Эрне асра юлмалли улшăнусемпе палăрать
Кӗтмен тӗлпулусем, хаклă уроксем кӗтеççӗ пире ку эрнере. Çăлтăрсем шалти туйăма тимлеме, çӗнӗлӗхсене хăрамасăр йышăнма тата пуринпе те килӗштерме сӗнеççӗ.
ТАКА 21.III – 20.IV
Чăннипех пысăк улшăнусен эрни ку. Хăвăрта пысăк вăй туятăр, çӗнӗ ӗç пуçлас килет сирӗн. Юнкун çынсемпе калаçма, килӗшӳ тума ăнăçлă кун. Эрне вӗçне лару-тăру кӗтмен çӗртен сирӗн майлă çаврăнать, çавăнпа та ан васкăр – йăлтах йӗркеллӗ пулать. Канмалли кунсенче ăçта та пулсан кайса килни е туссемпе тӗл пулни аван – вӗсем сире çӗнӗ туйăмсем парнелӗç.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрнере укçа-тенкӗпе çыхăннă ыйтусенче асăрхануллă пулмалла: хуть мӗнле финанс операцийӗ тунă чух та йăлтах лайăх тӗрӗслеме ан ӳркенӗр. Тунтикунпа ытларикун çемьепе çыхăннă тӗлпулусем ăнаççӗ, кулленхи ыйтусене те çăмăллăн татса пама пулать. Эрнекун юратнă çыннăр сюрпризпа савăнтарӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Сирӗн творчествăлла идейăсем нумай, хавхалану пысăк. Тахçанхи шухăшсене пурнăçа кӗртме питӗ аван тапхăр халь. Эрне варринчи кӗтмен тӗлпулусем карьерăпа ӳсме пулăшӗç. Кӗçнерникун хăвăрăн сăн-сăпатăра, стиле улăштарни, çӗнӗ тум туянни ăнăçлă пулать. Кампа-тăр хирӗçсе халăра ан пӗтерӗр, сире тепӗр эрнере вăй кирлӗ пулать.
РАК 22.VI – 22.VII
Эсир иртни çинчен манса тахçанхи кӳренӗве пуçран кăларса пăрахма тинех хатӗр пулнине туятăр. Эрне пуçламăшӗнче медитаци туни, харпăр ӳсӗм пирки шухăшлани аван. Кӗçнерникун тăванăрсенчен питӗ пӗлтерӗшлӗ хыпар илтетӗр, вăл сире савăнтарать, вăй-хал хушать. Лăпкăн канмалла, çывăх çынсемпе калаçмалла.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Ку эрнере питӗ нумай калаçма тивет. Ытларикунпа юнкун ӗçре пуçаруллă пулсан пысăк çитӗнӳсем тума пулать. Эрнекун тӗплӗн шухăшламасăр япала ан туянăр, унсăрăн кайран ӳкӗнме тивӗ. Хăвăрăн пултарулăхăра аталантарăр е пӗр-пӗр интереслӗ мероприятие çитсе килӗр – çакă сире хăвăрăн таланта уçма пулăшӗ.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Тинех ӗçре çăмăллăх туятăр, пуçланă ӗçсене вӗçне çитерме те хал пур халь. Документсене тирпейлӗр, килти тата ӗçри кирлӗ мар япаласене кăларса пăрахăр. Юнкун юрист пулăшăвӗ кирлӗ ыйтусене татса пама, ытти специалистсенчен канаш илме ăнăçлă кун. Харпăр хутшăнусенче эрнекун сирӗн умра çӗнӗ алăксем уçакан кӗтмен улшăну пулма пултарать.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Шалти сасса итлемелле, вăл япăх утăм тăвасран сыхлӗ. Ытларикунхи паллашусем сирӗн пуласлăхăршăн питӗ ăнăçлă. Кӗçнерникун çывăх çыннăрпа тӗплӗ калаçу пулать. Тинех хăвăр хушăрти ăнланманлăхсене татса пама май килӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Эрне пуçламăшӗнче ӗçтешсемпе хутшăннă чух çемçерех пулăр, хăвăр мӗн шутланине тӳррӗн калама тăхтăр. Эрне варринче кӗтмен çӗртен укçа кӗме пултарать. Кӗçнерникун сывлăхăра тимлӗр – профилактика тумалли пирки аса илӗр е тухтăр патне çырăнăр. Канмалли кунсене юратнă çыннăрсемпе ирттерӗр.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Хăвăра пур енчен те кăтартма, палăртма тăрăшатăр. Уйрăмах эрне пуçламăшӗнче ăнать ку енчен. Юнкун сирӗншӗн тӗлӗнмелле çӗнӗлӗхсен кунӗ пулӗ – хăнăхнă япаласем çинех урăх куçпа пăхма пуçлатăр. Эрнекун хăвăрт йышăну тума тăхтамалла. Çынсене хăвăр пурнăçлайман ӗçсене тăвасси пирки те шантармалла мар.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Лăпкă эрне, тинех хăвăра аван туйма пуçлатăр. Ытларикун спортпа аппалансан ӳт-пӳшӗн питӗ усăллă пулӗ. Юнкунпа кӗçнерникунхи сӗнӳсене тимлӗр – вӗсем сирӗншӗн питӗ ăнăçлă, çут малашлăхлă, пысăк тупăш кӳрекенскерсем пулма пултараççӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Хăвăра кăмăла каякан çӗнӗ ӗç пирки ытларах пӗлме тăрăшмалла. Эрне пуçламăшӗнче çӗнӗ пӗлӳ илни, семинарсемпе тренингсене хутшăнни аван. Кӗçнерникун хăвăра критиклекенсемпе тавлашма ан тăрăшăр. Шăматкун юратнă çыннăр тăрăшнипе чылайччен сирӗн асра упранӗ.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Шухăшланине пурнăçа кӗртме татăклă утăмсем тума вăхăт çитнине çивӗччӗн туятăр. Ытларикунпа юнкун ӗçпе е урăх пӗлтерӗшлӗ ыйтупа çыхăннă кӗтнӗ хыпара илетӗр. Эрнекун укçа-тенкӗпе асăрхануллă пулмалла. Эрне вӗçӗнче кӗске çулçӳреве тухни аван.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев