Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Ку эрнере ӳт-пӗве çамрăклатассипе процедурăсем ирттерни лайăх

Çынсемпе калаçнă чух пӗрпеклӗхсем шырăр, ӳлӗм вӗсем шанчăклă юлташсем пулас шанăç пур. Çак кунсенче эпир çирӗп кăмăллă, шухăшламасăр сăмах персе ямастпăр. Кил-çурта илемлӗрех, хăтлăрах тума тăрăшни хăйне тӳрре кăларать. Ӳт-пӗве çамрăклатассипе процедурăсем ирттерни лайăх. Харкашусене хутшăнмалла мар, çынна элеклесрен хăраса тăмалла.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Финанс лару-тăрăвӗ савăнтармасть, çавăнпа алăра пур укçăра çирӗп тытăр. Хутшăнусенче чăрмав сиксе тухать. Юратнă япаласем çухалсан эрне вӗçӗнче тупăнаççӗ. Савнă çыннăрпа хутшăнусем лайăхланаççӗ, эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Çак кунсенче ыйтăвăрсене татса парассишӗн тăрăшнинчен айккинчен сăнаса тăни тӗрӗсрех. Пустуй  пакăлтатса çăвар тутине сая яма хушмаççӗ çăлтăрсем. Пушă вăхăтăра пӗлӳ илме усă курăр, çӗнӗ ӗçе хăнăхăр. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Шав тавлашнипе, пӗр-пӗринпе килӗшӳ тупайманнипе çемйӗрте лару-тăру лăпкă мар. Такам сире тăрăшсах вăрçăнтарасшăн, çын сăмахӗ хыççăн ан кайăр. Çăлтăрсем çак кунсенче авантюрăсене хутшăнса укçа-тенкӗсӗр юлассине астутараççӗ. 

РАК 22.VI – 22.VII 

Шăпашăн пӗлтерӗшлӗ планетăсем пӗр çӗре пухăнса иксӗлми вăй-хал парнелеççӗ. Чун вăрканисем иртеççӗ, çӗнӗ идейăсем пуçа килеççӗ, вӗсене пурнăçлама тытăнмалла. Финанс çитӗнӗвӗсем савăнтараççӗ.  

АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII 

Çак кунсенче эсир нумай ӗç тума ӗлкӗрнинчен ӗçтешӗрсем, пуçлăх чăннипех тӗлӗнӗç. Ытларах укçа ӗçлесе илес тӗллевпе çӗнӗ идейăсене пурнăçа кӗртетӗр. Çитес эрнере çынсенчен пулăшу ыйтма тивӗ, çавăнпа çак кунсенче никама та ан кӳрентерӗр. 

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Пӗлӗвӗре ӳстерме ăнăçлă вăхăт халь. Çак кунсенче çӗнӗ проекта пуçăнма та, творчествăпа аппаланма та меллӗ. Юратакансен пӗр иккӗленмесӗр çемье çавăрмалла – телейлӗ мăшăр пулать. Ӗçлӗ партнерсенчен пӗрле ӗçлес енӗпе çӗнӗ сӗнӳсем пулӗç. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Эсир питӗ илӗртӳллӗ, тӗлӗнмелле хитре. Сире кăмăллакансем ăнран кайма хатӗр. Пултарулăхăрпа ӗçре çитӗнӳ тума усă курăр. Финанс ыйтăвӗсене татса пама хатӗр вăйлă юлташ тупма шанăç пур çак кунсенче. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Кăмăлăр улшăнса тăрсан та ӗçре пысăк ӳсӗмсем тума ӗлкӗретӗр. Çывăх çыннăрсемпе, шанчăклă юлташăрсемпе çыхăнусене çирӗплететӗр, финанс лару-тăрăвне те лайăхлататăр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Сирӗншӗн ырă вăхăт ку эрне. Организма тасатма, сипленме питӗ ăнăçлă тапхăр. Спорт тренировкисене çырăнмалла, тӗрӗс апатлану çине куçмалла. Ӗçре отпуск илсех сывлăхăра тимлӗр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Ку эрнере иккӗленмеллисем, шухăшламаллисем, пăшăрханмаллисем нумай пулаççӗ. Хутшăнусенче хăвăра кăтартма вăтанмалла мар, енчен те кăмăлăра кăтартмасан юратнă çыннăр сире сивлек тесе шутлӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Сире кăмăллакансем парнесемпе, сюрпризсемпе савăнтараççӗ. Ку тапхăрта интеллекта аталантарма, карьерăра ӳсме çăмăл сире. Çак кунсенчех çывăх юлташăр юратнине пӗлтерӗ. Профессире йăлт аван. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Ку эрнере пурнăçăрта пысăк улшăнусем пулаççӗ. Тен, çемье çавăратăр е урăх çӗре куçса каятăр, е тата ӗç улăштарас тейӗр. Анчах пулас мăшăрăр патне чунăр выртмасть-тӗк, туй çӗррине тăхăнасшăнах пӗрлешме ан васкăр. Астăвăр, ку çынпа ӗмӗр пӗрле пурăнмалла, ырри-усалли витӗр пӗрле тухмалла.

«Шедеврум» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп