Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Ҫӑлтӑрсем пӑшӑлтатаҫҫӗ

Эрнелӗх гороскоп 14.09 – 20.09

 

ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере ӗçре пысăк çитӗнӳ тăваятăр, уйрăмах профессире. Ӗçре ырă улшăнусем пулаççӗ. Кил-çурта тирпейлеме те аван вăхăт. Сипленме пуçлани ăнать. Йӗрке хуралçисемпе тӗл пулас килмесен çул-йӗр правилисене пăхăнма тивет. Йышăннă йӗркене ан пăсăр.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Юратури хутшăнусем вӗри пулӗç. Пӗчченнисем интереслӗ çынпа паллашӗç, хутшăнусем питӗ вăйлă аталанса пырӗç. Уйрăмах канма кайнисене ăнать. Ӗçри лару-тăру улшăнусăр. Тăвайманнине тума сăмах ан парăр. Укçа-тенкӗ пурăнма çитет. Аманас, пиçес хăрушлăх пур, çавăнпа асăрханса çӳрӗр. ​

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эрнен пӗрремӗш çуррине килте, тăвансемпе ирттерме тăрăшăр. Кил валли сӗтел-пукан туянас е ремонт пуçлас килӗ. Хăнасем килме пултараççӗ – хатӗрленӗр. Тăвансемпе хутшăнусем лайăхланӗç. Мăшăрпа е савнипе вара пӗр чӗлхе тупма йывăр пулӗ. Пурнăçри тӗллевсемпе задачăсем çинчен кашнин хăйӗн шухăшӗ пулнипе.

РАК 22.VI – 22.VII
Ку эрне юлташсемпе, ӗçтешсемпе, пӗлӗшсемпе хутшăнма ăнăçлă. Çавăнпа ӗçлӗ калаçусемпе тӗлпулусене, паллашусене ку эрнере палăртсан аван. Вӗренекенсене, çулçӳревçӗсене те ăнать. Тавлашуллă ыйтăва татса пани юратнă çынпа çыхăнăва çирӗпрех тăвӗ. Сывлăхăра тимлӗр, инфекци çаклатас хăрушлăх пур.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Эрне пуçламăшӗнчех укçа-тенкӗ ыйтăвне татса пама тивӗ. Финанс лару-тăрăвӗ лайăхланать. Инвестици хывма ăнăçлă вăхăт. Хăвăрт мăнтăрланакансене диета тытни пулăшӗ. Виç-тăват кун улма-çырлапа çырлахсан та юрӗ. Романтикăлла хутшăнусем вара шанăçлах мар. Савние е мăшăра кăлăхах кӗвӗçни йăлт пăсма пултарать.​ ​

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Ку эрнере эсир питӗ илӗртӳллӗ пулатăр, çакна асăрхаççех. Пӗчченнисен савни тупас шанчăк ӳсет. Харпăр имиджа улăштарни ӗçре те пулăшӗ, сире должноçпа ӳстерме пултараççӗ. Мăшăрлисен хутшăнăвӗсем вара кăшт çивӗчленӗç – кӗвӗçнипе.

ТАРАСА 24.IX – 23.X
Ку эрнере пӗччен пулас килни ӳсет. Санаторие е урăх çӗре пӗччен кайни усăллă пулӗ. Ку сире шалти шайлашăва, юлашки лару-тăрупа çыхăннă сапаланнă шухăшсене пуçтарма кирлӗ. Укçа енчен хӗсӗкрех пулсан халӗ шăпах хушма ӗç тупма ăнăçлă тапхăр. Льгота е пособи илсе тăма хут пуçтарни ăнать. Юратнă çын çумра пулни вăй хушӗ.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Эрне пуçламăшӗ ырă пулăмпа пуçланӗ. Тахçанхи ӗмӗт пурнăçланма пултарать. Хăвăрпа пӗр шухăшлисемпе пулас килнӗ туйăм вăйланать. Кирлӗ мар япала туянса укçăра ахаль пӗтерме е çухатма пултаратăр. Медицина тӗрӗслевне иртме аван вăхăт.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Эрнен пӗрремӗш çурри питӗ ăнăçлă. Çине тăни тӗллеве пурнăçлама пулăшӗ. Пысăк вырăн йышăнакан хӗрарăмсем çине пăхкалăр, шăпах вӗсем пулăшнипе ӗçре çитӗнӳ тума пултаратăр. Тăвансемпе хутшăнусем кăткăсрах: сирӗн пуçарусене пурте йышăнмӗç. Çемье интересӗсене хирӗç ан кайăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Вӗренме юратакансене ăнать. Харпăр ӳсӗм тума пулăшакан литература вулăр. Ют чӗлхене çăмăллăн вӗренме пултаратăр. Малашне хăвăршăн авторитет пулса тăракан çынпа паллашатăр. Ӗçлӗ çулçӳревсем ăнаççӗ, анчах ют çынсене хăвăр çинчен каласа ан парăр. Ан манăр: тӗнче хӗсӗк.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ку эрнере ытлашшипех теветкеллӗ пулатăр, çав шутра юратура та. Романтикăлла хутшăнусем йышланӗç. Финанс операцийӗсем тума ăнăçлă тапхăр. Хăюллăнах кивçен пама е парăма кӗме пултаратăр. Юлташсемпе пӗр чӗлхе тупма йывăртарах пулӗ. Малашлăха план тăвассине çитес вăхăта хăварăр.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Çак тапхăрта арлă-арăмлă хутшăнусем тӗп вырăнта пулӗç. Мăшăра çӗнӗ куçпа пăхнипе ăна тата хытăрах юратма пуçлатăр. Малашлăха плансем туни ăнать, ку сире тата та çывăхлатӗ. Карьера енӗпе йывăрлăхсем пулӗç, профессири компетенци рамкинчен ан тухăр. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ çирӗп, пуррине инвестицилени ăнать.​ ​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев