Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Ку эрнере Марс сирӗн ума çӗнӗ задачăсем кăларса лартӗ

Эрнелӗх гороскоп 17.01 – 23.01

ТАКА 21.III – 20.IV
Экзотикăлла çӗршывсене тухса çӳресси е ăшăрах çӗре пурăнма куçса каясси пирки шухăшласа пуçланӗ ку эрне. Апла май çук-тăк канма, киленӳ тупма урăхла мелсем шырăр. Ӗçре пит кăткăс ыйтусемех çук, анчах маларах туса пӗтермен ӗçсене вӗçлеме тивӗ. Ӗçтешсене пулăшни шалăва ӳстернисӗр пуçне авторитетăра çӗклӗ. Харпăр пурнăçра юратнă çынна шанма пултаратăр.  

 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Лăпкă эрне, анчах наянланса лариччен профессипе çыхăннă тивӗçсене пурнăçлăр. Планетăсен ырă витӗмӗ финанс ыйтăвӗсене йӗркелеме пулăшать. Çак хушăра тӗл пулнă çынсен опычӗпе шухăшӗсем сире хавхалантарӗç. Юратура романтика хуçаланӗ. Савние е мăшăра тӗлӗнтерме пултарайсан эрнипех туйăмсем вӗри пулӗç.

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере Марс сирӗн ума çӗнӗ задачăсем кăларса лартӗ, анчах пурте лайăхпа вӗçленӗ. Çынпа хутшăнма çăмăл пулӗ. Меркурий укçа ӗçлесе илме пулăшать. Карьерăшăн усăллă тӗлпулусем те кӗтӗр. Пӗрре пăхма ниме тăман канаш усă кӳрӗ. Юратура та аван тапхăр. Канмалли кун вăрттăн хутшăнусем пӗрлештерсе тăракан çынпа тӗл пулатăр. Анчах лайăх шутлăр, таврăнмалла-ши ӗлӗкхи савни патне?   

 

РАК 22.VI – 22.VII
Амбицилле идейăсене, проблемăсене çӗнӗлле татса панине хакласа йышăнӗç. Панă сăмаха тытнине тӗрӗслекенсем те тупăнӗç. Нимрен те ан хăрăр, çитӗнӳ пур-тăк хăюллăн ăна хӳтӗлеме тăрăшăр. Çапла авторитетăра та ӳстеретӗр. Юратура та пӗр хăрамасăр лартнă плана пурнăçлăр. Пӗчченнисен савни тупас шанăç пур.

 

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнери пурнăç карьера, малашлăха плансем, усăллă паллашусем тавра çаврăнӗ. Ӗçе пӗрремӗш килсе чи кайран каякан, пурне те пӗлсе тăракан пулатăр. Хӗвел витӗмӗ çитӗнӳ тума, ыр ят çӗнсе илме пулăшӗ. Анчах мухтанипе кăна ан çырлахăр, тивӗçлӗ укçа, преми ыйтăр. Юрату канмалли кунччен кайри планра пулӗ. Романтикăлла тӗлпулу канма пулăшӗ.      
 
ХӖР 24.VIII – 23. IX
 Ку эрнере çӗнӗ ӗç, калаçма çӗнӗ тема шыратăр. Вӗренекенсем пысăк çитӗнӳ тăвӗç. Ӗçре те халиччен туса курман явапа пурнăçлама тивӗ. Укçапа çыхăннă калаçу ан хускатăр. Юратура та мӗн-тӗр çӗнни илӗртме пултарать. Анчах туйăмсен ăшне пуçӗпе ан чăмăр. Канаш паракансене мар, хăвăрăн шалти сасса итлӗр.  

 

ТАРАСА 24.IX – 23.X
Творчество патне туртăнатăр, хăш-пӗри ăнсăртран модăпа е ытти искусствăпа интересленме пуçлӗ. Кил-çурта тирпейлесе хăтлăх кӗртӗр, мӗн те пулин туянăр. Ӗçре кама та пулин пулăшма тивсен те хăвăрпа усă курма ан парăр. Кирлӗ йышăнăва васкамасăр тăвăр. Юратура лăпкă та тӳлек, пӗр-пӗрин хушшинче ăнлану хуçаланӗ.  

 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Сирӗн тавра шăв-шав нумай пулӗ, пурне те кирлӗ пулатăр: хăшне йывăр лару-тăруран тухма, теприне канашпа пулăшма, виççӗмӗшпе тав туса сывпуллашма тивӗ. Тахçанхи проблемăран хăтăлма, ӗçре должноçпа ӳсме май пулӗ. Административлă ӗçсем ăнаççӗ. Хăш-пӗри ăнăçсăр юлташла хутшăнăва татма шутлӗ.   

 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Хăюллăнах плансене пурнăçлассипе ӗçлӗр. Профессипе çыхăннă ыйтусене уççăн татса парăр, ӗç процесне сиртен лайăхрах йӗркелекен пулмӗ, ӗçтешӗрсене пулăшма та ан манăр. Канмаллисене пӗччен пулса ирттерӗр, йогăпа аппаланни сывлăхшăн усăллă пулӗ.

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрнере теветкелленме кирлӗ мар, начар çынсемпе ан хутшăнăр. Сире канупа лăпкăлăх кирлӗ. Кирлӗ марринчен хăтăлăр, мӗншӗн тесен умра çӗнӗ задачăсем, ӗçлӗ сӗнӳсем. Сывлăхăра упрăр, камшăн-тăр хăвăра ан пӗтерӗр. Пӗчченнисене юратура ăнать. Çулçӳревре е лавккарах интереслӗ çынпа паллашма пултаратăр.  

 

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ăнăçлă эрне пулать. Ӗçре хăюллăн шалăва ӳстерме ыйтма пултаратăр. Планпа ӗçлесен йăлт ӗлкӗретӗр. Сăн-пуç, кӗлетке илемӗ çинчен манса ан кайăр, парикмахер, косметолог патне çӳрени усă кӳрет. Юратура та ăнать. Кану кунӗсем çав тери аван иртӗç.

 

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
    Канăçсăр эрне, обществăлла мероприятисем, ӗçлӗ сӗнӳсем те йышлă пулӗç. Амбицилле идейăсем çуралаççӗ, вӗсем пурнăçланасси авторитетлă çынсенчен килӗ. Хăюллă пулăр, хăвăра кирлишӗн кӗрешӗр. Юрату канмалли кунсенче аса илтерӗ. Эсир пӗччен-тӗк, пӗр вăтанмасăр хăвăра тахçанах килӗшекен çынпа калаçу пуçлăр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев