Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Тарасасем, хăвăр çинчен ытларах шутлăр

Эрнелӗх гороскоп 29.08 – 04.09

ТАКА 21.III-20.IV

Çивӗч ыйтусене татса парса хăвăршăн пӗлтерӗшлӗ тӗлпулусене хатӗрленӗр. Интереслӗ, кирлӗ паллашусем те пулаççӗ. Пултарулăха аталантарма тăрăшмалла çак кунсенче. Ку эрнере çула тухма та, ӗçлеме те, канма та меллӗ вăхăт.

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Пур пек пушă вăхăтăра кил-хуçалăхри ӗçсемпе аппаланса, тăванăрсем ыйтнине тивӗçтерсе ирттермелле. Спортпа творчество çинчен те ан манăр. Наукăри тӗпчевсемпе ӗçлекенсене, вӗренекенсене  ку тапхăрта пысăк çитӗнӳсем кӗтеççӗ.

 ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Эрнипех çулçӳревре, калаçусемпе тата ӗçлӗ тӗлпулусемпе, вӗренӳре иртет вăхăт. Тăванăрсем çинчен те манмастăр. Çак кунсенчи хыпарсенчен эсир нумай кӗтетӗр. Кил-çуртăрта юсав ӗçӗсем пуçлăр.

РАК 22.VI-22.VII 

Кӗске командировкăсем йӗркеллех иртсе каяççӗ, килти ӗçсене çăмăллăнах пурнăçлатăр, тăванăрсемпе хутшăнусем ырă, спортпа аппаланакансем çитӗнӳ тăваççӗ. Ку эрнере илекен тупăш тахçантанпа ӗмӗтленекен япалана туянма май парать.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Çак эрнере таврари çынсен пӗтӗм тимлӗхӗ сирӗн çинче пулать. Анчах вӗсем сирте лайăххине çеç мар, япăххине те кураççӗ, пулни-иртнине аса илсе ӳпкелешекенсем те тупăнаççӗ. Финанс ыйтăвӗсене татса панă чух ăнăçу пулать. Анчах май пур таран ытларах тупăш илессишӗн тăрăшма кирлӗ мар – нумайрах та çухатăр.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Харкам хутшăнусем те, ӗç те, хобби те савăнтарать. Спортпа аппаланни тата уçă сывлăшра çӳрени те кăмăлăра çӗклет. Халь эсир таçта та ӗлкӗресшӗн, чăнах та нумай çӗре çитетӗр. Сывлăхăр çинчен ан манăр.

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Вӗренекенсемшӗн эрне ăнăçлă. Пуласлăха плансем тăвакансемшӗн те кунсем лайăх. Юлташăрсемпе, тăванăрсемпе хутшăнма меллӗ вăхăт. Çак кунсене сывлăхăра тимлӗх уйăрăр, хăвăр çинчен ытларах шутлăр тата кулленхи ӗçсем çинчен те ан манăр.

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Ӗçӗрте сире пурнăçлама вак-тӗвексем хушса параççӗ, тен, хăш-пӗри «ирӗклӗ художника» тухӗ. Çак кунсенче юлташăрсемпе пуçарнă ӗçсем ăнăçу кӳреççӗ. Тупăша тусăрсемпе пайлама манмалла мар.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Ку эрнере ӗç тата карьерăра çитӗнӳ тăвасси малти вырăнта пулать сирӗншӗн. Инçе çула тухма тӳр килӗ, çăлтăрсем командировкăсем пуласса систереççӗ. Инçетри партнерсемпе, тăванăрсемпе хутшăнусем лайăх. Çул çинче асăрхануллă пулăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Вăхăтпа тумалли ӗçе пурнăçласан ӗç ӳсессе кӗтсех тăрăр. Юратура çӗнтерӳ кӗтет, творчество савăнтарать, спортра çитӗнӳсем тăватăр. Çӗннине вӗренме май пулсан ан хирӗçлӗр, уйрăмах ют чӗлхе пирки сӗнӳ пулсан. Интереслӗ çынсемпе хутшăнма тӳр килет сире. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Ку эрнере ачăрсем çине, çывăх çыннăрсене ытти чухнехинчен ытларах тимлӗх уйăрма тӳр килет. Сывлăхăр пирки те ан манăр, кил-çуртри йӗркене те пăхсах тăрăр. Таврари çынсене пулăшмалла-тăк, хăвăр çинчен мансах пулăшăр. Тăкаксем те пулӗç çак кунсенче, анчах юлташăрсем тӗрев парӗç.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Ют çынсен ыйтăвӗсем, планӗсем сирӗн тимлӗхе илеççӗ. Ӗçре çитӗнӳ пулать, анчах ыйтусене татса панă чух ӗçтешӗрсемпе тачă ӗçлемелле. Çемйӗр çине шанни тӳрре тухать. Çул çинче асăрхануллă пулăр, çак сăмахсем уйрăмах руль умӗнчисене пырса тивеççӗ. Сывлăхăра сăнасах тăрăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев