Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Ку эрнере хăвăра упрамалла

«Тӗрӗс тăватăп», — тесех ӗçе пуçăнатпăр çак кунсенче, кайран йăнăшнине ăнланса илетпӗр. Васкаса йышăну тунипе çапла-ши, çăлтăрсем этемӗн шухăш-кăмăлӗ çине витӗм кӳреççӗ-ши? Ку тапхăрта Сатурнпа Хӗвел оппозицинче пулнине шута илмелле — иммунитет чаксан та, вăй пӗтнине туйсан та... Упрамалла хăвăра.

ТАКА 21.III-20.IV
Çак эрнере нумай шутлама тӳр килет сире. Ытларикун хуть мӗнле ыйтупа та тӳрех йышăну тума ан васкăр. Юнкун, кӗçнерникун карьерăпа е харкам пурнăçпа çыхăннă сӗнӳсем илетӗр. Эрнекун çăлтăрсем васкама хушмаççӗ. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 
Çак кунсенче харкам, çемье ытăвӗсене татса парассипе ӗçлемелле. Юнкун кӗтмен хыпар илетӗр, васкасах йышăну тума тивет. Эрнекун укçа-тенкӗ пирки пуç ватмалла.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 
Ку эрнере ырă улшăнусем пулаççӗ, шăпа сире шанăç парать. Тунтикун хăвăра вăйпитти туятăр. Пуçланă ӗçе эрнекун вӗçлемеллех. Канмалли кунсенче спортпа аппаланмалла е пахчара ӗçлемелле. 

РАК 22.VI-22.VII 
Тунтикун е ытларикун пулса иртекен ӗçсем сире приоритетсене улăштарма хистӗç. Таврари çынсемпе пӗр чӗлхе тупма юнкун меллӗ. Эрнекун сывлăхăра тимлӗр.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 
Çак кунсенче çынсен тимлӗхӗ пӗр сирӗн çинче çеç пулӗ. Тунтикун илнӗ хыпара пула планăрсене улăштарма тивет. Ытларикун, юнкун калас тенӗ сăмаха лайăх шутлăр — çывăхри çынсене пысăк витӗм кӳрӗç вӗсем. Эрнекун парне илетӗр е кӗтмен çӗртен укçа парӗç.

ХӖР 23.VIII-22.IX 
Питӗ тухăçлă эрне сирӗншӗн. Тунтикунранах пысăк пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса парассине тимлӗх уйăрсан йывăрлăхсем хăратмӗç. Эрнекун карьерăпа е харкам пурнăçпа çыхăннă ырă хыпар илетӗр. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 
Ку эрнере ӗçпе харкам пурнăç хушшинче шайлашу тупмалла. Эрне пуçламăшӗ хӗрӳллӗ, тӳрех темиçе ыйту харăс татса пама тивет. Эрнекун профессире ӳсме шанăç пулать.

СКОРПИОН 24.X-22.XI 
Тунтикун вӗчӗрхенмелли тупăнсах тăрать, анчах эсир çине тăма пӗлни чăрмавсене çӗнтерме май парать. Юнкун илтнӗ хыпар шухăшăрсене улăштарӗ. Эрнекун сывлăхăра тимлеме хушаççӗ çăлтăрсем.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 
Ку эрнере вăй хушăннине туятăр, оптимизм ӳсни те курăнать. Тунтикун, ытларикун çӗнӗ проектсем пуçлама лайăх. Юнкун кӗтмен çынсемпе тӗл пулни малашне çитӗнӳ тума шанăç парать. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 
Хăвăр плансене ăнăçлăн пурнăçласси çине пусăм тумалла ку эрнере. Тунтикунпа ытларикун тухăçлă кунсем пулаççӗ. Ӗçре те, вӗренӳре те самай пысăк çитӗнӳсем тăватăр çак кунсенче. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 
Халь сирӗн карьерăпа, финанссемпе çыхăннă питӗ пӗлтерӗшлӗ ыйтусем татса пама тивет. Эрне пуçламăшӗнче вак-тӗвек, пӗчӗк ыйтусене ытларах тимлӗх уйăрни йăнăшасран пулăшать. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 
Çак эрнере хавхалануллă эсир, шутланине пурнăçлама майӗсем тупăнсах пыраççӗ. Эрне пуçламăшӗнче творчество ӗçӗпе аппаланма, тавракурăмăра аталантарма аван. Юнкун хутшăнусене тимлемелле. Эрнекун йывăрлăхсене çӗнтерме интуици пулăшать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп