Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Укçа çителӗксӗрри кăмăлăра хуçать, алла çыхать

Эрнелӗх  гороскоп 13.06 – 19.06

 ТАКА 21.III-20.IV

Тунтикунпа ытларикун çемйӗрте те, ӗçӗрте те пуç çӗклеме вăхăт пулмасть. Пурпӗрех пӗтӗм ӗçне тума ӗлкӗрейместӗр, çемйӗре ытларах тимлӗх уйăрăр, хутшăнусене те упраса хăварайăр. Эрне варринче Така мăшăрӗпе чи çивӗч ыйтусене те çăмăллăнах татса парать. Канмалли кунсенче палламан çынсемпе ан калаçăр.

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Эрне пуçламăшӗнче çынсемпе хутшăнма йывăр. Лайăх пӗлмен çынсене ан шанăр, ӳкӗнмелле пулӗ. Эрне варринче кил-çуртра юсав ирттерме те, çутă приборӗсем туянма та лайăх. Канмалли кунсенче Вăкăр юлташӗсемпе кӗрекене ларни вăрçă-харçăпа вӗçленес хăрушлăх пур. 

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Сирӗн ирӗклӗх енчӗкӗрпе тачă çыхăннине эрне пуçламăшӗнче нихăçанхинчен çивӗч туятăр. Укçа çителӗксӗрри кăмăлăра хуçать, алла çыхать. Тата кăштах чăтма хушаççӗ çăлтăрсем, кӗçех финанс лару-тăрăвӗ лайăхланать. Йӗкӗрешсен савнă çыннипе хутшăнусем аван. 

 

РАК 22.VI-22.VII 

Эрне пуçламăшӗнче юратнă çыннăрпа пӗр-пӗрне ăнланма пăрахатăр. Сăлтавӗ «çемьере кам асли» ыйтăва татса парассинче. Ракăн халь шăпрах пулмалла, ытлашши сăмах хăйнех сиенлетет. Юнкун, кӗçнерникун лару-тăру лайăхланать.

 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Ку эрнере юратнă çыннăрпа калаçнă чух «эпир», «пӗрле» сăмахсемпе тăтăш усă курăр. Çакă хутшăнусене çирӗплетме пулăшать. Пуласлăх çинчен калаçма та, пӗрлехи плансене сӳтсе явма та чармаççӗ çăлтăрсем. Хăраххăн Арăслансем ку тапхăрта илӗртӳллӗ.

 

ХӖР 23.VIII-22.IX

Эрне пуçламăшӗнче юлташăрсемпе те, савнă çыннăрсемпе те хутшăнусем кăткăсланаççӗ. Шавлă çӗре мăшăрăрпа ан тухăр. Эрне варринче Хӗрӗн ӗçре лару-тăру лайăхланать, ума лартнă тӗллевсене пурнăçлатăр. Çăва мӗнле ирттерессине мăшăрăрпа сӳтсе явма ан васкăр.

 

ТАРАСА 23.IX-23.X

Ку эрнере пӗр вăхăтрах çирӗп те чăтăмлă та пулмалла, эрне пуçламăшӗнчех сире хирӗçӗве хутшăнтарасшăн пулӗç. Ӗçре те, çемьере те лару-тăру лăпкă мар. Хӗтӗртекенсемпе ан çыхланăр. Эрне варринче Тарасан кăмăлне пăсакан пулăмсем хăйсене хăйсемех çухалаççӗ.   

 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Эрне пуçламăшӗнче тарăхмалли тупăнсах тăрать. Çула тухма, юристпа канашлама, документпа ӗçлеме меллӗ вăхăт мар.  Çынсемпе паллашма та хушмаççӗ çăлтăрсем. Эрне варри лăпкăрах иртет. Экстрасенссем, психотерапевтсем патне кайма меллӗ вăхăт. Скорпион хăй те эзотерикăна вӗренме пултарать.

 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Эрне пуçламăшӗ юратакансемшӗн кăткăс вăхăт пулать: савнă çыннăрăн кăмăлӗ улшăннине сиссе ӗлкӗреймӗр. Хутшăнусене упрас тесен сирӗн питӗ виçеллӗ, чăтăмлă пулмалла. Тăванăрсемпе ачасем валли парне туянма меллӗ вăхăт мар. Эрне варринче çемьеллӗ Ухăçăсен мăшăрӗпе хутшăнусем лайăхланаççӗ.   

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Эрне пуçламăшӗнче çемьере лару-тăру япăхать. Юратнă çыннăра хăвăр шухăша вăйпа йышăнтарни хирӗçӳ патне çитерет. Мăшăрăр та сире тиркесе калаçма пултарать. Ту Качакин халь тӳсӗмлӗрех пулмалла. Эрне варринче хутшăнусем лайăхланаççӗ, тимлӗхӗр ӗç çине куçать. Çаплах профилактика, сиплев процедурисемшӗн те аван вăхăт. 

 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Эрне пуçламăшӗнче хыпар хатӗрӗсемпе сахалрах усă курни чунри лăпкăлăха упраса хăварать. Нумай çынпа тӗл пуласран та тытăнса тăмалла. Эрне варринче Шывтăкан уявсене хутшăннине хирӗç мар çăлтăрсем. Канмалли кунсенче пăсăлнă апат çиесрен сыхланăр.

 

 ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Эрне пуçламăшӗнче ачаллă Пулăсен самай хумханма тивет. Юратнă çыннăрпа хутшăнусем пит савăнтармаççӗ. Ытла тиркесе калаçни савнийӗре сивӗтӗ сирӗнтен. Эрне варринче çемьене мир, килӗшӳ, юрату таврăнать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев