Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Тинех çынсене «çук» теме вӗренетӗр.

Эрнелӗх гороскоп 25.01 – 31.01

ТАКА 21.III – 20.IV

Ку эрне профессипе укçа-тенкӗ енчен ăнăçлă. Çынпа калаçма пӗлни ӗçлӗ тӗлпулусенче усă кӳрӗ. Çемьери килӗшӗве упраса хăварас тесен мăшăра илтме пӗлмелле. Кӗçнерникун çине тăрса бизнесра та, карьерăра та харпăр идейăсене сӗнмелле. Канмалли кунсене юратнă çынпа ирттерӗр.​ ​

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Çак тапхăрта укçа-тенкӗ лару-тăрăвне лайăхлатма майсем пулӗç. Уйрăмах харпăр бизнес пуррисене ăнать. Эрне варринче ӗçпе нумай çул çӳреме тивӗ, пысăк контрактсем тума май пулӗ. Юратнă çынран уйрăм çӳресен вăл сире кӗвӗçме тытăнӗ, çавăнпа канмаллисене пӗрле ирттерӗр, романтикăлла тӗлпулăва чӗнӗр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эрне пуçламăшӗнче сирӗншӗн пур алăк та уçă пулӗ. Ӗçлӗ пуçарусем ăнаççӗ. Юратура ырă улшăнусем кӗтӗр, вăрçăннипе пӗр-пӗринчен сивӗннисен туйăмӗсем малтанхилле вӗресе кайӗç. Укçа-тенкӗ енчен ăнать, карьерăра та ӳсӗм тума май пур. Канмаллисенче юратнă çынпа вăрçăнас темесен ун асăрхаттарăвне те шута илӗр. ​

РАК 22.VI – 22.VII
​ Хăвăра шанса пӗтерменнипе килӗшнӗ çӗнӗ çын умӗнче çухалса кайма пултаратăр. Эрне варринче пурнăçра пур енӗпе те ăнса пырӗ. Пӗчченнисене юратни çинчен пӗлтерсе пӗрлешме ыйтӗç. Çемьеллисен те йăлт лайăх сыпăнса пырать. Ӗç укçи çумне хушма тупăш та кӗрӗ. Çемьепе пӗрле кану йӗркелени кăмăла çӗклӗ.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрне Арăслансемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Пултарулăх чи çӳллӗ шайра пулӗ, ăнăçу пысăк çитӗнӳ тума пулăшӗ. Çывăх çынсемпе юлташсен сӗнӗвӗсене шута илни бизнесра е карьерăра тӗрӗс çул тупма пулăшӗ. Эрне вӗçӗ пысăк майсем уçса парӗ. Пӗчченнисене шăпаллă тӗлпулу кӗтет. Ӗç енӗпе çӗнӗ сӗнӳсем пулӗç. ​

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Эрне пуçламăшӗнче ӗçтешсемпе, пуçлăхпа вăрçăнасран асăрханăр. Ӗçлеме кăмăл сӳрӗкрех пулӗ. Юлташсем вăхăтлă канаш пани йăнăш тăвасран упраса хăварӗ. Эрне вӗçнелле амбицисем ӳсӗç, пуçлăха хăвăр мӗн пултарнине йăлт кăтартма тăрăшăр. Юратура интереслӗ тӗлпулусем пулӗç, пӗчченнисем интереслӗ çынпа паллашма пултараççӗ. ​

ТАРАСА 24.IX – 23.X
​ Карьера пусмипе улăхма май пулӗ, бизнесменсен – харпăр ӗçе аталантарма. Командировкăсем, ӗçлӗ тӗлпулусемпе калаçусем ăнаççӗ. Ытларикун кăна кирлӗ йышăну тума тăхтамалла, сывлăх енӗпе те тимлӗ пулăр. Эрне вӗçӗнче хăнасем килме пултарӗç, эрех-сăрапа тирпейлӗ пулăр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
​ Ку эрне эмоцисем енчен пуян. Ырри те, пăшăрхантараканни те тупăнӗ. Харпăр пурнăçра ырă кӗтменлӗхсем пулӗç, пӗчченнисене интереслӗ тӗлпулу кӗтет. Эрне варринчи çулçӳрев кăмăла çӗклӗ. Кӗçнерникун чи çывăх тăванпа вăрçăнма пултаратăр, асăрханăр. Канмалли кун хăнана кайма е вӗсене хăвăр патра йышăнма пултаратăр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрнере харпăр шухăшсенчен те хăрамалла, мӗншӗн тесен закон енӗпе проблемăсем пулма пултараççӗ. Ытлашши хăюлланни те ырри патне илсе çитермӗ. Кӗçнерникунпа эрнекун ӗçпе çыхăннă проекта пурнăçлама ăнăçлă, шалти сисӗм тӗрӗс йышăну тума пулăшӗ. Канмаллисенче тавлашуллă самантсем сиксе тухма пултарӗç.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрнере харпăр пурнăçри проблемăсем, хăвăра тыткалани​ çинчен шутлани йăнăша курма пулăшӗ. Тинех çынсене «çук» теме вӗренетӗр. Уйрăмах хӗрсен хăйсене хаклама вӗренмелле, пӗрремӗш тӗлпулурах пурне те ан килӗшӗр. Эрне вӗçнелле палăртнă плансемпе шухăшсене пурнăçлатăр. Бизнесра урăх енпе ӗçлесси çинчен шутлăр.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Эрне пуçламăшӗнче сывлăхăра тимлӗр, хăвăра япăх туйни чирлесси çинчен систерӗ. Çавăнпа канма вăхăт тупăр. Малалли кунсем ӗçпе кил хушшинче иртӗç. Пурнăçра пысăк улшăнусем пулмӗç, çав шутра юрату фронтӗнче те. ​

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
​ Харпăр хутшăнусем енчен пăхсан эрне çăмăллиех мар. Юратнă çынпа хăвăр хушăри тахçанхи проблема çивӗчленӗ, хăш-пӗри ултав çинчен пӗлӗ. Пӗчченнисен интереслӗ çынпа паллашма, канмаллисене унпа ирттерме шанăç пысăк. Творчество çыннисен хавхалану ӳсет. Ӗçре конфликтсенчен пăрăнма тăрăшăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев