Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Ту качакисем тӑванӗсемпе хирӗҫме пултараҫҫӗ

Эрнелӗх​ гороскоп18.01 – 24.01

ТАКА 21.III – 20.IV

Ăнăçлă эрне. Ӗçпе çыхăннă пуçарусем ăнаççӗ, пурнăçра ырă кӗтменлӗхсем пулӗç. Юрату шыракансем те ăна тупӗç, лайăх çын тӗлне пулатăр. Эрне варринче укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ майлашăнать. Канмаллисенче канма пулмӗ, пуçланă ӗçсене туса пӗтерме тивет.​ ​

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Пит пысăк çитӗнӳсем пулмасан та ӗçре пăтăрмахсем сиксе тухмӗç. Пӗр çынпа питӗ хытă интересленсе кайма пултаратăр. Хăш-пӗри тинех шăпа пӳрнине тӗл пулӗ. Çавăнпа килте ан ларăр, чӗннӗ çӗре çӳрӗр. Шăматкун е вырсарникун кӗтмен çӗртен укçа илетӗр. ​

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эрне юлташсемпе, тӗрлӗ мероприятисене çӳренипе пуçланӗ. Бизнес йӗркелесси пирки шутлăр, ăнать. Ӗçре хастартарах пулсан ӗç укçине е должноçпа ӳстерӗç. Канмалли кунсем кăмăллă иртӗç, юратнă çынпа вăхăта романтикăлла ирттерме тăрăшăр.

РАК 22.VI – 22.VII
Эрне пуçламăшӗнче профессире кӗтнӗ çитӗнӳ пулмӗ. Пӗрле ӗçлекенсем юри вăрçă-харçă пуçарӗç – ан хутшăнăр. Пуçлăх пирки калаçма та васкамалла мар, сирӗн сăмахсене пăсса ун патне çитерекенсем пулӗç. Эрне вӗçнелле лару-тăру ырă енне улшăнӗ. Хăнана е командировкăна кайма тивӗ.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнере çулталăкшăн чи кирлӗ проекта пуçлама пултаратăр. Ӳсекен уйăх вăй-хал панисӗр пуçне пурнăçа лайăхрах тума амбицисемпе тивӗçтерет. Бизнесменсене пуринчен ытла ăнать, ӗçлӗ çулçӳревпе калаçусем аван иртеççӗ. Йăнăшасран асăрханăр, ку​ маларах тунă çитӗнӳсене пăсма пултарать.​ ​ ​

ХӖР 24.VIII – 23. IX
​ Вăй-хал чакнипе сăлтавсăрах хумханатăр. Ывăниччен ан ӗçлӗр. Эрне вӗçнелле ăнăçу пурнăçăра таврăнать, командировкăсем, харпăр ӗçсем ăнаççӗ. Шăнса пăсăласран асăрханăр. Юратнă çынпа хутшăнусем кăштах çивӗчленеççӗ. ​

ТАРАСА 24.IX – 23.X
​ Харпăр пурнăçра та, ӗçре те йывăрлăхсем пулӗç. Тавлашусем пулма пултараççӗ. Каччăпа хӗрле çӳрекенсен хутшăнăвӗсем те кăткăсланӗç. Хăш-пӗри уйрăлӗ те. Çăмăл мар вăхăтра юлташсем пулăшӗç. Канмаллисенче çула тухма пултаратăр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
​ Çăмăлах мар эрне. Сывлăхăрпа тимлӗ пулăр. Шала кайнă чир вăранма пултарать. Эрнен пӗрремӗш çурри килпе ӗç хушшинче иртет. Çул çинче асăрхануллă пулăр. Вак-тӗвекшӗнех ан вăрçăнăр, ӗçтешсем каланине хăлхана чикмесен те юрать. Канмалли кунсем тăвансемпе, юлташсемпе килӗштерме аван вăхăт. Эрех-сăрапа тирпейлӗ пулăр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрнере ăнăçу кӗтме пӗлнинчен тата çине тăраслăхран килет. Харпăр пурнăç тӗп вырăнта пулӗ, мăшăр е савни умӗнче хăвăр шанчăклă пулнине кăтартма тивӗ. Карьерăпа ӳсме, бизнесра çитӗнӳ тума майсем пулӗç. Кӗтмен çӗртен укçа илетӗр. Хăвăр тӗрӗс пулнине вăйпа йышăнтарас тенипе юлташсемпе вăрçăнма пултаратăр.​ ​ ​

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Çывăх çынпа е мăшăрпа вăрçăнма пултаратăр. Сăлтавӗ – пӗр-пӗрне кӗвӗçни. Эрне вӗçнелле çавах килӗштеретӗр. Пӗчченнисем юратса пăрахма пултараççӗ. Канмалли кунсене тăвансемпе, юлташсемпе ирттерме тăрăшăр.​ ​

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
​ Эрне пуçламăшӗ хӗвӗшӳллӗ пулӗ. Ӗç мăй таран. Хăвăра лайăх йӗркелӳçӗ пек кăтартни должноçпа ӳсме пулăшӗ. Çывăх çынсене пӗчӗк йăнăшсемшӗнех ан критиклӗр, вӗсемпе чăтăмлăрах пулăр. Канмалли кунсем романтикăлла тӗлпулусемшӗн аван.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Эрне пуçламăшӗнчех финанс лару-тăрăвне лайăхлатма май тупăнӗ. Хушма ӗç тупма пултаратăр. Бизнесменсен сделкăсемпе контрактсем туни ăнать. Ӗçлӗ тӗлпулусем çитӗнӳ тума пулăшӗç. Канмалли кунсене юратнă çынпа ирттерӗр, хутшăнусене çирӗпрех тума пулăшӗ ку. ​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев