Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Йӗкӗрешсем ҫывӑх ҫыннисемпе нумайлӑха хирӗҫме пултараҫҫӗ

Эрнелӗх гороскоп 08.02 – 14.02

ТАКА 21.III – 20.IV

Ку эрнере халиччен тума пултарайман ӗçсене пурнăçлама май пулӗ. Ытларах суйланă профессире ăнать. Эрне варринче укçа-тенкӗ енчен пуятăр. Ăна хăвăра кирлишӗн мар, тăвансем, çемье çине тăкаклăр. Çăлтăрсем пулăшни виç хут ытларах таврăнасса шантараççӗ.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Çак кунсенче романтикăлла кăмăл-туйăм хуçаланӗ. Комплиментсем йышăнма хатӗрленӗр. Пысăк ӗçсем пуçламалла мар, уйрăмах бизнесра. Эрнене сывлăхшăн, чун киленӗвӗшӗн ирттерӗр. Тахçан ӗмӗтленнӗ пек канма май пулӗ. ​

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Кăштах сывлăш çавăрса ярăр. Ку эрнере çӳлтен паллă пуласса кӗтӗр. Чи кирли – ăна тӗрӗс ăнланасси. Çывăх çынсемпе нумайлăха вăрçăнма пултаратăр. Тӗрӗслӗх сирӗн енчен пулсан та ыттисемпе çемçерех пулма тăрăшăр. Юратура хăюлăх кирлӗ, савнийӗр татăклă утăм тăвасса кӗтсе ывăннă. ​

РАК 22.VI – 22.VII

Ку эрнере ăнăçу вак-тӗвеке те асăрхама пӗлнинчен килӗ. Ӗçтешсемпе сахалрах калаçăр, уйрăмах плансем çинчен. Вӗсем сире хирӗç мӗн-тӗр хатӗрлеççӗ. Çул çинче тимлӗ пулăр. Февралӗн 11-мӗшӗнче руль умне вуççех лармасан та юрать. ​

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII

Ку эрнере килпе çыхăннă ӗçсемпе ыйтусене татса пама тăрăшăр. Юсав ӗçне пуçлани ăнать. Харпăр ӳсӗмшӗн кӗнеке вулани усăллă пулӗ. Студентсене ăнать, экзаменсене вӗсем çăмăллăнах тытӗç. Юратура пӗчченнисене мăшăрланма сӗнекенсем пулӗç.​ ​

ХӖР 24.VIII – 23. IX

​ Эрне варринче интереслӗ сӗнӳ паракансем пулсан – ан хирӗçлӗр. Карьера енӗпе çитӗнӳ тума май пур. Юратнă çын тӗлӗнтерме пултарӗ, шел пулин те аваннипе мар. Татăклă йышăну тума тăхтăр, малтан лайăх шутлăр. Сывлăх енӗпе те тимлӗ пулăр.

ТАРАСА 24.IX – 23.X

​ Мӗншӗн-тӗр хăвăра хакласси чакса пырать. Эсир ывăнса çитнӗ пулмалла. Илем салонне кайни, харпăр имиджа çӗнетни кăмăла çӗклеме пулăшӗ. Юлташсемпе тӗл пулни ăнать. Юратура çӗнӗ хутшăнусем пуçланма пултараççӗ. Укçа-тенкӗпе ытлашши ан тăкакланăр, перекетлӗх кирлӗ. Асăрханăр, çурăм ыратма пултарать.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI

​ Ку эрнере тӗрлӗ сăтăрçăсене хирӗç тăма пӗлмелле. Пуçлăхпа калаçнă чух та хăвăр сăмах çинче çирӗп тăрăр. Укçа-тенкӗ енчен йывăрлăхсем пулсан та вӗсене татса пама майне тупатăр. Юрату çинчен апла калама çук, çăлтăрсем мăшăрсемпе савнисен хушшинче ăнланманлăх çуралма пултарасса систереççӗ.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII

​ Çăлтăрсем çулçӳреве тухма сӗнеççӗ, инçене пулмасан та. Çапах килте ан юлăр. Çак хушăра пулăшу ыйтакансене тӳрӗ кăмăлпах «çук» теме пултаратăр. Ачасемпе вара тимлӗ пулăр. Вӗсен хăтланăвӗсене лайăх сăнăр, нимӗн те асăрхамасăр ан юлтăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I

Ӗçре аврал! Йăлт ӗлкӗрес тесен кил ӗçӗсене айккине пăрса хăварма тивет. Çемьеллисен компромисс тупма пӗлмелле. Унсăрăн тавлашусем нумайлăха тăсăлма пултараççӗ. Канмаллисенче ăçта та пулин кайса килме тăрăшăр. ​

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II

​ Ку вăхăтра начар эмоцисене хăвăрта ан тытăр – хăтăлăр. Анчах çывăх çынсем çине кăларса мар. Сывлăхăрпа та тимлӗ пулăр. Ытларах канма тăрăшăр. Спортпа аппаланма тăхтамалла, диетăран та уссинчен ытла сиенӗ пулӗ. Ӗçре çӗнӗ проект сӗнме пултараççӗ, малашне ку финанс проблемине татса пама пулăшӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III

​ Ку эрнере сывлăх тӗп вырăнта пулмалла. Диагностика процедурисем усăллă пулӗç. Ӗçпе çыхăннă ыйтусене пухса ан пырăр, кайран пурнăçа кӗртме йывăр пулӗ. Малашлăхшăн кирлӗ информаци илетӗр. Канмаллисене хăвăра тахçантанпа килӗшекен çынпа ирттерме май пур.​ ​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев