Веҫ аван пулать
Эрнелӗх гороскоп 07.12 – 13.12
ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрне юратушăн ăнăçлă, романтикăлла тӗлпулусем нумайлăха асра юлӗç. Ӗçре пурте хăраса кӗтнӗ улшăнусем пулса иртӗç. Пуçлăхпа калаçнă хыççăн кăткăс йышăну тума тивӗ. Çăлтăрсем харпăр интерессене хӳтӗлеме сӗнеççӗ. Пăртакран хăвăрсăр пуçне ыттисене те пулăшма вăй çитӗ.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрнере сирӗн килте пур енӗпе те ăшă та хăтлă пулӗ. Бизнесра та ăнать, анчах теветкеллӗ проектсене пурнăçлама ан васкăр. Ӗçлӗ партнерсемпе тӗл пулса харпăр вырăна çирӗплетме тăрăшни финанс лару-тăрăвне те тӗрев парӗ. Тăвансемпе калаçни тахçанхи проблемăна татса пама пулăшӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Çанă тавăрсах килти лару-тăрăва хăвăр алла илӗр. Теме пула пур ӗçе те аçăр-аннӗр е мăшăрăр çине тиенӗ эсир. Капла тавлашу сиксе тухасси те инçе мар. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗ те хăйпе хăй татăлмӗ, вăй хума тиветех. Пӗр-ик эрнерен тин финанс сферине çирӗплетме май пулӗ. Пӗчченнисен шăпаллă тӗлпулу пулассине систереççӗ çăлтăрсем.
РАК 22.VI – 22.VII
Ӗç енӗпе ăнать, уйрăмах пуçлăхпа курса калаçни. Вăл сирӗн идейăсене, пултарулăхăра тивӗçлипе хакласа должноçпа ӳстерме пултарать. Çӗнӗ проектпа ӗçлени çӗнӗ майсем уçса парӗ. Сывлăхăрпа тимлӗ пулăр. Инçете каяссине çитес вăхăта хăварсан аванрах. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ çирӗп, тупăш малашне ӳссе кăна пырӗ.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Харпăр пурнăç çинчен шутлама вăхăт çитнӗ. Савние е мăшăра романтикăлла каç йӗркелесе савăнтарăр. Ку хăвăра та çӗнӗ вăй хушӗ. Хут ӗçӗсем ăнаççӗ. Ыйтусем хăвăра кирлӗ пек хăвăрт пурнăçланса пырӗç. Ӗçре улшăнусен вăхăчӗ çитнӗ, сирӗн тӗллев – вырăнта тытăнса юласси. Преми кӗтнӗ пек пысăк пулмасса та пултарать.
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Ку эрнере çынсемпе уçă пулма тăрăшăр. Пултарулăхăрпа харпăр потенциала уçма май паракан сӗнӳ тăвакансем пулӗç. Кил-тӗрӗшпе çыхăннă ыйтусем çеç кăштах чăрмантарӗç. Хăвăра пăхни, кил-çурта тирпейлени кăмăла çӗклеме пулăшӗ. Апат-çимӗçпе асăрхануллă пулăр, уйрăмах эрех-сăрапа.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Укçа-тенкӗ ӗçлесе илме питӗ ăнăçлă тапхăр. Мӗн пуçлани йăлт пурнăçланӗ. Харпăр пурнăçра та сюрпризсем çителӗклӗ пулӗç. Канмаллисене савнипе, арлă-арăмлисем мăшăрпа ирттерни туйăмсене çӗнетме пулăшӗ. Укçапа, бизнеспа çыхăннă шухăшсене вăрттăнлăхра тытăр. Ку кирлӗ мар проблемăсенчен сыхласа хăварӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Çак тапхăрта ача пуррисен вӗсене тӗп тимлӗх уйăрмалла. Пӗрле ярăнма е уçăлса çӳреме тухăр, пӗр-пӗр мероприятие кайса килӗр. Пӗчченнисен харпăр пурнăçӗ тӗпрен улшăнма пултарать, тăлăх чӗресем тинех пӗрлешӗç. Ӗçре никама та ан кӳрентерӗр, хăвăрăн тивӗçсене вăхăтлă пурнăçлăр.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Карьера ӳсӗмӗ тăвасси – тӗп вырăнта, ун валли вăхăтăра та, халăра та ан шеллӗр. Пуçлăхсем çакна асăрхаççех. Ӗçлӗ калаçусем ăнаççӗ. Килӗшӳсем çирӗплетнӗ чух ытлашшине ан шантарăр, кирлине кăна калăр. Кӗтмен тӗлпулу юрату туйăмне çулăмлатӗ. Нумайăшӗшӗн вăл Мендельсон маршӗпе вӗçленӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Çак тапхăрта эсир пуçӗпех эмоцисен тыткăнне лекетӗр. Лару-тăру çийӗнчех улшăнмӗ. Творчествăшăн ăнăçлă кунсем, хăвăрăн нумай енлӗ пултарулăхăра уçса пама май пулӗ. Харпăр япаласемпе тимлӗ пулăр, çухатма пултаратăр. Финанс енӗпе те хăвăра кăна шанăр, кивçене ан кӗрӗр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ку эрнере хăвăра шанни таçта кайса кӗрет. Тен, отпуск илме вăхăт çитнӗ? Çутçанталăк сире тӗрлӗ пултарулăх парнеленӗ, хăвăра хаклама вӗренӗр. Çывăх вăхăтра пурте сире хисеплеме пуçлӗç, кӗтмелле çеç. Юратнă çынран туйăмсене ан пытарăр. Вăл эсир уçăласса тахçанах кӗтет.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Пурнăçра çӗнӗ майсем уçăлаççӗ, çапах карьера ӳсӗмӗ кӗтнӗ пек тӳрех пулмӗ. Пӗр калаçура хăвăршăн кирлӗ информаци илетӗр. Малтанласа ăна вырăна та хумастăр, анчах каярахпа ун усăлăхне туллин туйса илетӗр. Харпăр плансене вара вăрттăнлăхра тытăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев