Ту качакисене лайăх канни вăй-хал пуçтарма пулăшӗ
Эрнелӗх гороскоп 30.08 – 05.09
ТАКА 21.III – 20.IV
Эсир çак таранччен аван ӗçленӗ, кансан та юрать. Çутçанталăк ытамӗнче, дачăра е урăх çӗрте канма тăрăшăр. Пӗчченнисене çăлтăрсем интереслӗ тӗлпулу пуласса шантараççӗ. Çав çын шăпа пӳрни пулма пултарать. Водительсен çул çинче тимлӗхе çухатмалла мар.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Тинех ӗçленӗшӗн тивӗçлӗ шалăва илетӗр. Пуçлăх мухтанипе кăна çырлахмӗ, преми те парӗ. Харпăр пурнăçра вара кăшт йывăртарах пулӗ. Сăлтавсăрах пӗр-пӗрне кӗвӗçнипе хирӗçетӗр. Пит ан хуйхăрăр, ку иксӗр те ывăнса çитнипе çыхăннă. Пӗрле канни ыйтусене сирӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере планпа палăртса хунă пек пулса пымӗ. Пăшăрханса лариччен ӗçсене хăй еккипе ярăр. Ăнăçу сире хăвармӗ, шансах тăрăр. Ачасемпе чăтăмлăрах пулăр. Вӗсен ӗçӗсемпе кăсăкланни ытлашши мар. Унсăрăн ачăрсен пурнăçӗнчи кирлӗ самантсенчен юлма пултаратăр.
РАК 22.VI – 22.VII
Пуçлăхпа та, ӗçтешсемпе те хутшăнусем пит аван йӗркеленсе пыраççӗ. Килтисемпе вара – çук. Компромисс пулăшмӗ, харпăр хăвăр шухăш çинче çирӗп тăрăр. Эрне вӗçне йăлт йӗркеленсе çитӗ. Ӗç енӗпе илӗртӳллӗ сӗнӳсем пулӗç. Çăлтăрсем килӗшме сӗнеççӗ.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнери хăш-пӗр кунра алла пӗр ӗç те пымӗ. Çакна ним тумасăр чăтса ирттерме тăрăшăр. Ытти енӗпе йăлт аван. Юлташсемпе тӗл пулатăр, проблемăсене ăнăçлă татса паратăр, лайăх кăна канатăр. Юратура та романтика хуçаланӗ.
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Пурнăçăра тӗпрен улăштарма пултаракан сӗнӳсем килме пултараççӗ. Мăшăрлану, ӗç вырăнне улăштарни – тем те пулма пултарать. Çӗнӗлӗхрен ан хăрăр, улшăнусем телейлӗ пулӗç. Ертӳçӗре ӗçлекенсен сотрудниксемпе çемçерех пулмалла.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Çак тапхăрта пӗр-пӗр çывăх çыннăртан сивӗнме пултаратăр. Чӗре çумне ан илӗр. Япăххи хыççăн ырă хыпар е пулăм пулатех. Тахçантанпа кӗтнипе шанма та пăрахнă ырă хыпара илетӗр. Ку малашнехи пурнăçа укçа-тенкӗ енчен те лайăх енне улăштарма пулăшӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Умра çăмăлах мар тапхăр. Ӗçре пуçлăх вăрçма, çемьере хирӗçӳсем тухма, юлташсем çиллентерме пултараççӗ. Кăштах та пулин пуринчен те канма тăрăшăр, ку вăхăтра çынпа ан хутшăнăр. Сиртен кивçен ыйтма пултараççӗ, ан парăр, укçăр таврăнмасса пултарать.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрнере çывăх тăвансем канăç памаççӗ. Вӗсене пăхма тивӗ. Хăвăра алăра тытăр, çилӗ ан хăвалăр. Ӗçре пушă вăхăт тупăнсан документсене тирпее кӗртӗр. Тӗрӗслевпе килме пултараççӗ. Апата суйласа çийӗр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Çак вăхăтра отпуска каякансем телейлӗ пулӗç. Лайăх канни вăй-хал пуçтарма пулăшӗ. Ӗçре юлакансене вара чăтăмлăрах пулмалла, ӗç çав тери нумай пулать. Ку чухне ӗçри юлташăрсем тӗрев пани пулăшӗ. Эрне вӗçӗнче пӗчченнисене интереслӗ тӗлпулăва чӗнекен тупăнӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Карьера пусмипе çӳлерех улăхма май тупăнать. Анчах астăвăр: должноçа кура явапӗ те ӳсет. Хатӗр-и эсир? Ку вăхăтра тавлашусенчен асăрханăр, хăвăр шухăша пӗлтериччен лайăх шутлăр. Проблемăсене кулса ирттерме тăрăшăр, вара ăнăçу та сире хăвармӗ.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Çăлтăрсем укçа-тенкӗ енӗпе перекетлӗ пулма сӗнеççӗ. Май пулсан ӗçлесе илнине пуçтарса пыма тăрăшăр, малӗмӗтлӗ плансене пурне те ан пӗлтерӗр. Вӗсене шăппăн кăна пурнăçлăр. Сиенлӗ хăнăхусенчен хăтăлма аван вăхăт.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев