Сувар

Хăш-пӗрин çӗнӗ роман пуçланать, туй тума аван вăхăт.

Эрнелӗх гороскоп 21.09 – 27.09

ТАКА 21.III – 20.IV
Кăнттам лару-тăрăва лекес мар тесен ку эрнере теветкелленме кирлӗ мар. Çывăх çынсемпе вăрçăнма, пысăк укçа çухатма пултаратăр. Çавăнпа ӗçре тимлӗ пулăр. Хăш-пӗрин интереслӗ роман пуçланӗ. Шăнса пăсăлма пултаратăр, çавăнпа ăшă тăхăнса çӳрӗр.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Пурнăçра кашни енӗпе тăрăшулăх, çине тăни кирлӗ. Ӗçре професси пултарулăхне, юратура шанчăклăха çирӗплетме тивӗ. Ытлашши эмоцисенчен хăвăра упрăр. Вӗсем нерв системине хавшатма пултараççӗ.  
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрне питӗ ăнăçлă пулать. Кăмăла кайнине тума пултаратăр. Интереслӗ паллашусем йышланӗç, çав шутра ӗçпе çыхăннисем те. Пӗр-пӗр пӗлтерӗшлӗ мероприятие хутшăнма тивӗ. Çак вăхăтра канма кайни сывлăхшăн усăллă пулӗ. Хăш-пӗри  инçете тухса кайӗ.  
РАК 22.VI – 22.VII
Çак тапхăрта питӗ те пысăк авторитетлă çынпа паллашма пултаратăр. Вăл карьерăпа ӳсме е урăх ӗç вырăнӗ тупса пама пулăшӗ. Юратура та ăнать, уйрăмах пӗчченнисене. Тинех мăшăр тупас шанăç пур. Укçа-тенкӗ пурăнма çитсе пырать.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнере сывлăх пӗрремӗш вырăнта пулмалла. Укçа-тенкӗпе е пурлăхпа çыхăннă ыйтусене пула кăмăл кăштах пăсăлать.  Юлташсенчен пулăшу ыйтма тивӗ. Эрне вӗçӗнче укçа ӗçлесе илме çӗнӗ майсем пулӗç. Юратура вара веçех йӗркеллӗ, ырă хутшăнусем компенсаци вырăнне пулӗç.  
     
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Ку эрнере пурнăçра кӗтмен улшăнусем пулӗç. Хăш-пӗрин çӗнӗ ӗç тупас шанчăк пур. Вăл вăхăта нумай илӗ, анчах тӳлевӗ те сахал мар пулать. Çемьере мăшăра хирӗç ан кайăр. Пуç ыратни аптратать, çавăнпа канма вăхăт тупăр. Тухтăр патне кайса тӗрӗсленни ытлашши мар.  
ТАРАСА 24.IX – 23.X
 Эрне варринче тăкаксем самай ӳссе кайӗç, анчах укçи-тенки çийӗнчех кӗрсе пырӗ. Мăшăр тимлӗх уйăрманнипе çемьере тавлашу тухма пултарать. Ачасен воспитанийӗпе çыхăннă ыйтусем сиксе тухӗç. Нагрузка ӳснипе куç ыратма пултарӗ, окулист патне кайса килӗр.  
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
 Ку эрнере улшăнса тăракан лару-тăрăва хăвăрт хăнăхма тивет. Шалти сисӗме итлӗр, ытлашши нумай шутланипе пурнăç парнелекен шанăçа вӗçертме пултаратăр. Укçа çитсе пырӗ. Тин çеç пуçланнă юратуллă хутшăнусен ӗмӗрӗ кӗске пулӗ. Çемьеллисен хутшăнăвӗсем  çивӗчленеççӗ.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
 Ӗçри лару-тăру улшăнсах тăрӗ, пуçлăхпа тавлашу сиксе тухма пултарать. Çавăнпа мӗн-тӗр каличчен лайăх шутлăр. Пӗчченнисем юрату шыраса тӗлсӗр çынпа явăçса кайма пултараççӗ – асăрханăр. Çемьеллисене юрату çирӗплӗхне тӗрӗслеме тӳр килет.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
 Ку эрнере ӗç укçине самай ӳстерме май пулӗ. Ӗçпе унта-кунта нумай тухса çӳреме тивет. Çемьерисене ку килӗшмӗ. Хаклă япала – автомобиль, сӗтел-пукан, техника туянма пултаратăр. Аманас хăрушлăх пур, çавăнпа çул çинче тимлӗ пулăр, уйрăмах водительсем.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Çак тапхăрта пӗр ӗçе те хăвăр тӗллӗн ан тăвăр: ӗçре – ӗçтешпе е пуçлăхпа, килте мăшăрпа е аçăр-аннӗрпе канашлăр. Хваттер улăштарма шутланисене, канма каякансене ăнать. Пур енӗпе те лайăх сӗнӳсем пулӗç. Сывлăхăрпа тимлӗ пулăр, уйрăмах аллергипе аптракансен хăйсене пăхсах тăмалла.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Пуçтарăнса кайнă проблемăсене татса пама ӗçтешсем пулăшӗç. Кӗтмен çӗртен панă сӗнӳ финанс лару-тăрăвӗшӗн питӗ вырăнлă, ăнăçлă пулӗ. Шанăçа ан вӗçертӗр. Хăш-пӗрин çӗнӗ роман пуçланать, туй тума аван вăхăт.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: