Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Юратури хутшăнусем çепӗç пулӗç

Эрнелӗх гороскоп 04.10 – 10.10

ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере çемьеллисен ачасемпе çыхăннă тăкаксем ӳсеççӗ, перекетлӗрех пулăр. Мăшăрпа вăрçăнас темесен укçа-тенкӗ çинчен ан калаçăр. Юридиципе çыхăннă ыйтăва татса пама аван вăхăт. Ӗçлӗ хутшăнусем ăнаççӗ. Юратура кăткăс самантсем пулӗç, чăтăмлă пулни кирлӗ. Пӗчченнисем çӗнӗ туса шанма пăрахнипе унран сивӗнӗç.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрнере килпе, çемьепе çыхăннă ӗçсем тӗп вырăнта пулӗç. Кил техникипе асăрханса усă курăр, ток çапма пултарать. Туртма пăрахма, сиплев процедурисем тума аван вăхăт. Ӗçтешсем пулăшнине кура ӗçре çăмăл пулӗ. Юратура чи çирӗп мăшăрсен те тавлашу сиксе тухма пултарать, йăлтах хăвăрт çилленнине пула.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере çынпа –  тăванпа, кӳршӗпе, пӗлӗшпе сахалрах хутшăнăр. Эсир агрессивлăрах пулнипе калаçу сыпăнса пымӗ. Эрне варри романтикăлла паллашупа тӗлпулушăн ăнăçлă. Юратури хутшăнусем çепӗç пулӗç. Çапах савнирен ытлашши ан ыйтăр.

РАК 22.VI – 22.VII
Çанă тавăрса ӗçлесен те ку эрнере укçа кӗтмелле мар. Тăкакпа тупăш балансне шайлаштарма вӗренӗр. Кил е компьютер техники çӗмрӗлнине пула тăкаксем ӳсӗç. Укçана пула юлташпа е çывăх тăванпа  вăрçăнма пултаратăр. Эрне вӗçӗнче хăнана чӗнни хутшăнусене йӗркелеме пулăшӗ. Юратнă çынна хаклатăр-тăк, ун интересӗсене хăвăрăннинчен çӳлерех хурăр.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнере амбицисене чакарса пуçарусенчен тытăнса тăрăр. Хăш чух мӗн чуль ытларах вăй хуратăр, тӗллев çавăн чухлӗ инçерех пулӗ. Хăвăрла кăна тусан чăрмавсем тупăнсах пырӗç, уйрăмах ӗçре. Эрне варринчи хутшăнусем лайăхрах пулӗç. Вăрçăннă енсене килӗштерсе авторитетăра ӳстеретӗр. Юратнă çынпа тӳрӗ пулăр, ултава вăл каçармӗ. Пӗчченнисен пӗрре курнă çынна шанмалла мар.    

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Хăвăра япăхрах туйнипе активлăх чакать. Лару-тăрăва япăхлатас мар тесен ӗçре тавра çул ан шырăр. Ыр ята упрани кирлӗрех. Укçа-тенкӗ енчен ăнать, ӗмӗтленнӗ япалана туянма пултаратăр. Юратнă çынпа хутшăнусем аванланӗç, туйăмсем те çивӗчленӗç. Анчах кӗвӗçӳрен пурпӗрех хăтăлаймастăр.

ТАРАСА 24.IX – 23.X
 Ку эрнере лăпкăлăх çинчен манма тивет. Лару-тăрăва кӗтмен çӗртен улăштаракан пулăмсем пулӗç. Юлташсемпе вăрçăнас килмесен хальлӗхе вӗсемпе тӗл ан пулăр. Ырă хыпар килӗ. Эрнен тепӗр çурри харпăр ӳсӗмшӗн ăнăçлă, талантăра кăтартма шанăç пулӗ. Юратура пӗр-пӗрне ăнланманнипе хирӗçӳсем сиксе тухӗç.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Хăвăр тӗллӗн ӗçлеймӗр – чăрмавсем пулӗç. Аслăрах тăванăр хăйӗнсӗр пӗр утăм та тутармӗ. Сывлăха çирӗплетме аван вăхăт, сиплев процедурисем тăвăр. Юратури хутшăнусем лайăхланаççӗ. Пӗчченнисем çӗнӗ пӗлӗшпе интересленӗç. Мăшăрсен туйăмӗсем нихçанхинчен вӗрирех пулӗç.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
 Эрне пуçламăшӗнчех çӗр ыйтăва татса паратăр. Анчах вăй вӗçсӗр мар, çавăнпа пуçланине вӗçлеме пӗлӗр. Юнкунран пурнăç савăнăçлă пулӗ, çӗнӗ туссем тупатăр. Юратура манăçми ырă самантсем те, чӗрене ыраттараканни те пулӗ. Туйăмсем çӗкленнипе пӗрле сивӗнме те пултараççӗ. Савни тимлӗ пулни юратăва упраса хăварӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрнере юрату тӗп вырăнта пулӗ. Савнă çынпа, мăшăрпа ытларах вăхăт ирттерес килӗ. Хутшăнусенче тимлӗ пулма тăрăшăр, харпăр интерессене çӳлерех ан хурăр. Карьерăра та ӳсӗм тăвас килӗ. Хăвăр ума çирӗп тӗллев лартсан ӗмӗт пурнăçланатех.   

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Çемьери хутшăнусене упраса хăварас тесен çивӗч темăсене ан çӗклӗр. Ку çăмăл мар, хăвăр чӗнмесӗр тăрсан та мăшăр хӗтӗртсех тăрӗ. Ӗçре те çавах. Эрне вӗçнелле ку иртӗ. Интереслӗ çулçӳреве кайма, вӗренме кӗме май пулӗ. Экзаменсенче ăнать. Пӗчченнисем ирӗклӗхпе савăнса савнисене перчетке пек улăштарӗç. Мăшăрлисен айккинелле каясран сыхланмалла.  

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
 Ку эрнере нумай ӗçлеме тивӗ, йывăрлăхсемсӗр те мар. Çапах сывлăх çинчен ан манăр. Ан васкăр, унсăрăн йăнăшсем туса пӗтеретӗр. Нерв системине упрăр. Эрне варринчен ырă тапхăр пуçланать, çав шутра юратура та. Шăматкун романтикăлла вăрттăн тӗлпулу кӗтет. Пӗчченнисене улталама пултараççӗ, каланă кашни сăмаха ан шанăр.   

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев