӗçсене вӗçлени кăмăла çӗклет, Çӗнӗ çула кӗтме хатӗр!​ Ытларах канма тăрăшăр. Çулталăк кăткăс пулин те çитӗнӳсем пур сирӗн. Çӗнӗ çула шавлă ушкăнра ирттерни хавхалантарӗ. Усăллă паллашусем пулӗç. Ӗç енӗпе лайăх сӗнӳ илетӗр. Юратура та ăнать. Савни е мăшăр пур енлӗ тӗрев пани çунатлантарӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Харпăр пурнăç пӗр тикӗс мар. Тăванăрсемпе вăрçăнасран асăрханăр. Юлташсемпе авантюрăсене хутшăнманни инкекрен упраса хăварӗ. Кил-çуртăра тирпейлӗр, ӗçӗре пӗтӗмлетӗр. Амбицисене пула ан тарăхăр, ирӗклӗ вăхăтпа савăнма пӗлӗр. Маларах тунă ӗçсемшӗн кӗтнӗ преми илетӗр. Юратура кăшт лăпланатăр. Лайăх мăшăр шыракана ăнать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев