Сувар

Ытларах урамра пулма тăрăшăр, уçă сывлăшпа сывлани сывлăха çирӗплетме пулăшӗ

Харпăр пурнăçра ырă улшăнусем пулӗç, пӗчченнисем юратса пăрахӗç

ТАКА 21.III – 20.IV
Ку вăхăта тунă плансем çывăх çынсен айăпӗпе пурнăçланмасса та пултараççӗ, анчах лартнă тӗллев патне утма ан чарăнăр. Укçа-тенкӗ енӗпе килекен сӗнӳсем усăллă пулма пултараççӗ. Юратура пуç ватса шутлас вырăнне туйăмсен ытамне парăнăр.
 
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Вăй-халăр çитмесен хăвăр çине ытлашши ан илӗр. Ӗçре çунса каяс мар тесен пулăшакан тупăр. Укçа-тенке пӗр-пӗр ӗçе хывассипе асăрхануллă пулăр, çухатма пултаратăр. Харпăр пурнăçра ырă улшăнусем пулӗç, пӗчченнисем юратса пăрахӗç.
 
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере харпăр пурнăçа улшăнусем кӗртме шутланă пулсан, çăлтăрсем тăхтама сӗнеççӗ. Ӗçтешсемпе хутшăнусем кăштах йывăрланаççӗ. Малашне туслă ӗçлес тесен кӳренӗве шала ан ярăр, чӗрре ан кӗрӗр. Юратура сире кӗтмен парне пулӗ.  
РАК 22.VI – 22.VII
Çак тапхăрта ӗçсене вăхăтра тума кăткăсрах пулӗ, ӗлкӗрейменнине хăвăр та лайăх сисетӗр. Çемьеллисен ачасене пысăкрах тимлӗх уйăрма тивӗ. Хăш-пӗр ӗçе çитес вăхăта хăварсан аванрах. Сывлăхпа тимлӗ пулăр. Хăлхапа пыр аптратма пултарӗç.  
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнере ырă улшăнусем пулӗç, ан тӗлӗнӗр, эсир çакна тивӗç. Эрне вӗçнелле юратнă çынпа хутшăнусем кăштах кăткăсланӗç, харпăр пурнăçра кирлӗ суйлав тума тивӗ. Укçа-тенкӗ енчен ăнать, пуçланă проекта вӗçлени тупăш кӳрӗ.  
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Тухăçлă эрне. Килте ӗлкӗрсе пыма йывăртарах пулӗ те, ӗçре вара сирӗнпе танлашаканни тупăнмӗ. Укçа-тенкӗ те кӗттермӗ, тивӗçнине илетӗр. Çăлтăрсем ку вăхăтра ытларах çӗрпе ӗçлеме сӗнеççӗ. Ку çухатнă канлӗхе тупма пулăшӗ.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
 Ку эрнере тӗп вырăнта – юрату. Савние е мăшăра сюрприз туса савăнтарăр. Çак тапхăрта иртнӗ пурнăçра юлнă çын çӗнӗрен таврăнма пултарать. Ку сирте нумай шухăш-туйăм çуратӗ. Хăвăра алăра тытма пӗлӗр. Ӗçре пысăк улшăнусем çук, хăш-пӗри ӗç вырăнне улăштарма шутлӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
 Ăнсăртран тавăрма та ӗмӗтленмен укçана илетӗр. Унпа пӗлсе усă курăр. Планра пулман çулçӳреве тухма пултаратăр. Кану пирки сăмах пырсан хаваспах килӗшӗр. Диета тытма шутлатăр пулсан çакна урăх вăхăта хăварăр, халӗ сывлăхăршăн сиенлӗ.  
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Мӗн-тӗр шутласа хунă пек пулса пымасан ан пăшăрханăр. Кăштахран ку ырра пулнине хăвăрах куратăр. Харпăр пурнăçра сыхă пулмалла, уйрăмах юрату шыракан хӗрсемпе хӗрарăмсен. Йӗри-тавра телейсӗр арçынсем питӗ нумай. Суйлав тăвиччен малтан лайăх шутлăр. Ӗçлӗ тӗлпулусем ку эрнере ăнаççӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрнере кампа та пулин вăрçăнсан хăвăртрах килӗштерме тăрăшăр. Вăрăма кайнă тавлашусем ӗçшӗн  пысăк чăрмав пулӗç. Пуçлăх сирӗн ума кăткăс задача лартма пултарать, килӗшиччен малтан лайăх шутлăр. Канмаллисене юратнă çынпа ирттерӗр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
 Ку эрнере сире стресс тата ăшри хумхану ӗçре чăрмантарӗç. Ӗçлӗ тӗлпулусем ăнаççӗ, усăллă çыхăнусем йӗркелеме май пулӗ. Хăнана чӗнекен пулсан – кайăр. Пӗчченнисем унта чун савни тупма пултараççӗ.
 
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Ку эрне çемьеллисемшӗн кăткăсрах, ача-пăча контрольтен тухма пултарать. Пӗчченнисене интереслӗ паллашу кӗтет. Чи кирли – хутшăнусемшӗн хăвăрăн уçă пулмалла. Ытларах урамра пулма тăрăшăр, уçă сывлăшпа сывлани сывлăха çирӗплетме пулăшӗ.   
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: