Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Ту качакисен карьера енӗпе çитӗнӳсен тапхăрӗ пуçланать

Эрнелӗх гороскоп 16.11 – 22.11

ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрне творчествăпа ӗçлекенсемшӗн ăнăçлă. Тăрăшсан хăвăр таврашри пурнăçа улăштарма пултаратăр. Çурт тăвакансене, хваттер юсакансене ăнать. Харпăр пултарулăхпа туллин усă курманнине туйса илетӗр. Юратнă çынпа пӗрле ăçта та пулин кайса килни хутшăнусене лайăхлатӗ. Хушма тупăш тума майсем пулӗç.   

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Професси шайне ӳстерме ăнăçлă эрне. Вăй-хал та, хавхалану та пур, сирӗнпе танлашакан сахал пулӗ. Анчах ӗçтешсене хăвăр шухăша вăйпа ан йышăнтарăр – хирӗçӳ сиксе тухӗ. Юратура хăвăр пата магнит пекех туртатăр, çапах айккине ан çӳрӗр. Тупăшлă ӗç сӗнекенсем пулӗç.   

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Халиччен хăратса тăнă проблемăна татса паратăр. Хăш-пӗри хăйӗн проблемине сирӗн çине тиеме тăрăшӗ. Вăхăта ӗçпе кăна ан ирттерӗр. Харпăр пурнăçра йăлт лайăх йӗркеленсе пырать, юлташсем кăна мар, оппонентсем те сирӗн майлă пулӗç. Юратура пуçарулăха савнă çынна парăр, вара ӗмӗтленни час пурнăçланӗ. Пысăк укçа илме  пултаратăр.

РАК 22.VI – 22.VII
Ку эрнере сирӗн енне тимлӗх ӳсет, вăтанни çакăнпа усă курма ан чăрмантартăр. Çынсемпе сăпайлă пулăр, хушнине никам та юратмасть. Харпăр шухăша улăштарма пултаратăр. Юратнă çынпа хутшăнусем тинех йӗркеленме пуçлаççӗ. Хăш-пӗрисене туй туса пӗрлешме сӗнӗç. Ӗçлӗ килӗшӳ тумалли вăхăт мар, усси пулмӗ.
     
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Харпăр авторитет ӳснипе сире пурте итлеме хатӗр. Конкурентсемпе тупăшма тивӗ. Тӗрӗслев витӗр тӗрӗс-тӗкел тухса хăйтӗллӗнлӗхе çирӗплетсе паратăр. Инçе çула ан тухăр. Юратура харпăр çитӗнӳсене ан пӗчӗклетӗр. Сире интереслӗ тӗлпулу кӗтет. Ӗçлӗ тӗлпулусемпе килӗшӳсем ăнаççӗ, укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ лайăхланӗ.    
 
ХӖР 24.VIII – 23. IX
 Вăй-хал тапса тăрать, хăвăра лидер пек туятăр. Ӗçре ку вырăнлă пулӗ те, анчах килте пуçлăх сăнарӗнчен тухма тиветех. Шантарса калаçма пӗлни ӗçлӗ калаçура пулăшӗ. Шăматкун хăнасем килме пултараççӗ. Юратура савнисем хушшинче суйлав тума тивӗ. Карьера пусмипе ӳсмелли эрне. Вӗренме укçăра ан шеллӗр.  

ТАРАСА 24.IX – 23.X
 Чăтăмлă пулсан çитӗнӳ те кӗттермӗ. Ку эрнере ӗçре чи лайăх енсене (ăс, тăрăшулăх, йӗркелӳçӗ пултарулăхӗ) кăтартма тивӗ. Чăкăлтăш ӗçе туса пăрахма тивӗ. Хăвăра мăнна ан хурăр. Сире кăмăллакансем нумай, анчах савние кӗвӗçме май туса ан парăр. Финанс енчен ăнăçлă тапхăр, анчах ӗçлӗ килӗшӳ тума тăхтамалла, йăнăшма пултаратăр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Ку эрнене çӗкленӳллӗ кăмăлпа кӗтсе илетӗр. Пурнăç пур енӗпе те савăнтарать: профессири çитӗнӳсемпе, пысăк тупăшпа, юратупа. Савнă çын сире питӗ тунсăхланă. Иксӗр хушăри туйăмсем тарăн та çирӗп. Юрату çинчен калаçма ан именӗр.  

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Карьерăпа ӳсме майсем пулӗç, ӗмӗтленни пурнăçланма пултарать. Ӗçре хирӗç тăракансене тимлеме ан тăрăшăр. Вырсарникун килтен аякра канма май пулӗ. Юратнă çынна кăлăхах ан тапăнăр, сирӗн кăмăл пусарăннинче унăн айăпӗ çук. Налог, страховани, кредит ыйтăвӗсемпе асăрхануллă пулăр. Юнкун пысăк укçа илме пултаратăр.  

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
 Карьера енӗпе çитӗнӳсен тапхăрӗ пуçланать. Ӗçре йăнăшсем пулсан та çывăх вăхăтра йăлт хăй вырăнне ларӗ. Юлташсемпе, ӗлӗкхи юратупа тӗл пуласран тарса ан çӳрӗр, ним начарри те пулмӗ. Юратури хутшăнусем çирӗпех мар, çавăнпа хастарлăх ытлашши. Сире хаклă парне тăвакансем пулӗç.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ку эрнере ӗçри йăнăша тӳрлетме, кампа-тăр мирлешме май пулӗ. Майпен пулин те профессире çитӗнӳ тăватăр. Ӗçре ыр ята упраса хăварма тăрăшăр. Çула тухсан йывăрлăхсем сиксе тухӗç, килте ларни аванрах. Юратура тахçанхи кӳренӳсене аса илни туйăмсене пусарма пултарӗ, иртнине манма тăрăшăр. Ӗçчен те тӳрӗ кăмăллă пулнине пуçлăх асăрхатех, преми илме пултаратăр.
 
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Ку эрнере ӗç енӗпе лайăх сӗнӳ илни чуна ăшăтӗ. Савăннипе хăвăр çине ытлашши ӗç илме пултаратăр. Плансене вăрттăнлăхра тытăр, ăмсанакансем пулӗç. Эрне вӗçӗнче хăтланусене кăна мар, шухăшсене те çирӗп контроле илмелле. Юратури хутшăнусем халапри пек пулӗç. Укçапа перекетлӗ усă курăр, ачасене пула тăкаксем ӳсӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев