Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Ку эрнере пулса иртекен ӗçсене пӗр тăхтамасăр хутшăнса вӗçлемелле

Эрнелӗх гороскоп

ТАКА 21.III-20.IV

Харкам ӗçсенче ăнăçу пулать çак кунсенче. Пӗчченнисен интереслӗ, пултаруллă çынпа хутшăнусем пуçлама шанăç пур. Çемьеллисен килти пăтăрмахсем çухалаççӗ. Карьера пусмипе улăхасса шантармаççӗ çăлтăрсем, тăванăрсенчен укçа-тенкӗпе пулăшма ыйтма тивет.

 

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Чылайăшӗшӗн çак кунсенче пурнăçлайман ӗç пулмасть. Тăрăшуллăрах пулсан ӗçре те, обществăлла пурнăçра та ырă ят илеетӗр. Харкам хутшăнусем пит ăнăçсах пымаççӗ çак кунсенче. Çăлтăрсем çӗнӗ çынпа туслашма хушмаççӗ.

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Ӗçӗрте хирӗçӳ сиксе тухма пултарать, тавлашса çӗнтерме ан хăтланăр, айккине пăрăнăр. Çак кунсенче çаврăнăçулăх кирлӗ, кăнттам пулсан хăвăрах йывăра килет. Финанс ыйтăвӗсене пула мăшăрăрпа, тăванăрсемпе хутшăнусем кăткăсланаççӗ.

 

РАК 22.VI-22.VII

Ку эрнере сирӗн драмăсене те, шанчăка çухатассине те чăтса ирттерме тивет. Юратура шанăçа çухатас хăрушлăх пысăк. Çӗнӗ роман пуçланисемшӗн уйрăмах çивӗч çакă. Çемьеллисен чăтăмлăхӗ тулса пырать, кӳренӳсем çиеле тухаççех.

 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Обществăшăн пӗлтерӗшлӗ ӗçсене хутшăнма тӳр килет çак кунсенче. Пуçаруллăрах пулсан лидера тухма та шанчăк пур. Харкам хутшăнусенче хăвăр шутланине пурнăçласа пыратăр – мăшăрăрпа хутшăнусем хӗрӳленеççӗ е тахçантанпа савса пурăннă çын юратăвăра йышăнать.

 

ХӖР 23.VIII-22.IX

Ӗçре те, пурнăçра та пуçаруллă эсир ку эрнере. Хăвăрпа пӗр шухăшлă юлташăрăн пулăшăвӗ çапла хавхалантарнă сире. Ку тапхăрта канашпа, укçа-тенкӗпе, ӗçпе пулăшас текенсем нумай пулаççӗ, анчах вӗсен хушшинче пӗр ултавçă та пур, асăрханăр.

 

ТАРАСА 23.IX-23.X

Пысăк йывăрлăхсемпе тӗл пулмастăр, анчах вак-тӗвек чăрмавсем кăмăлăра пăсӗç. Çакăн тӗп сăлтавӗ – эсир ăнланманни, ютшăнни. Çемйӗрте лару-тăру лăпкă мар-тăк ку эрнере мирлешесси пулмасть, хирӗçсе чӗрре кӗмесен аванрах пулӗ.

 

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Пуш ӗмӗтсемпе, тӳрре тухас çук шанчăксемпе  хăвăра улталаса ура айӗнчи çӗре туйма пăрахатăр. Çавăнпа çӗнӗ ӗçе пуçăнас умӗн: «Çиччӗ виç те пӗрре кас», – тенине асра тытăр. Юратура йывăрлăх чăтса ирттерекенсем «усал килӗшӳ те чаплă вăрçăран лайăхрах» пулнине ăнланса илеççӗ.

 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Хуть мӗнле хирӗçӳрен те айккипе иртсе çӳрӗр. Кирлӗ мар çӗртен пырса сăмах хушнине пула пӗр-пӗр тăванăрпа, юлташăрпа е ӗçтешӗрпе темӗнччен хутшăнусем пăсăлӗç. Нумай пулмасть пуçланнă романтика хутшăнăвӗсем сивӗнеççӗ.

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Чылайăшӗ ку эрнере таврари çынсен нуши-тертне асăрхамасть, хăйӗн ыйтăвӗсене татса парасси çине пусăм тăвать . Тӗлӗнмелле, анчах хăвăра çапла тыткалани ӗçре çитӗнӳ кӳрет. Ӗçтешӗрсене кашни ыйтмассерен пулăшма васкаманни хăвăрăн проектсене ăнăçлăн вӗçлеме май парать.  

 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Ку эрнере пулса иртекен ӗçсене пӗр тăхтамасăр хутшăнса вӗçлемелле. Нумай ыйтăва çийӗнчех татса памалла пулнине кура юратакансем савнийӗсемпе сайра тӗл пулайраççӗ, халиччен хирӗçнисем ку эрнере мирлешеймеççӗ.

 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Халь сире пуçаруллăрах пулма та, хăвăрăн ирӗке кăтартма та çăмăл мар. Çын хушнине итлеме тивет, çакă сирӗншӗн чăн-чăн тӗрӗслев пулӗ. Хăвăрăн шухăшăра ыттисене калама, планăрсене уçса пама меллӗ вăхăт мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев