Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Март вӗçленет, хӗлле чăннипех сывпуллашать пирӗнпе

Халӗ пӗрисем хӗл ыйхинчен вăранаççӗ. Теприсем çурхи ӗçсене пикеннӗ те ӗнтӗ. Кама-тăр çурхи уйăхăн юлашки эрни çӗнӗ çитӗнӳсем тума шанăç кӳрет, кам-тăр юр купи пек капланнă ӗçӗсене вӗçлеме васкать. Пирӗншӗн пуриншӗн те халь чи кирли – уçлăха тимлени, çăлтăрсем каланине илтме пӗлни.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Тунтикунранах çӗнӗ проектсене – уйрăмах творчествăпа çыхăннисене хавхаланса пуçăнатăр. Эрне варринче кӗтмен тӗлпулу сире карьерăра ӳсме пулăшӗ. Канмалли кунсенче ырă хыпарсем илетӗр, тавракурăмăра анлăлатма та меллӗ вăхăт.

 ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Çак эрнере хăвăрта иксӗлми вăй-хал туятăр, халиччен татса парайман кăткăс ыйтусене ăнăçлăн татса паратăр. Шутламан çӗртен енчӗкӗре укçа-тенкӗ кӗни савăнтарӗ. Эрне варринче тӗлпулусем палăртма, çемйӗрпе пулма меллӗ вăхăт. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Интереслӗ çынсемпе паллашатăр, ку професси çине ырă витӗм кӳрӗ. Эрне варринче сывлăхăра тимлӗр, халран кайиччен ан ӗçлӗр. Эрне вӗçӗ финанс ыйтăвӗсене татса пама лайăх. Харкам пурнăçра ырă улшăнусем пулса иртеççӗ. 

РАК 22.VI – 22.VII 

Ку эрне позитивлă туйăмсемпе, эмоцисемпе пуян. Вӗсем сире харкам пурнăçра килӗшӳ, чун канăвне тупма пулăшӗç. Эрне варринче юлташăрсенчен, тăванăрсенчен ырă хыпар илетӗр. Шутламасăр укçа-тенкӗ тăкаклама хушмаççӗ çăлтăрсем.

АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII 

Ӗçре çитӗнӳ тăватăр, таврари çынсем сире ырлаççӗ, уйрăмах эрне пуçламăшӗнче. Юнкун, кӗçнерникун хушма ӗç тупăнас шанăç пур. Сывлăхăра тимлӗр, ӗçлесен-ӗçлесен канма та вăхăт тупăр. Çулçӳреве тухма меллӗ вăхăт. 

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Çак эрнере туйăмăрсемпе шухăшăрсем хушшинче килӗшӳ тупни харкам аталанăва лайăх витӗм кӳрет. Эрне варринче нумай çынпа хутшăнма тӳр килет. Финанссене çирӗп алăра тытăр, пустуй укçа ан тăкаклăр. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Пуçтарăннă ыйтусене, уйрăмах харкам пурнăçпа çыхăннисене,  татса памалла ку эрнере. Тунтикунран сывлăхăра тимлӗр, апатланас йӗркене çирӗп пăхăнăр. Эрне варринче карьера тума шанăç пулать.  

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Юнкун таврари çынсемпе çемçенрех тыткалăр хăвăра, вак-тӗвекшӗн ан хирӗçӗр. Финанс лару-тăрăвӗ лайăхланас шанăç пур, анчах савăннипе васкаса йышăну тумалла мар.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Ку эрнере вăй-хăват ӳссех пырать сирӗнте, кун пек чух «çӗре тепӗр май çавăрма çитӗ» теççӗ. Тунтикун, ытларикун финанс ыйтăвӗсене татса парассипе ӗçлемелле. Эрне варринче интереслӗ çынсемпе тӗл пулатăр, вӗсем ӳлӗм сире пулăшӗç те. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Шăп çак кунсенче иртнисене «сăвăрса», кирлисене хăварса малашлăха плансем тăватăр. Эрнен пӗрремӗш кунӗсенче хăвăршăн кирлӗ хыпарсем илетӗр, ӳлӗм вӗсем карьера çине витӗм кӳрӗç. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Çак кунсенче çынпа нумай хутшăнма, калаçма тӳр килет. Çӗнӗ çынсемпе паллашатăр. Тунтикун, ытларикун творчество ӗçӗнче вăй хуракансене уйрăмах ăнать. Эрне варринче финанспа е карьерăпа çыхăннă ырă хыпарсем кăмăлăра çӗклеççӗ. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Ăнăçу аллăрта иккенне тунтикунах туйса илетӗр. Эрне пуçламăшӗнче кулленхи ӗçсемпе аппаланăр. Юнкун творчество идейисене пурнăçлама ăнăçлă вăхăт. Финанс ыйтăвӗсенче асăрхануллă пулăр, теветкелленсе инвестицисем хывма кирлӗ мар. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп