Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Пулӑсен хӑш-пӗр япалана курмӑш пулсан та юрать

Эрнелӗх гороскоп​ 09.08 – 15.08

  ТАКА 21.III – 20.IV

Ӗлӗкхи вырăнта килӗшмесен ку эрне çӗнӗ ӗç вырăнӗ тупма питӗ ăнăçлă. Ӗç укçине ӳстересси пирки те хăюллăнах сăмах пуçарма пултаратăр. Унтан-кунтан килекен сӗнӳсемпе тимлӗрех пулăр. Çӗнӗ​ пӗлӗшсене çывăха яриччен малтан лайăх тӗрӗслӗр, ӗçре кăна мар, юрату фронтӗнче те.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Пӗр именмесӗрех пурне те хăвăрăн талантсене кăтартма пултаратăр. Халиччен пулман япалана туянас килсе кайӗ. Укçăра пӗр ахаль тустарас темесен илес килнине çӗнтерме тăрăшăр. Эрне вӗçӗнче пӗччен пулни шухăшсене тирпее кӗртме пулăшӗ. Юратури туйăмсем çӗнелсе савăнтарӗç.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере хумханмалли сăлтавсем нумай пулӗç. Йăнăшсем тăвас мар тесен шутламасăр ним те ан тăвăр. Çумра пӗр шухăшлисем пулни ӗçре пулăшу кӳрӗ. Сывлăх çинчен шутлăр, сиплев кирлӗ пулсан вăхăта ан тăсăр. ​

РАК 22.VI – 22.VII
Ӗçпе çыхăннă ыйтусене канмалли кунсем çитиччен татса парăр. Юратупа çыхăннă туйăмсене ан пытарăр, савние уççăн пӗлтерӗр. Çемьеллисен хутшăнăвӗсем кăткăсланаççӗ, анчах ку нумая пымӗ, кӗçех йăлт йӗркене кӗрӗ. Ӗç енӗпе лайăх хыпар илетӗр. ​

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнере хуть те мӗн пулсан та хăраса ӳкмелле мар. Пулни-иртнин сăлтавне тупма пӗлӗр. Вара проблемăсем те пулмӗç. Çи-пуç, сăн-пит енӗпе эксперимент туни ăнать, илем салонне кайса килӗр. Хăвăра улшăнусемпе савăнтарăр, хăрамалли çук.​ ​ ​

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Савăнăçлă та лăпкă тапхăр. Ачасем ырă хыпарсем илсе килӗç, эсир вӗсемпе тивӗçлипе мухтанма пултаратăр. Аслă тăванăрсене те тимлӗх кирлӗ пулӗ, калăпăр, аçăр-аннӗре. Ку эрнере чи çывăх çынсене те укçан кивçен памалла мар, хутшăнусем пăсăлма пултараççӗ. ​

ТАРАСА 24.IX – 23.X
​ Ку эрнере çемьепе пӗрле канмалла. Карьерăпа çыхăннă амбицисем пулсан та ӗçе иккӗмӗш плана хăварсан та пырӗ. Çывăх юлташсемпе хутшăнусем кăткăсланма пултараççӗ. Вӗсене шутлама кăштах вăхăт парсан йăлт йӗркеленӗ.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
​ Ку эрнере кăмăла кайман çынсемпе ан хутшăнăр. Халӗ вăй-хал пуçтармалли тапхăр, ăна вак-тӗвекшӗн ан пӗтерӗр. Тӗрлӗ авантюрăсене те хутшăнмалла мар. Килте те, ӗçре те кивелнӗ, кирлӗ мар япалана кăларса ывăтăр. Ку энергие тасатма пулăшӗ. ​

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Шăпа парнеленӗ кăткăс тапхăра хатӗр мар пулатăр. Ăна йӗркеллӗ ирттерес тесен хуть мӗнле йышăнăва та лăпкăн тăвăр. Эрне вӗçӗнче пур ӗçе те пăрахса канма тăрăшăр. Кану пассивлă пулсан лайăхрах.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
​ Ку вăхăтра хăвăр çине укçа тăкма ан шеллӗр. Хăвăра тӗрлӗ парнесем туянса савăнтарăр. Нумай пулмасть калаçма пăрахнă çынна шăнкăравлăр, вăл туслă хутшăнăва тавăрма хирӗç пулмӗ. Юратнă çын тӗлпулăва чӗнӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ку эрнере йăлт алăран килет. Килти ӗçсене те татса паратăр, ӗçре те тарăн пӗлӗве кăтартатăр. Ӗçтешсемпе кăна пăртак хутшăнусем кăткăсланӗç, ку вӗсем сире ăмсаннипе çыхăннă. Çул çинче тимлӗ те асăрхануллă пулăр. ​

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
​ Ку эрне документсемпе ӗçлеме тата кирлӗ йышăнусем тума ăнăçлă. Çавăн пекех тӗрлӗ тӗлпулусене çӳресе çӗнӗ туссем тупма та аван вăхăт. Çынпа вашават та ырă пулăр, çитменлӗхсене курмăш тăвăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев