Пӗчӗк савăнăçсем ку эрнере тупăнсах тăрӗç
Венера, Марс, Уйăх хутшăнăвӗсем тӳпере мӗнлерех, çӗр çинчи лару-тăру та çавăн пек. Романтикăпа интересленесси те, харкам пурнăç та пӗтӗмпех çакăнтан килет. Ӗçпе çыхăннă тӗрлӗ ыйтусене татса пама çăмăлах пулмӗ, пӗр хăвăра çеç шанма тивет.
ТАКА 21.III-20.IV
Харкам хутшăнусенче тимлӗрех пулмалла. Эсир пуçарулăх кăтартса яваплăха хăвăр çине илнишӗн çывăх çыннăрсем тав тăвӗç. Çӗнӗ проектсем пуласса систереççӗ çăлтăрсем. Канмалли кунсенче канса вăй пухăр.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Професси сферинче пулса иртекен улшăнусене йышăнма хатӗр пулăр. Сирӗн тăрăшулăх тинех тупăш кӳме пуçлать. Харкам пурнăçра сиксе тухакан пулăм çаврăнăçуллăрах, чăтăмлăрах пулма вӗрентет.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Тавракурăмăра аталантарасси çине пусăм тăвăр. Çӗнӗ пӗлӳ сире карьера пусмипе çӳлелле хăпарма пулăшать. Харкам хутшăнусенче пӗр-пӗрне ăнланайманни чуна уçса калаçнă хыççăн çухалать.
РАК 22.VI-22.VII
Çемье ӗçӗсене, çывăх çыннăрсене тимлӗх уйăрма вăхăт çитнӗ. Тăванăрсемпе юлташăрсене сирӗн пулăшу питӗ вырăнлă халь. Ӗçре кăшт йывăрлăхсем пулаççӗ, анчах çине тăрсан эсир вӗсене çӗнтеретӗр.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Ку эрнере эсир хавхалануллă, творчествăпа аппаланас кăмăл вăранать сирӗнте. Тунтикун уйрăмах ăнăçлă кун, шухăшăрсене пурнăçлама питӗ меллӗ. Эрне варринче йывăрлăхсем пулаççӗ-ха, анчах эсир хăвăра питӗ шаннипе вӗсем парăнтараймаççӗ.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Сирӗншӗн ку тапхăр иртнине анализ тума лайăх. Ытларикун ӗç ыйтăвӗсене татса пама аван. Эрне варринче çывăх çынсенчен пулăшу ыйтма ан именӗр. Эрнекун пур ӗçе те вӗçлеме тăрăшăр.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Çак кунсенче эсир хăвăрпа хăвăр кăмăллă, пуринпе те килӗшӳ туятăр. Юнкун тахçантанпа хирӗçсе пурăннисемпе мирлешетӗр. Финанс лару-тăрăвне тимлӗр, бюджета çӗнӗрен пăхса тухма тивет.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Çывăх кунсенче вăй-хăват сирӗнте «вӗресе тăрӗ», хăюлăх та иксӗлми. Çӗнӗ проектсене кӗçнерникун пуçăнни ăнăçлă. Ку эрнере сирӗн интуици питӗ çивӗч, шанмалла ăна. Эрнекун кӗтмен хыпарсем илетӗр.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Ку эрнере тавракурăмăра ӳстерме меллӗ. Питӗ хавхалануллă пулнипе экспериментсем ирттерме те хăраса тăмастăр. Ӗçре çӗнӗ проектсем пуçлатăр, эсир креативлă пулни питӗ пулăшӗ çакăнта.
Харкам пурнăçра тавçăруллă, сисӗмлӗ пулмалла. Финанс тупăшӗ савăнтарать, анчах «ырана» запас хăварма ан манăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Темӗнччен ӗçлесе пурнăçланмалли тӗллевсем çине пусăм тумалла ку эрнере. Эсир хуть хăçан та çанă тавăрса ӗçлеме хатӗрри профессире те, харкам пурнăçра та çитӗнӳ тума май парать. Финанс сферинче асăрхануллăрах пулмалла, укçа тăкаклама пуçличчен тӗплӗн шутламалла.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Çак кунсенче хăвăр çине çаврăнса пăхмалла, шалта, чунра мӗн пулса иртет сирӗн, туйăмсене тишкермелле. Ӗçре интереслӗ ыйтусене татса пама тивет, сирӗн творчествăлла йышăнусемсӗр ӗçтешӗрсене йывăртарах пулать.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Карьера амбицийӗсене пурнăçлама, профессире ӳсме вăхăт çитнӗ. Сирӗн çинетăраслăха пуçлăх та, ӗçтешӗрсем те тивӗçлипе хаклаççӗ. Харкам пурнăçра сюрпризсем, паллашусем пулӗç. Финанс лару-тăрăвӗ тăнăç, анчах шутламасăр тăкакланма кирлӗ мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев