Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Пулăсен ку эрнере хут ӗçӗ нумайланать

Эрнелӗх гороскоп 17.07 – 23.07

ТАКА 21.III-20.IV 

Тунтикун кӗтмен çӗртен сиксе тухнă конкурентсемпе ăмăртма пуçӗпех кӗрсе каятăр. Вăхăтра чарăнма пӗлӗр, вара ăнăçу пулатех. Юнкун пысăк яваплăх ыйтакан ӗçсене тумасан лайăхрах. Кӗçнерникун çитес отпуск пирки тӗплӗн шухăшлама вăхăтăра ан шеллӗр, ăçта кайса курмалли маршрутсене палăртăр. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Ку эрнере сире интереслӗ тӗлпулусем кӗтеççӗ. Çӗнӗ паллашусем малашне карьера пусмипе çӳлелле хăпармашкăн пулăшма пултараççӗ. Ытларикун ӗçрисемпе ан тавлашăр, пуçлăх куçӗ умне ан курăнăр. Эрнекун пӗччен пулмалла мар. Туссемпе тӗл пулни, кăмăллăн калаçни сире ырă мар шухăшсенчен хăтарӗ. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Маларах палăртса хунă плансемпе ӗмӗтсене хăюллăнах пурнăçа кӗртме тăрăшăр. Шăпах халь вӗсен пурнăçланас шанăçӗ пысăк. Харпăр пурнăçра яваплă йышăнусем тума вăхăт çитнӗ. Çывăх çынсемпе тимлӗрех, çепӗçрех пулăр. Мӗн чухлӗ ытларах паратăр, çавăн чухлӗ нумайрах таврăнать сирӗн пата.  

РАК 22.VI-22.VII

Карьера пусмипе çӳлелле хăпарас ăнтăлура тăхтав тусан лайăхрах халь. Мӗнле тăрăшсан та «тусене» парăнтараймăр ку тапхăрта. Ку эрнере кансан е чуна канăç кӳрекен ӗçпе аппалансан усăллăрах пулӗ. Эрне варринче хăвăрта пысăк вăй пулнине туйса илетӗр. Вырсарникун юлташăр панă канаша итлӗр.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Эрне пуçламăшӗнче çитӗнӳсемех тăваймăр, çавăнпа ытла вăй хума кирлӗ мар. Эрне варринче вара мӗн пуçлани пӗтӗмпех ăнӗ. Кӗçнерникун тăванăрсемпе хутшăнни савăнăç кӳрӗ, анчах телефонпа калаçса кăна мар, куçăн курса тӗл пулма тăрăшăр. Эрнекун хăвăр вăй çине кăна шанма тивсен те улшăнусенчен ан хăрăр. 

ХӖР 23.VIII-22.IX

Çак тапхăрта харпăр пурнăçра та, ӗçре те ăнăçу кӗтет. Анчах васкама кирлӗ мар, «йăлтах е нимӗн те çук» девиза тӗпе хумалла мар халь. Хăвăрăн правасене чăн ӗçпе çирӗплетсе памалла. Пуçлăхăн идейисене тӗрев, пӗрле ӗçлекенсене канашсем парăр. Асра тытăр: нумай калаçса мухтанмалла мар, сăпайлăрах пулмалла.

ТАРАСА 23.IX-23.X

Ӗçе халиччен мӗнле васкамасăр тума хăнăхнă, малашне те çаплах тăвăр. Васкани ырри патне çитермест. Тактика пирки питех ан шутлăр, ӗçне тунă май вăл хăйех палăрӗ. Ăнăçсăрлăха чӗре патне çывăх илмелле мар, хăвăр çине иронипе пăхни сирӗн пултарулăхăра тата та ытларах уçӗ. Канмалли кунсенче çутçанталăк ытамӗнче канма тăрăшăр.  

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Ку эрнере нумай проблемăсене татса пама май пулать. Тупăш тума та, карьерăпа ӳсме те çулсем уçăлаççӗ. Таврари çынсем сире çур сăмахранах ăнланаççӗ. Ытларикун эмоцисене ирӗке яма пултаратăр, анчах та туйăмсене хăвăра тӗппипех алла илме ан парăр. Кӗçнерникунран пуçласа хăнăхнă лару-тăру улшăнма пуçлать, сире çулçӳрев те кӗтме пултарать. Шăматкун сюрприз кӗтет. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Кулленхи ӗç çине тимлӗх уйăрăр. Çывăх вăхăтри ăнăçулăх шăпах хăвăра шаннă ӗçе тӗплӗ тунинчен килет халь. Хальхи ӗç вырăнӗ сире питех килӗшмест пулсан та ăна тепринпе улăштарма ан васкăр. Мӗншӗн тесен пуçлăх сирӗн ӗç укçине палăрмаллах ӳстерес шанчăк пур. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Ку эрнере хăвăршăн усăллă çынсемпе килӗштерсе ӗçлесен пысăк çитӗнӳсем тума пултаратăр. Кирлӗ çынсемпе хутшăнса нумай çӗннине, усăллине пӗлетӗр. Таврари çынсен проблемисене çăмăллăнах татса панă май хăвăрăн тӗллевӗрсем пирки те ан манăр. Хăвăр характерти кансӗрлекен енсенчен хăтăлма лайăх вăхăт халь. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Тахçанхи çыхăнусем пулăшнипе хăвăрăн планăрсене пурнăçа кӗртме майсем тупăнаççӗ. Ăнăçăва алăран ан вӗçертӗр. Ăс-хакăла аталантарма, çӗнӗ пӗлӳ илме ăнăçлă вăхăт. Юнкунхи тӗлпулусенче асăрхануллă пулăр – чееленсе улталама пултараççӗ сире. Эрнекун пурне те çивӗч ăсăрпа, илемлӗ калаçăвăрпа тӗлӗнтерӗр. Канмалли кунсенче нумай вăй илекен ӗçсене ан тăвăр. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Ку эрнере хут ӗçӗ нумайланать. Тӗрлӗ тӗлпулусем, калаçусем нумай пулаççӗ. Пӗр-пӗр курăмлă ӗçре евчӗ пулма пултаратăр. Тӗплӗ шухăшламасăр йышăнусем тумалла мар, шалти туйăма итлӗр. Çак кунсенче ӗçре нумай вăй хума тивет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев