Сувар

Юратнă çын чăркăшнине курмăш пулăр

Эрнелӗх гороскоп 05.04 – 11.04

ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере проблемăсене тухăçлăрах меслетпе татса пама ăс çитеретӗр. Авторитетлă çынпа калаçни усăллă çыхăнусем йӗркелеме пулăшӗ. Информаципе хăвăра хирӗç усă ан курччăр тесен сахалрах калаçăр. Юратура туйăмсем сивӗнме пуçларӗç пулсан мăшăрпа е савнипе чунтан калаçма вăхăт тупăр. Яваплăх илме хăрамасан укçи нумай кӗттермӗ.  
 
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Тинех проблемăсенчен хăтăлса ӗç энтузиазмӗн витӗмне лекетӗр. Ӗçтешсенчен вӗренни пăсмӗ. Хăш-пӗрне çӗнӗ ӗç е урăх должность сӗнӗç. Кӗтмен хыпар плансене пăсма пултарӗ. Çемьере вăрçă-харçă ан тухтăр тесен хушнине вăхăтра тăвăр. Юратнă çынна пăхас, унпа çепӗç пулас туйăм вăйланать. Эрне варринче укçа илме май пур.
 
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ăнăçлă та савăнăçлă эрне. Тахçанхи ӗмӗтсем пурнăçланӗç. Хăюллăнах пурнăçăра улăштарма пултаратăр. Карьера енӗпе те харпăр пурнăçра та ăнать, уйрăмах юратура.  Хăш-пӗрне мăшăрланма сӗнӳ тăвӗç, тинех шăпа пӳрни сире шыраса тупӗ. Преми илме е ӗç укçи ӳсессе хатӗрленӗр.
 
РАК 22.VI – 22.VII
Кăшт кăткăсрах эрне. Юлташсем çумра пулни çăмăллăх кӳрӗ. Эрне варринче япăххи ырри енне куçӗ. Хăвăра улăштарма пуçласа таврари лару-тăрăва та ырă енне улăштаратăр. Пурнăçăра çӗннине кӗртме ан хăрăр. Романтикăлла тӗлпулусемшӗн аван вăхăт. Укçапа тирпейлӗ усă курăр, эрнекун хушма тупăш кӗтӗр.
    
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнере йывăр характерлă, начар кăмăллă çынсенчен пăрăнăр, мӗншӗн тесен вӗсен сиенлӗ витӗмне кӗрсе ӳкме пултаратăр. Пӗр харăсах темиçе çӗре çитме тивнипе çурăлас патне çитетӗр. Ӗç енӗпе лайăх сӗнӳ илетӗр, ӗçлесе илме май пулӗ. Эрне пуçламăшӗнчи пулăм юратнă çын хăвăра тивӗçлӗ е çуккине уçса парӗ.
     
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Пурнăç тапса тăрать, нумай плана çӗнӗрен пăхса тухатăр. Вăйпа пуçтарăнса проекта пурнăçланине пуçлăх асăрхамасăр хăвармӗ. Хăвăрта пӗрре те ан иккӗленӗр – эсир пултаратăр. Авторитетлă çынра тӗрев шырăр. Киввинчен хăтăлма тăрăшăр. Халиччен ӗмӗтленме те пултарайманнине юратура туятăр. Преми илетӗр е ӗç укçине ӳстерӗç.
 
ТАРАСА 24.IX – 23.X
 Ӗç енчен ăнăçлă эрне. Усăллă çыхăну йӗркелеме май пулӗ. Юратнă çын та лайăххипе тӗлӗнтерӗ. Пӗрле отпуска каясси çинчен шутласа пăхăр. Пӗчченнисене манăçми тӗлпулу кӗтет. Тунтикун кӗтнӗ укçана илме пултаратăр. Çапах финанс ыйтăвӗсенче асăрхануллă пулăр.
 
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
 Ăнăçу сирӗн енче, хуть те мӗнле ӗçре те ăнать. Профессири авторитета ӳстерме май пулӗ. Сире шанаççӗ, тӗревпе пулăшу кӗтеççӗ. Пулăшни аван, анчах харпăр пурнăçа сăтăр кӳмесӗр. Ачăрсен  пуçарăвӗсене ан чарăр. Юрату çунатлантарӗ, туйăмăрсене ан пытарăр. Хăш-пӗрне пӗрле пурăнма сӗнӳ тăвакан пулӗ. Эрнекун пуйма шанăç пур. Хăвăра та, тăвансене те хаклă парне туса савăнтарма пултаратăр.
 
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ӗçре çӗнӗ партнерсем тупас, хăвăра кăтартас, пысăк çитӗнӳ тăвас килӗ. Наянлансан кăна карьерăпа ӳсес шанăçа çухататăр. Эрнекун мӗне хăвăр тӗллӗн, мӗне çын пулăшнипе кăна тăвайни пирки шутлама тивӗ. Юратнă çын чăркăшнине курмăш пулăр. Финанс лару-тăрăвне лайăхлатма май пур, ӗç енӗпе аван сӗнӳ тăвӗç. Хушма тупăш илетӗр.  
 
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I

Творчествăлла вăй-хал пысăк, ӗç енӗпе аван сӗнӳ илетӗр. Шанăçпа усă курса юлăр, çапах партнерсене лайăх тӗрӗслӗр. Тума пултарайманнинчен ытла ан сӗнӗр. Юратура интереслӗ тӗлпулусем, ырă пăшăрханусем нумай пулӗç. Хăш-пӗрин юратуллă виçкӗтеслӗх пуçланӗ. Кӗтмен çӗртен пысăк укçа илме май пулӗ.
 
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Юлташсемпе, ӗçтешсемпе асăрхануллă пулăр, вӗсем сире укçа-тенкӗ енчен теветкелленме сӗнӗç. Плансене çынна ан пӗлтерӗр. Ӗç енӗпе илӗртӳллӗ сӗнӳ пулӗ. Хваттер е укçа ыйтăвне пула çывăх çынсемпе хутшăнусем пăсăлма пултарӗç. Пуç çухатмалла юратса пăрахма пултаратăр. Парăмсенчен хăтăлни ирӗклӗ сывлама пулăшӗ.  
 
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
 Хурлăхлă шухăшсене хăвалăр, ӗмӗтленни çитӗ. Вак ӗçсем ăнаççӗ. Вӗренни усса кайӗ. Тимлӗ пулни ӗçри йăнăшран хăтарса хăварӗ. Юратура çăмăллăнах такам пуçне те çавăрма пултаратăр. Лайăх ӗçленӗшӗн преми илме пултаратăр. Ачасен енӗпе тăкакланма тивӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: