Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Хӑвӑр планӑрсене никама та ан пӗлтерӗр

Ӗçлӗ тӗлпулусемпе калаçусем ăнаççӗ

  Эрнелӗх гороскоп 24.05 – 30.05


ТАКА 21.III – 20.IV
Çак тапхăрта шăвлă вырăнсенчен, çынсенчен аякра тăни усăллăрах. Ним пирки те ан пăшăрханăр, мӗн кирли вăй хумасăрах пулса пырӗ. Шăпа парнисене йышăнма хатӗрленӗр. Тӗллев патне утма хăюлăх та, вăй та пулӗ. Хăш-пӗрне ачисем, теприне юратнă çын савăнтарӗ.​ ​ ​

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Асра юлмалли эрне. Тӗп пулăмсем юрату фронтӗнче, кăштах укçа-тенкӗ енӗпе те пулаççӗ. Лару-тăру пит хăвăрт улшăнса тăрӗ, вăй-хал çителӗклӗ пулни хуть мӗнрен те çăмăллăн тухма пулăшӗ. Çак тапхăрта хут ӗçӗпе тимлӗ пулăр, уйрăмах вӗсем законпа çыхăннă пулсан. ​

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Килте те, ӗçре те ларса тăма вăхăт пулмӗ. Çапах ан манăр, капла сывлăхăра та сиен кӳме пултаратăр. Вăхăта ытларах çывăх çынсемпе, юлташсемпе ирттерме тăрăшăр. Эрне вӗçӗнче ӗç енӗпе усăллă та кӗтнӗ хыпар илетӗр. Пӗчченнисене юратура ăнать.

РАК 22.VI – 22.VII
Ниме пăхмасăр мӗнпур ӗçре çитӗнӳ тума пултаратăр. Шанăçа ан вӗçертӗр. Карьера енӗпе çӗнӗ майсем пулаççӗ, финанс лару-тăрăвӗ те савăнтарӗ. Сывлăх енӗпе вара тимлӗрех пулăр, çанталăк ăшă тăрсан та шăнса пăсăлас теветкел пур.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрне çăмăллисенченех мар, кил-çурт вучахне йӗркере тытса тăма вăй-хал кирлӗ пулӗ. Çав вăхăтрах ӗçри кăткăс ыйтусене татса пама, ӗçтешсене мирлештерме тивет. Тавлашăва харкашмасăр татса пама тăрăшăр. Юратура савни е мăшăр кӗтмен парне тăвӗ.

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Тинех сирӗн урама та уяв çитет. Юрату, творчествăри çитӗнӳсем, усăллă паллашусем, укçа-тенкӗ тупăшӗ – йăлт хăвăр маттур та пултаруллă пулнине кура. Çӗнӗ пӗлӗш тупăнӗ, вăл малешнехи пурнăçра тӗп вырăн йышăнма та пултарть. ​

ТАРАСА 24.IX – 23.X
Нумай ӗçлеме хатӗрленӗр, çапах шантарнă пысăк шалăва кӗтме тивӗ. Çавăнпа тытман упа тирне сӳме иртерех. Çак тапхăрта хаклă япаласем илме тăхтамалла. Эрнен иккӗмӗш çурринче çемьепе çыхăннă тăкаксем пулӗç. ​

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Сирӗн енӗпе çăлтăрсен хăйне евӗр план пур. Çак тапхăрта пурте сирӗн çинчен калаçӗç, хисеплеме пуçлӗç. Юлташсемпе ӗçтешсем кӗтмен парне тăвӗç. Сирӗн енчен вара çакна тивӗçлипе йышăнма ăс-тăн кирлӗ пулӗ. Килте тавлашуллă самантсене татса пама тивӗ. Пулăшу ыйтма ан вăтанăр.​ ​

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
​ Ку эрнере шăпăрт пулмалла, вăрттăнлăхсене те никама та ан пӗлтерӗр. Ку кирлӗ мар тавлашусенчен сыхласа хăварӗ. Ӗç енӗпе улшăнусем çук, маларах пуçланă проекта вӗçлеме тăрăшăр. Сывлăхăра тимлӗр. Апата суйласа çийӗр. Канмаллисенче аякри тăван килме пултарать, кӗтсе илме хатӗрленӗр. ​

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
​ Эрнен пӗрремӗш çурри укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене татса пама, ют çӗршыв çыннисемпе ӗç пуçарма ăнăçлă. Ӗçлӗ тӗлпулусемпе калаçусем ăнаççӗ. Эрне вӗçнелле улталанма пултаратăр, çавăнпа пур енӗпе те тимлӗ пулăр. Кил-çурт енӗпе тăкакланма тивӗ, пит хаклă япала илсе укçăра ан тустарăр.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
​ Вăй-хал тапса тăнине кура ӗлӗкхи проблемăсем çине кулса пăхатăр. Хăюллă та пултăклă пулăр – пурнăçăра тӗпрен улăштарма шанăç та, май та пур. Юлташсемпе, ӗçтешсемпе е тăвансемпе хутшăнусем çивӗчленме пултараççӗ. Вӗренекенсене экзамен тытма​ вара вăхăчӗ меллех мар. ​

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Хăвăра кăшт япăхрах туйни кулянмалли сăлтав мар. Критикăна хăлхана ан чикӗр, часах йăлт хăвăра кирлӗ пек майлашăнӗ. Укçа-тенкӗпе тирпейлӗ усă курăр, кӗтмен тăкаксем пулӗç. Хăвăр йăнăшнине пула тавлашусем пулма пултараççӗ. Асăрхануллă пулăр, харпăр плансене никама та ан пӗлтерӗр.​ ​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев