Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Пӗр эрнелӗх юмӑҫ пӑхса паратпӑр

Эрнелӗх гороскоп 13.07 – 19.07

 

​ ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере пурнăçăрăн хăш-тăр енӗпе пӗтӗмлетӳ тума тивӗ. Шăпа ӗç е пурăнмалли вырăна улăштарма шанăç парӗ. Пурне те ан шанăр, уйрăмах çӗнӗ пӗлӗшсене. Юрату хутшăнăвӗсене çӗнӗрен пуçлатăр е мăшăр суйлатăр. Халӗ мӗн-тӗр туянасси çинчен шутламалла мар, укçăр кайран çитсе пымӗ. ​

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Професси пултарулăхне кăтартма вăхăт çитнӗ. Ан иккӗленӗр,​ яваплăхран ан тарăр. Кăлăхах вăрçăнмалла мар, кашнин хăйӗн тӗрӗслӗхӗ, компромисс шырăр. Юратура ытла хӗрӳ пулни мăшăра е савние хăратма пултарать, çавăнпа ан васкăр. Пысăк укçа ӗçлесе илес тесен мӗнпур вăя пухма тивӗ. Йышăнăва хăвăрт тума вӗренӗр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Пысăк çитӗнӳ туса шăпаллă плана пурнăçлама пулӗ.​ Ун валли ӗçре те, харпăр пурнăçра та майсем пулӗç. Тӗнчене улăштарма пултарас шанăçпа усă курса юлăр. Юрату ырă пулăмсемпе пуян, хăш-пӗрне пӗрлешме сӗнӳ тăвӗç, теприсен çемье ӳсес шанăç пур. Финанс лару-тăрăвӗ çирӗп, укçа илме е ӗçлӗ килӗшӳ тума пултаратăр.

РАК 22.VI – 22.VII
Эрне пуçламăшӗ бизнесшăн ăнăçлă. Тавлашусем пулсан та вӗсенче тӗрӗслӗх тупăнӗ. Кӗçнерникун тем тума та вăй çитӗ. Канма вăхăт тупăр. Савние е мăшăра сивӗтес темесен юратура ачашрах, çемçерех пулăр. Ӗçе путнипе ытларах ӗçлесе илме май паракан сӗнӗве çухатма пултаратăр. Эрне вӗçӗнче пысăк преми е хушма тупăш илес шанăç пур.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Чăркăшни, тарăхни ӗçре ура хума пултарӗ. Ăнсăртран каланă сăмах хăвăра хирӗç пулӗ. Проблемăсене хăвăрт татса пама пулмӗ. Ӗç стратегине хăвăр тӗллӗн палăртăр. Юратăва çын куçӗнчен пытарăр, ăмсанакансем тупăнӗç. Финанс лару-тăрăвӗ пит шухăшлаттармасть. Укçапа çыхăннă йывăр проблемăна татса паратăр.
​ ​ ​
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Ку эрне пулăмсемпе, ӗçпе пуян, хӗвӗшӳллӗ. Тарăхмасан проблемăсем хăйсемех пӗтсе пырӗç. Кӗтмен тӗлпулусем пулӗç. Хăвăр çинчен ырă туйăм хăваратăр. Юратăва вăрттăнлăхра тытăр, хăвăр çинчен никама та каласа ан парăр, çынна мар, чӗре хушнине итлӗр. Финанс ыйтăвӗсем çăмăллăн татăлаççӗ, шулӗксенчен асăрханăр.

ТАРАСА 24.IX – 23.X
Тинех ырă тапхăр пуçланать, ăнăçăва ӗненес те килмӗ. Ӗçре пӗлтерӗшлӗ пулăмсем пулса иртӗç, карьера ӳсӗмне кӗтӗр. Çемьепе юратнă çын çинчен манса ан кайăр. Вăл сире хаклă парне тăвӗ, хăвăр та парăмра ан юлăр. Ӗлӗкхи савние курни юратăва çӗнӗрен чӗртсе яма пултарӗ. Тахçанах кӗтнӗ укçана илетӗр, пуçтарса хума тăрăшăр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Яваплăхран хăтăлса чун ыйтнă пек пурăнас килӗ. Эсир телее тивӗç, шăпа лайăх шанăç парӗ. Юратура телейпе хӗрӳ туйăмсем хуçаланӗç. Хуть мӗнле конфликта та майлаштарса пурнăçпа киленме май тупатăр. Ӗмӗтленнинчен те ытларах ӗçлесе илетӗр, тупăшлă килӗшӳсемпе сӗнӳсем килсех тăрӗç.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Çитӗнӳ тума, тупăш илме шанăç пулӗ. Ӗçӗ нумай, анчах шалăвӗ те сахал мар. Тунтикунах пысăк укçа илме пултаратăр. Хăвăра ан критиклӗр, юратнă çынна та ан кӳрентерӗр. Савние е мăшăра парне айне тăвас килӗ, анчах виçерен ан тухăр, каярахпа кӗтнине ялан пурнăçлама йывăра килӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Эрнене лăпкă ирттерме тăрăшăр. Авантюрăлла историсенчен, теветкеллӗ проектсенчен пăрăнăр. Ӗçре проблемăсем пулӗç, пуçлăхпа калаçма тӳр килӗ. Хăвăрăн идейăсене пӗлтерни усă кӳрӗ. Кӗтмен хăнасем ӗç хушнисӗр пуçне савăнăç та парнелӗç. Юратнă çынран ытлашши ан ыйтăр, туйăмсем пӗлтерӗшлӗрех. Çынна тӗлӗнтерес тенипех укçăра ан тустарăр.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ку эрнере такампа та пӗр чӗлхе тупса килӗштерме пултаратăр. Улталас текенсем пулӗç. Амбицисене чакармасан авторитета çухатма пулӗ. Пӗчченнисен савни тупас шанăç пур е ӗçре юратуллă хутшăну​ пуçланӗ. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ йышăну тума пӗлнинчен килӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Эрне кăткăс пулин те нумай ӗлкӗретӗр. Ӗçе пула тӗлпулусене прахăçлама тивӗ. Тăвансен проблемисене татса пама пулăшăр.​ Юратăва кӗвӗçӳпе пăсасран асăрханăр. Савние е мăшăра ан критиклӗр, вăл хăйне япăх туйӗ. Урăх çӗртен укçа кӗни пулăшӗ, анчах панă сӗнӳсемпе асăрхануллă пулăр. Парăма ан кӗрӗр, кредит та илмелле мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев