Ăшаланă автан сăхмасăр...

Кайăк-кӗшӗк грипӗ Чăваш Енрен куçнине республикăра йышăнмаççӗ
Ӗнер Чăваш Ен вице-премьерӗ Сергей Аратмонов Шупашкар район депутачӗсен пухăвне хутшăннă. Унта районăн 2018 çулăн пӗрремӗш çур çулӗнчи ӗçӗсене пăхса тухнă. Ытти ыйтусен шутӗнче тӗлпулура кайăк-кӗшӗк гриппне те сӳтсе явнă.
Кайăк-кӗшӗк грипӗ Чăваш Республикинчен Тутарстана тата Чулхула облаçне сарăлнине Чăваш Ен йышăнмасать. Артамонов сăмахӗсемпе, уйрăм предпринимательсем чăхăсене Ростов облаçӗнче илнӗ те Тутарстанра санкцилемен вырăнсенче сутма пуçланă. Унта çакланнă та. Чăваш Республикин ветеринарӗсем умӗнче чăх-чӗп продукцине сутас ӗçе хытăрах тимлеме хушнă правительстворан.
Çав вăхăтра тăванла республикăри 6 районра чирлӗ кайăксене тупса палăртнă. Патăрьел, Комсомольски, Çӗрпӳ, Елчӗк районӗсенчи карантина кӗртнӗ вырăнсенче килти кайăк-кӗшӗке хуçалăхсенчен илес, вӗсемшӗн укçа компенсацийӗ парас, витесене дезинфекцилес ӗçсем пыраççӗ.
Анчах нимӗн те тăваймăн. Кайăк-кӗшӗк грипне пула Тутарстанри 5 районра тӗл-тӗл карантин кӗртме тивнӗ. Камское Устьере, Апас районӗнчи Каратунпа Кӗçӗн Кокуз, Çӗпрел районӗнчи Шланга, Кайпăç районӗнчи Ульянково, Теччӗ районӗнчи Вожжи ялӗсенчи 21 хуçалăхри 900 кайăка ветеринарсем çунтарса янă. Анализсем ветеринари лабараторийӗнчен таврăнман пулсан та, хăш хуçалăхра чăхă е хур-кăвакал вилнӗ – килти ытти кайăк-кӗшӗке вутра çунтараççӗ. Хушу çапларах.
Нумай пулмасть Пăва районӗ те хушăнчӗ карантинлисем çумне. Кунта Вольный Стан, Камброд, Анат Наратбаш ялӗсенче кайăксен виллисене асăрханă.
Ветеринарсем çынсене асăрхаттараççӗ пулин те, хăрушлăх вăхăтӗнче хур-кăвакала усрас йӗркесене пурте пăхăнасшăнах мар. Карантин кӗртнӗ вырăнсенче килти кайăксем урамра, кӳлӗсенче ирӗккӗн çӳренине асăрхама пулать. Вырăссем каларăш, ăшаланă автан çыртмасăр... Хуçисене штраф памасăр чарăнмаççӗ ӗнтӗ урама кăларма пирӗн çынсем. Кăлармасан – картара шăв-шав кунӗпе.
(ЧР Ял-хуçалăх министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем)
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
24 февраля 2021 - 14:47Ăмсанаканăн пуçӗ пăтранать, вара хăй мӗн тунине те ăнланмасть Ăмсанни вăл çапăçнинчен те юрăхсăртарах. Çапăçаканни сăлтавӗ пӗтсен çапăçма пăрахать. Каçару ыйтма та пултарать. Ăмсанакан вара нихăçан та юлташ пулмӗ. Пӗрремӗшӗ хирӗçтăрăва уççăн кăтартать, иккӗмӗшӗ – вăрттăн. Çапăçаканӗ хăйне мӗн килӗшменнине куçран калать, ăмсанакан вара ейкеленет, пăрăнать», – тенӗ Çветтуй. Ак пурнăçран тӗслӗх илер. Икӗ çын лайăх ӗç укçиллӗ вырăншăн тупăшать. Енчен те вӗсем кăмăл-сипет енчен чухăн, пурлăх енчен вара кăмăлӗ пысăк пулсан вӗсен хушшинче хирӗçтăру тухатех. Пӗри ӗмӗтленнӗ должноçа илсен уншăн конфликт пӗтет, тепри вара....4600
-
24 февраля 2021 - 08:32Чӑвашла кино Тутарстанпа утать "Кинон куракана вӑл кинозалта ларнине мантармалла", – тенӗ Роман Полански режиссер. Чӑвашла кино ҫакна тума пултарчӗ6800
-
23 февраля 2021 - 20:51«Сувар» авторӗн Альберт Кольцовăн çӗнӗ кӗнеке тухрӗ – кайăксем çинчен Кӗнеке авторӗ кайăк-кӗшӗкӗн пурнăç циклне кăна мар характерне, тыткаларăшне лайăх пӗлни курăнать. Килти кайăка мӗнле пăхса ӳстермеллине, ӗрчетмеллине вара унран аванрах пӗлекен çынна, чăнах, пӗлместӗп.10800
-
23 февраля 2021 - 20:03Чăваш кино кунӗсем Хусанта старт илчӗç Ура! Пӗрремӗш хут Тутарстанра Чăваш кино кунӗсем иртеççӗ. Анлă мероприяти Хусанта старт илчӗ. Тӳрех калатăп, кинолентăсем çав тери пӗлтерӗшлӗ те паха шайра пуласса малтан шутламанччӗ, кӗтменччӗ. Пысăк тав Чăваш Ен кинематографисчӗсене чăваш культурипе историне тӗпе хурса çакăн пек картинăсем ӳкернӗшӗн. Хусанта Кино кунӗсем старт илни вара ăнланмалла япала. Урăхла мӗнле-ха? Ӗлӗк та Хусан хули чăваш культури аталанăвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ те паллă хула пулнă, халӗ те вăл пирӗн историпе тачă çыхăнура тăрать. Ырантан Чăваш кино кунӗсем Тутарстанри районсенче пуçланаççӗ. Куракансен тăватă кинокартинăпа паллашма май пулать. Çавсен шутӗнче: «Юман», «В красном море», «Наследие», «Туса лартăп шурă çурт».9300
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.6701
-
19 февраля 2021 - 09:54Юратнă аттене, кукаçее, асаттене, тăвана чун-чӗререн юратса юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнче пурăнакан Юрий Григорьевич НИКИТИН февралӗн 7-мӗшӗнче 70 çул тултарчӗ9002
-
19 февраля 2021 - 09:48Чăваш Енри пӗтӗм тăванӗсем саламлаççӗАксу поселокӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Çарăмсан районӗнчи Анат Каменка участокӗнче тăрăшакан врач, юратнă Алевтина Александровна ПРОСВИРКИНА февралӗн 19-мӗшӗнче юбилейне паллă тăвать8600
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ241400
-
21 февраля 2021 - 10:27Тӑван чӗлхе кунӗпе! Паян – Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ. Тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртни Бангладеш тӗп хулинче, Даккере, 1952 ҫулта тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, хӑйсен чӗлхине ҫӗр-шывӑн патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ студентсене полицейскисем персе вӗлернине асра тытнипе ҫыхӑннӑ.25401
-
22 февраля 2021 - 12:15«Тăван çӗршывра тăнăçлăх хуçалантăр», – теççӗ хӗсмет тивӗçне чыслăн пурнăçлакан Никифоровсем Тӗлӗнмелле майпа шăвать çын пурнăçӗ. «Ăраскал мӗнле вӗт», – тетпӗр эпир ку е вăл пӗлӗш çинчен калаçнă май. Анчах та шăпана эпир ытларах чухне хамăр тăрăшулăхпа, ӗçченлӗхпе йӗркелесе «çырса» пымастпăр-ши? Валентин Никифоров подполковник та çаплах çирӗплетет. Нурлат районӗнчи Кивӗ Чаллă ялӗнче çуралса ӳснӗ чăваш ачи РФ ракета çарӗсенче хӗсмет иртекен офицерсен династине пуçарса янă. Çемье историйӗ вӗсен тарăнах та мар-ха. Анчах та питӗ пуян та мухтава тивӗçлӗ. Аванни – веçех малашне.19101
-
21 февраля 2021 - 12:23Рустам Минниханов Тутарстанра пурăнакансене Халăхсен хушшинчи тăван чӗлхе кунӗпе саламланă «Республикăра кăçал Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне ирттерни чӗлхесемпе культурăсене сыхлассинче çӗнӗ шая çӗкленме пулăшӗ тесе шутлатпăр. Пӗрле Тутарстанра пурăнакан халăхсен чи çивӗч ыйтăвӗсене татса пама май килӗ тесе шутлатăп», – тенӗ республика ертӳçи.18600
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика