Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Ку эрнере вăхăта ытларах уçă сывлăшра ирттермелле

Ку эрнере вăхăта ытларах уçă сывлăшра ирттермелле – ялта, дачăсенче, вăрмансемпе парксенче рехетленмелле, уйрăмах хулара пурăнакансем. Çан-çурăма пиçӗхтерме уçă сывлăшра гимнастика тумалла, спортпа аппаланмалла. Анчах çак кунсенчех шăнса пăсăлас хăрушлăх та пур – ăшăрах тумланмалла.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Карьерăра пысăк ӳсӗм тума шăпа шанăç парать, пуçаруллăрах пулăр. Финанс ыйтăвӗсене татса панă чух асăрханулăх, тимлӗх çинчен асра тытăр. Эрне варринчи тӗлпулу тахçанхи юлташăрсене аса илтерсе кăмăлăра çӗклӗ. 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Эрне пуçламăшӗнчех вăй хушăннине сисетӗр. Шăпах çӗнӗ проектсем пуçланă чух кирлӗ те çакă. Çывăх çыннăрсен канашӗсене тимлӗн итлӗр. Кӗçнерникун, эрнекун финанссемпе ӗçлеме лайăх, пысăк контрактсем çине алă пусни ăнăçлă. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Харкам пурнăçра нумай çӗннине пӗлме май килет, чылайăшӗ ӗмӗр асра юлӗ. Усăллă опыт илме май пур чух çухалса каймалла мар. Кӗçнерникун тӗлсӗр укçа тăкаклассинчен тытăнса тăрăр. 

РАК 22.VI – 22.VII 

Эмоцисемпе пуян эрне сирӗншӗн. Çавăнпа вăрçăнакансенчен, хирӗçекенсенчен аяккарах пулма хушаççӗ çăлтăрсем. Ытларикун илтнӗ хыпар сирӗн плансене тӗпрен улăштарать. Эрне вӗçӗнче сывлăха тимлӗх уйăрмалла, спортпа туслăрах пулмалла. 

АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII 

Ку эрнере çанă тавăрсах ӗçе пикенмелле. Вак-тӗвекпе аппаланса вăй-халăра ан пӗтерӗр. Кӗçнерникунпа эрнекун кӗтмен çӗртен укçа-тенкӗпе çыхăннă ырă хыпарсем илетӗр.   Канмалли кунсенче театра, концерта кайни чунăра кантарать.

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Пурнăçра сире мӗн кирлӗ, мӗнле тӗллев ума лартнă эсир – çак ыйтусене хуравламасăр малалла каясси пулмасть пек туйăнать. Ку эрнери интереслӗ паллашусем харкам пурнăçăр çине ырă витӗм кӳрӗç. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Ырантан ырана хăварса пынă ыйтусене çак кунсенче татса памаллах. Ан васкăр, тӗплӗн шухăшласа лăпкăн ӗçе пуçăнсан йăлт йӗркеллӗ пулать. Харкам пурнăçра романтикăлла тӗлпулусен тапхăрӗ. Эрне вӗçленнӗ çӗре банк картти çинчи укçа сумми ӳсӗ. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Халь хăвăрта вăй хушăнса пынă чух тахçанхи ӗçсене те, нумай пулмасть пуçланисене те туххăмрах вӗçлетӗр. Харкам хутшăнусенче чуна уçса калаçма хатӗр пулсан юратнă çыннăрпа хутшăнусем лайăх пулаççӗ. Канмалли кунсене уçă сывлăшра ирттермелле.  

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Творчествăпа хавхаланнă вăхăт – интереслӗ идейăсем пӗрин хыççăн тепри пуçа килеççӗ. Мӗн-тӗр çӗннине вӗренме, кăсăк проекта пуçăнма  лайăх вăхăт. Юнкун ӗçпе çыхăннă сӗнӳ финанс лару-тăрăвне лайăхлатать.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Профессире ытти чухнехинчен тимлӗрех пулмалла, дисциплинăна çирӗп пăхăнмалла. Юнкунпа кӗçнерникун укçа-тенкӗ хывни ӳлӗм тупăш кӳрӗ. Канмалли кунсене çывăх çыннăрсемпе ирттерӗр.  

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Харкам пурнăçра кăмăллă улшăнусем пулаççӗ, халь кăна паллашнă çын ӳлӗм сирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулӗ. Эрне варринче пуçланă ӗçсене вӗçлемелле, çӗнӗ проектсене пуçăнма хатӗрленмелле. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Ку эрнере сирӗн малашлăха плансем тумалла, карьерăра мӗнле утăмсем тăвассине шутламалла. Эрне варринче укçа-тенкӗпе çыхăннă ырă хыпарсем илетӗр е тăванăрсем парнесемпе савăнтарӗç. Канмалли кунсенчи сӗнӗве тимлӗнрех пăхăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп