Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

 Ку эрне мăшăрлă хутшăнăва лайăхлатма ăнăçлă

Эрнелӗх гороскоп 24.01 – 30.01

ТАКА 21.III – 20.IV
Пӗр харăсах темиçе ыйтăва татса пама тивет. Тавлашăва е кăткăс ӗçе татса парас тесен харпăр илӗртӳлӗхпе усă курăр. Юлташсем те йывăр вăхăтра хăвармӗç. Хăюлăх пурри çӗнӗ идейăсене пурнăçлама,  юратура вара хутшăнусене шанчăклăрах тума пулăшӗ. Канмаллисем романтикăлла тӗлпулушăн, çулçӳревшӗн ăнăçлă пулаççӗ.  

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Çынна ăнланма пӗлни çӗнӗ юлташсем тупма пулăшать. Лару-тăру ăнăçлă килсе тухнипе çывăх çыннăн проблемине те мӗнле татса памаллине тавçăратăр. Юратура та ăнăçу кӗтет. Пӗчченнисем интереслӗ çынпа паллашӗç. Канмаллисенче тӗлпулусемсӗр пуçне аван хыпар илтетӗр. Сывлăхăра упрăр, хӗллехи сивӗсем усса каймӗç.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрне профессири çитӗнӳпе пуçланӗ. Авторитетлă çыннăн тимлӗхне çӗнсе илме пултаратăр. Ӗçлӗ çулçӳрев е тӗлпулу усса кайӗ, идейăрсене хакласа йышăнӗç. Пушă вăхăтра спортпа аппаланса ирттерӗр. Эрне вӗçӗнче килпе, çемьепе çыхăннă ӗçсем нумайланӗç.

РАК 22.VI – 22.VII
Ку эрнере пӗр вăтанмасăр хăвăр кам пулнине кăтартăр. Планетăсем сире пулăшӗç. Эсир ăслă, хăюллă, вăйлă пулнипе конкурентсем те тарса пытанӗç. Килте те мӗнле кирлӗ, çапла пулса пырӗ. Пуриншӗн те идеал пулса тăратăр. Кирлӗ маррине пӗр шелсӗр кăларса ывăтăр.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Профессипе çыхăннă тивӗçсене çирӗп пăхăнма вăхăт çитнӗ. Çӗнӗ сӗнӳсемпе кӗтмен пулăмсем пулӗç. Вӗсем ăнăçлă вӗçленнинчен хăвăр та тӗлӗнетӗр. Çăлтăрсем пур енӗпе те пулăшса пырӗç. Ӗçтешсене кăткăс ыйтусенче пулăшса карьерăпа ӳсме пултаратăр. Ӗç шыракана  та ăнать. Тахçанах килӗшекен çынпа тӗлпулăва кайса килӗр.

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Кирлӗ марришӗнех çынпа ан тавлашăр. Пурпӗрех сире кирлӗ пек пулса пырӗ, ыттисен тем пек тăрăшсан та ӗç тухмӗ. Кăткăс хутшăнусене юратупа тăнăçлăх таврăнӗ. Пӗчченнисем юратура çăмăлттай пулса савнисене улăштарсах тăрӗç. Шалти сасса итлӗр,  кăмăлăра хирӗç ан кайăр. Пӗр ахаль ан теветкелленӗр.  

ТАРАСА 24.IX – 23.X
 Çӗнӗ паллашу усăллă пулӗ, карьерăпа ӳсме пулăшӗ. Эрне тӗлпулусемшӗн, мӗн-тӗр туянма ăнăçлă. Тӗрӗс калаçсан ӗçре хăвăра кирлӗ йышăнусене васкатма пултаратăр. Çемьере пӗчӗк ăнланманлăх сиксе тухӗ, çавăнпа мӗн-тӗр каличчен лайăх шутлăр, ăнсăртран вӗçерӗннӗ сăмахшăн ӳкӗнмелле ан пултăр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Нумай шутланă хыççăн пач кӗтмен пӗтӗмлетӳ тăватăр. Пурнăçри  пулăмсем çине философилле пăхатăр. Ку эрне искусствăпа, тӗрлӗ вăрттăнлăхпа ӗçлекенсемшӗн ăнăçлă. Укçапа  çыхăннă ӗç ăнать. Çапах перекетлӗ пулма вӗренӗр. Суту-илӳре, ӗçлӗ калаçусенче те ăнса пырӗ. Юратура асăрхануллă пулăр, пур-çукшăн мăшăрăрпа ан тавлашăр.   

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
 Ку эрнере ним те сирӗн тимлӗхрен пытанса юлмӗ, ӗçре те хăвăрт пулатăр. Наян, ялан мӗнпе те пулин кăмăлсăр çынсем тарăхтарӗç. Анчах çăвара вăхăтлă хупма пӗлӗр. Унсăрăн пуррине çухатма пултаратăр. Юратура ăнать, нумай япала çине урăхла пăхатăр. Уйрăмах пӗчченнисене ăнать. Канмалли кун кӗтмен тӗлпулу пулӗ.  

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Укçа енчен ăнăçлă тапхăр пуçланать. Ӗç укçине ӳстерме ыйтма ан  вăтанăр. Хаклă япала туянма май пулӗ. Ӗçре те ăнăçлă майсем пулаççӗ, çитӗнӳшӗн пит ытла вăй хума та кирлӗ мар. Килте те лăпкă, чунри лăпкăлăха çемьерисем те туйӗç, ку вӗсен пурнăçне лайăхлатӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Пӗр харăсах темиçе çӗре çитме, шăнкăравланине хуравлама, темиçе ӗç тума тивӗ. Элексенчен пăрăнма тăрăшăр. Юратура та тем те пулса иртӗ, кăмăл романтикăлла пулин те юратнă çынран нумай  ыйтатăр. Анчах мăшăрăн ыр кăмăлӗпе иртӗнсе усă ан курăр. Канмаллисенче тăван патне хăнана кайни кăмăла çӗклӗ.  

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
 Ку эрне мăшăрлă хутшăнăва лайăхлатма ăнăçлă. Юратнă çын хăйне епле тыткалани çинчен лайăх шутлӗ те шухăшӗсене улăштарӗ. Юлташсемпе ресторанта е кафере тӗл пулма аван вăхăт. Сире чаплă мероприятие чӗнме пултараççӗ. Тӗрлӗ кӗтменлӗх сиксе тухнипе плана улăштарма тивӗ. Ӳксе ыраттарма пултаратăр, çавăнпа спорт айккинче тăрăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев