Сувар

Ку эрне бизнеспа карьерăшăн ăнăçлă

Эрнелӗх гороскоп 23.11 – 29.11

ТАКА 21.III – 20.IV

Ку эрнере ним çинчен те ан пăшăрханăр. Сирӗн вăй-хал тем тума та çитӗ. Çăлтăрсем кашни пуçарăвах ăнăçлă пулассине систереççӗ. Енчен те пурнăçăра улăштарас килет-тӗк, шăпах халӗ майлă вăхăт. Юратура интереслӗ паллашусем кӗтӗр, паллах, ку пӗчченнисене пырса тивет. Ăнăçлă кунсем – 25, 26.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрне ӗç енӗпе ăнăçлă пулӗ. Тăрăшни усăсăр мар, уйрăмах бизнесра ăнать. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ те савăнтарать. Тинех хăвăра, çывăх çынсене кирлӗ япала туянса пама пултаратăр. Харпăр пурнăç та пӗр вырăнта тăмасть, сире интереслӗ паллашу кӗтет. Ăнăçлă кунсем: 23, 24, 25.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Кăткăсрах тапхăр. Эрне пуçламăшӗнче ӗçре хирӗçӳллӗ пулăмсем сиксе тухӗç, чăтăмлăх кирлӗ пулӗ. Эрне варринче йăлт хăй вырăнне ларӗ. Канмаллисенче ытларах уçăлса çӳреме, ачасемпе пулма тăрăшăр. Маларах пурнăçланă проектран тинех укçа илетӗр. Ăнăçлă кунсем: 29.

РАК 22.VI – 22.VII
Çак тапхăрта тахçантанпа пыракан ӗçе вӗçлеме, проблемăна татса пама тивӗ. Тӗрлӗ сăлтава пула пурнăçланман задачăсем халӗ хăвăрт та çăмăллăн пурнăçа кӗрӗç. Юратура савнă çынпа е мăшăрпа иксӗр хушăра пӗр-пӗрне ăнланманнипе вăрçăнма пултаратăр. Ăнăçлă кунсем: 26, 27.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнере пуçӗпех ӗç ăшне путатăр. Ӗçри ыйтусене татса пама пӗтӗм вăхăт кайнипе харпăр пурнăç валли тимлӗх юлмӗ. Çапах та юратнă çынпа, аçăр-аннӗрпе тӗл пулма тăрăшăрах. Мероприятисене çӳрени усăллă пулӗ, пӗчченнисен унта шăпа пӳрнипе тӗл пулма пултараççӗ. Ăнăçлă кунсем: 27, 28.

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Кӗркуннен юлашки эрни çăмăллиех пулмӗ. Тӗрлӗ йывăрлăхсене, проблемăсене татса пама тивӗ. Телее, эрне вӗçне йăлт майлашăнать. Водительсен çул çинче асăрхануллă пулмалла. Финанс проблеми çукки хăйне пӗр савăнăç. Ăнăçлă кунсем: 28, 29.

ТАРАСА 24.IX – 23.X
​ Сирӗншӗн те ку эрне çăмăллиех мар. Тарасасене хирӗçле зодиак​ ӗçре те, харпăр пурнăçра та ура хума тăрăшӗ. Епле те пулин çак вăхăта​ чăтса ирттермеллех, çавăнпа кăткăс ӗçсене пуçăнмалла мар. Тăвансен çитменлӗхӗсене те куç хупма тăрăшăр. Юратура вара пач хирӗçле лару-тăру, сире савакансем питӗ нумай. Ăнăçлă кунсем: 23, 24. ​

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
​ Ку эрнере çемье пурнăçне, юратури хутшăнусене йӗркелеме питӗ лайăх майсем пулӗç. Çак вăхăт паллашусемшӗн, тӗлпулусемшӗн ăнăçлă. Карьерăпа бизнесра та лайăх улшăнусем кӗтӗр. Сывлăхăра упрăр, апатпа е алкоголь таврашӗпе наркăмăшланас хăрушлăх пур. Ăнăçлă кунсем: 25, 26.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
​ Эрнен пӗрремӗш кунӗсем пит пысăк савăнăç кӳмӗç, юлташсемпе, тăвансемпе е ӗçтешсемпе вăрçăнма пултаратăр. Усăллă çыхăну йӗркелеме, тӗлпулусене çӳреме те вăхăтлă мар. Юнкунран пуçласа лару-тăру ырă енне улшăнӗ. Канмаллисем романтикăлла тӗлпулусемшӗн идеаллă. Ăнăçлă кунсем: 23, 29. ​

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрне бизнеспа карьерăшăн ăнăçлă. Пур енӗпе те çитӗнӳ туса лартнă тӗллевсене пурнăçлама пултаратăр. Харпăр пурнăçра та сюрпризсем пулӗç. Хăш-пӗрне юратнине пӗлтерӗç. Канмаллисене çемьепе ирттерӗр. Ăнăçлă кунсем: 28, 29.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
​ Çак тапхăрта финанс сферинче пысăк улшăнусем пулса иртӗç. Ӗç укçине ӳстерттерме, преми илме е тупăшлă хушма ӗç тупма пултаратăр. Харпăр пурнăç валли вăхăт юлмӗ, çав шутра савнипе тӗл пулма та. Ăнăçлă кунсем: 28, 29.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
​ Ку эрнере çăлтăрсем сире пысăк хăюлăх парнелӗç. Эсир тинех хăвăр илӗртӳллӗ те интереслӗ çын пулнине шанма пуçлатăр. Çитӗнӳсем пурнăçăн кашни фронтӗнчех пулӗç, уйрăмах харпăр пурнăçра. Малашлăхлă та интереслӗ паллашусем кӗтӗр. Арлă-арăмлисен мăшăрпа тимлӗрех пулмалла. Ăнăçлă кунсем: 25, 26. ​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: