Такасене эрне варринче бизнесра та, юратура та ӑнать
Эрнекун пӗр-пӗр уява кайса чунтан савăнатăр. Канмаллисенче тăванăрсене хăнана чӗнӗр е хăвăр кайăр
ТАКА 21.III – 20.IV
Эрне пуçламăшӗнче пӗтӗм вăйпа ӗçлеме хал пулмӗ. Çапах каярах хăвăра алла илсе планри ӗçсене туллин пурнăçлатăр. Çынпа вăрçăнас мар тесен эмоцисене çиеле ан кăларăр. Эрне варринче бизнесра та, юратура та ăнать. Канмаллисенче кӗтмен çӗртен укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ лайăхланать.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Çӗнӗ çынсемпе паллашас тесен ытларах тухса çӳрӗр. Хăш-пӗрисем Интернет урлă лайăх паллашусем йӗркелӗç. Кӗçнерникун килте пулма тăрăшăр. Пурнăçра ырă улшăнусем пулса иртӗç, уйрăмах ку пӗчченнисене пырса тивет.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эрне пуçламăшӗнче ӗçлес хал çукрах. Эрне варринче килте ан ларăр, чӗннӗ çӗре çӳрӗр. Çӗнӗ паллашусем малашлăхшăн усăллă пулӗç. Спорт занятийӗсенче асăрханулăхпа тимлӗхе ан çухатăр, сусăрланма пултаратăр. Канмаллисене çемьепе ирттерӗр.
РАК 22.VI – 22.VII
Çулла вӗçӗ питӗ ырă пулăмсемпе асра юлӗ, вӗсем пурнăçăра лайăх енне улăштарӗç. Эрне пуçламăшӗ укçа-тенкӗ енчен ăнăçлă. Юнкунпа кӗçнерникун ӗç енӗпе татăклă йышăнусем ан тăвăр, уйрăмах бизнесра. Канмаллисене тăвансем патне хăнана кайни чунпа канма пулăшӗ.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Тунтикун сире пурте тарăхтарать, ку хăвăра япăхрах туйнипе çыхăнма пултарать. Эрне варринче вăй-хал çăлкуç пек тапса тăрӗ. Хăюлăх та пулсан питӗ пысăк ӗçсем тума пултаратăр. Эрне вӗçӗнче çынпа пӗр чӗлхе тупма йывăртарах пулӗ, çавăнпа пӗччен пулни лайăхрах.
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Эрнен малтанхи икӗ кунӗнче нимӗнех те ан тăвăр, сире хирӗçле зодиак палли хуть мӗнле пуçарăва та пăсса хума пултарать. Харпăр пурнăçра та йывăрлăхсем пулӗç. Уйăх катăлса пынăçем сывлăх енӗпе те хăвăра япăхрах туятăр. Канмаллисене хирӗç йăлт майлашăнать, малашлăхшăн, уйрăмах бизнесра, ырă перспективăсем çуралаççӗ.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Эрне пуçламăшӗ çăмăллиех мар. Ӗçре тимлӗ пулăр, пуçлăх сиртен куç вӗçертмӗ. Уйăх катăлнă хушăра ӗçре те, килте те проблемăсем пулӗç. Эмоцисем енчен те эсир йăшса юлнă. Кирлӗ йышăнусем ан тăвăр, вӗсем пурпӗр объективлă пулмӗç.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Сире ăнать, уйрăмах харпăр пурнăçра. Çын хушшине, тӗрлӗ мероприятие ытларах тухса çӳрӗр, тахçантанпа кӗтекен юратăва тӗл пулма шанăç пысăк. Арлă-арăмлисен хăйсен хутшăнăвӗсене çирӗплетес тесен тăрăшма тивет. Савнипе е мăшăрпа пӗр чӗлхе тупатăр. Кану шутланă пек пулса пымӗ, хирӗçле зодиак палли чăрмавсем кӳрӗ.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрнере çывăх çынсемпе пӗр чӗлхе тупма кăткăсрах пулӗ. Çавăнпа кирлӗ калаçусене урăх вăхăта куçарсан аванрах. Пӗчченнисен килте лармалла мар, çын çине тухса çӳрӗр, шăпа пӳрнипе тӗл пулма пултаратăр. Канмаллисенче килти ӗçсене тума тивӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Эрнен пӗрремӗш кунӗсенче активлăрах пулма тăрăшăр. Ӗçре, бизнесра ырă улшăнусем пулӗç. Усăллă çыхăну йӗркелеме май пулӗ. Çемьери çынсене пулăшма тăрăшăр, унсăрăн вăрçă-харçă тухма пултарать. Пӗчченнисене юратура ăнать.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Кӗçнерникунчченех профессипе, бизнеспа çыхăннă ӗçсем ăнса пырӗç. Ӗç енӗпе темиçе интереслӗ сӗнӳ тăвӗç. Ытти кунсене çемьепе ирттерӗр, пӗрле плансем туни, ӗçлени хутшăнусене самай çирӗплетӗ.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Çулла вӗçӗ пит ăнăçлă пулать, çăлтăрсем пурнăçăра лайăх енне улăштарма мӗнпур майсем туса парӗç. Хăш-пӗри урăх хулана е ют çӗршывах пурăнма куçӗ. Ӗç енӗпе çӗнӗ сӗнӳсем илетӗр. Эрнекун пӗр-пӗр уява кайса чунтан савăнатăр. Канмаллисенче тăванăрсене хăнана чӗнӗр е хăвăр кайăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев