Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Хăшӗ-пӗри çӗнӗ машина е сӗтел-пукан туянас тейӗ

Эрнелӗх гороскоп 22.02 – 28.02 ​

ТАКА 21.III – 20.IV

Ку эрнере юратури хутшăнусене лайăхлатма, ӗçри авторитета ӳстерме май пулӗ. Кану мӗнне пӗлмесӗр ӗçленипе кăткăс проекта маларах вӗçлетӗр. Мăшăр пулăшса тăнипе килте проблемăсем пулмӗç. Канмаллисенче кӗтмен хăнасем килме пултараççӗ.​ ​ ​

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Ку эрнере тӗревпе хускану аппаратне тимлеме тивӗ, ал-ура сурма пуçласанах тухтăр патне кайăр. Больничнăйне каймасăр ӗçлесен карьерăпа ӳсме май пулать. Харпăр пурнăçра пит пысăк улшăну пулмӗ. Юратури хутшăнусем лăпкă. ​

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Теме пула ку эрнере укçа-тенкӗпе, карьерăпа çыхăннă ӗçсене тума кăмăл çук. Ку çӗнӗ юлташ сӗннӗ ӗç ытларах илӗртнипе те çыхăнма пултарать. Çавскер арçынсемшӗн хӗрарăм, хӗрарăмсемшӗн арçын пулсан сирӗн хушăра юратуллă роман пуçланма пултарать. Юлташăрсем тӗп ӗçӗре чăрмантаракан ăнсăртран романа та, ӗçе те ырласа йышăнмӗç.

РАК 22.VI – 22.VII

​ Ку эрнере вăй-хал тапса тăрать, кăмăл та çӗкленӳллӗ. Хăш-пӗри спортпа аппаланма тытăнӗ. Карьера енӗпе те майӗпен пулсан та ӳсӗм пулатех. Ӗçре хăвăра профессионал пек кăтартса чи кăткăс çынпа та сăмах килтеретӗр. Пуçлăх çавна кура ӗç укçине ӳстерме шутлӗ. ​

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII

Çак тапхăрта сирӗнпе пурте ырă пулӗç. Ку килӗшсен те шанса​ пӗтерейместӗр. Чăн та, каярахпа сирӗнпе усă курса хăш-пӗри пуçлăх умӗнче лайăх курăнма, хăйсен каварлă шухăшне пурнăçлама тăрăшни палăрӗ. Телее, шалти сисӗм йăнăшманнине вăхăтлă туйса илетӗр. Харпăр пурнăçра улшăнусăр. ​

ХӖР 24.VIII – 23. IX

Сире канмаллисенче интереслӗ мероприяти кӗтет. Çавна хатӗрленсех эрнене ирттеретӗр. Хăвăр валли те, савни е мăшăр валли те çӗнӗ тумтир туянатăр, хитреленетӗр. Кану чăннипех ӗмӗр манăçми иртӗ. Пурнăçăн ытти енӗпе темех çук. Укçа-тенкӗпе вара перекетлӗ пулăр, кӗтнӗ премие ку эрнере илме пулмӗ.

ТАРАСА 24.IX – 23.X

​ Çак тапхăрта юратнă хоббие вăхăт уйăрма май пулать. Ӗç те, кил​ те, çемье те чăрмантармӗ. Канмаллисен тӗлне çӗнӗ тӗллев палăртатăр. Хăш-пӗри çӗнӗ машина е сӗтел-пукан туянас тейӗ. Ăна пурнăçлас тесен кредит е юлташсенчен кивçен илме тивӗ. Анчах тӗллеве пурпӗр пурнăçлатăр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI

​ Ку эрнере çемьере тӗрлӗ пăтăрмахсем пулӗç. Мăшăрлисен хутшăнăвӗсем çивӗчленме пултараççӗ. Хирӗçтăру мирлӗ вӗçленеймессине туйса хăш-пӗри уйрăлас патне çитӗ. Çавна пула карьерăпа çыхăннă ыйтусем те тимлӗхсӗр юлӗç. Хăвăрпа кăмăллă пулманнипе ăшра канлӗх çук. Канмаллисен тӗлне тин проблемăсем пӗрин хыççăн тепри çухалма пуçлӗç.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII

​ Ку эрнене харпăр имиджпа çыхăннă ӗçсенчен пуçлатăр. Хăш-пӗри диетăна ларса çуркуннене çӳхелме шутлӗ. Ӗçре хăвăр çине чи кăткăс та яваплă тивӗç илсе авторитетăра ӳстеретӗр. Юратури хутшăнусем хăй еккипе пыраççӗ, тӗрӗссипе хутшăнусене лайăхлатассишӗн нимӗн те тумастăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I

​ Финанс сферинче питӗ пысăк çитӗнӳ тăватăр. Тупăш ӳссе кайнипе маларах ӗмӗтленме те пултарайман япалана туянма май пулать. Паллах, çурăм хыçӗнче ăмсанакансем те пур. Анчах нимшӗн те​ ан кулянăр, çăлтăрсем сире парнене тивӗçлипе тăваççӗ. Шăнса пăсăласран асăрханăр. Савнă çын ыррипе савăнтарӗ. ​

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II

Ку эрнере пӗччен пулма, çемьерен инçерех пулса хăвăрăн шухăш-кăмăла, туйăмсене йӗркене кӗртме тăрăшатăр. Хăш-пӗри отпуск илме шутлӗ. Çула тухма тăвансем те тытса чараймӗç. Ӗçри лару-тăру улшăнусăр, укçа-тенкӗ енчен те çавах. ​

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III

Çак тапхăрта çынсен тимлӗхӗнчен пăрăнма тăрăшатăр. Пулса иртекен лару-тăрура пӗлтерӗшлӗ вырăн йышăнсан та сирӗн позицие хăвăр та, таврари çынсем те ăнланса пӗтереймӗç. Юратнă савние, мăшăра ăнланма та йывăртарах пулӗ. Чунри шайлашăва тупма тӗн практики, йогăпа аппаланни, медитаци пулăшӗ.​ ​ ​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев