Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Нумайăшӗ ку вăхăтра спортзала, фитнес-центра çӳреме пуçлӗ

Эрнелӗх гороскоп 15.02 – 21.02

  ТАКА 21.III – 20.IV

Ку эрнере​ шухăшланинчен ытла ӗçне тумалла. Самай пуянрах та паллăрах çын пулма шанăç пулӗ. Пуçланине вӗçлеме наянланса чăрмавсем шутласа ан кăларăр. Хăюллăн тӗллев патне утăр. Юрату çинчен те манмалла мар. Канмаллисене савнипе е мăшăр çумӗнче ирттерӗр.​ ​

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрнере хăвăра япăхрах туятăр. Хăш-пӗри больницăна лекме те пултарать. Тепӗр енчен планламан кану вăй-хал пуçтарма пулăшӗ. Çывăрайманнипе аптракансен психики йӗркеленӗ. Юратура хăш-пӗрин çӗнӗ роман пуçланать. Мăшăрлисен туйăмӗсем те çӗнелсе лайăхланӗç. ​

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Çак тапхăрта карьера ӳсӗмӗшӗн майлă самантсем нумай пулӗç. Анчах пурнăçран пӗр харăсах йăлт илме тăрăшни ура хурӗ. Пур ӗçе те хăвăр çине иличчен малтан хал çитересси çинчен шутлăр. Харпăр пурнăçра та ыйтусем сиксе тухӗç: пур-и юратăвăн малашлăхӗ е çук? Хăш-пӗри йăнăшасран хăраса хутшăнусене вăхăтлăха татма йышăнӗ.

РАК 22.VI – 22.VII
Çак кунсенче хăвăрăн граждан позицине çирӗплетсе паратăр. Юлташсемпе пуçарнă ӗç çынсемшӗн усăллă пулӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешсе патшалăх влаçӗн чи çӳллӗ эшелонне те çитме пултаратăр. Ӗçе «5»-лӗх пурнăçлатăр. Ытти енӗпе аплах ăнмӗ. Çемье проблемине татса пама тивӗ, унсăрăн вăрçă-харçă сиксе тухӗ.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Эрне ытлашши нимпе те палăрса тăмӗ. Ӗç укçи çумне хушса парассине кӗтни кăлăхах пулӗ. Юратура та ăнсах мар, савнин пăрланнă чӗрине ирӗлтерме çăмăл мар. Канмаллисем умӗн сире йăлт йăлăхтарса çитерӗ те пӗчченех савăнма шутлатăр. Эрне шавлă компанире вӗçленӗ.
​ ​ ​
ХӖР 24.VIII – 23. IX
​ Эрне тăршшӗпех çемье уявне хатӗрленетӗр. Пӳрт-çурта тирпейлеме, культура программине хатӗрлеме тивӗ. Ӗçре ӗçтеш айăпӗпе сиксе тухнă кăткăс ыйтăва татса пама лекет. Пысăк чăтăмлăх кăна хирӗçтăруран сыхласа хăварӗ. Эрне вӗçӗнче кӗтмен çӗртен укçа илме пултаратăр, тен, парăма тавăрса парӗç.

ТАРАСА 24.IX – 23.X
​ Ку эрнере сывлăх тӗп вырăнта пулӗ, нумайăшӗ çуркуннене хирӗç çӳхелме шутлӗ. Тинех тӗрӗс апатлану çине куçма шутлатăр. Харпăр сывлăхпа имидж çинчен шутланă вăхăтра ӗç те, финанс сфери те, çемье те питех шухăшлаттармӗ. Телее, сирӗн йышăнăва пурте ăнланса йышăнӗç. ​

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
​ Лăпкă та тăнăç эрне. Килти конфликта пусарнă хыççăн ӗçре йӗрке тума тытăнатăр. Ӗçсене планпа пурнăçласа пыни кăмăла тивӗçтерӗ. Канмаллисенче юлташсемпе пӗрле çула тухма пултаратăр. Пӗчченнисен савни тупас шанчăк пур.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрнере сире канупа лăпкăлăх кирлӗ, ăна эсир килтен инçетре шыратăр. Чуна килентерекенни тин çеç интересленме пуçланă хобби пулӗ. Çемьерисем хăйсене сахал тимлӗх уйăрнипе çилленме пултарӗç. Килти авторитета упраса хăварас тӗллевпе хăш-пӗри çывăх çыннисем, мăшăрӗпе ачи-пăчи валли шавлă уяв йӗркелӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Çак тапхăрта кулленхи пурнăçăра тӗпрен улăштарма шутлатăр. Ăна вак-тӗвекрен – кивӗ япаласене кăларса пăрахнинчен е халиччен канăç паман телейсӗр юратăвăн аса илӗвӗсенчен хăтăлса пуçлатăр. Укçа-тенкӗ енчен сире ăнать. Пӗчченнисем шавлă уявра шăпа пӳрнипе паллашма пултарӗç.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ку эрнене питӗ лăпкă ирттеретӗр. Киле те ӗçрен савăк та тулли кăмăлпа таврăнатăр. Нумайăшӗ ку вăхăтра спортзала, фитнес-центра çӳреме пуçлӗ. Юратура та кулянмалли пулмӗ. Хăш-пӗри маларах тунă ӗçшӗн лайăх преми илӗ. ​

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
​ Ку эрнере сирӗн çӗнӗ роман пуçланма е унчченхи юратуллă хутшăнусене​ çӗнетме май пулӗ. Эсир хăвăр пата магнит пекех туртатăр. Ӗçри пултарулăха кăтартма çӗнӗ проектпа ӗçлеме пуçлани пулăшать. Хăвăрăн кăна ӳркенмелле мар. Канаш паракансене ытлашши шанса ан кайăр. ​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев