Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
РАЙОНСЕНЧЕ

Марий Элти «хӗрлӗ» совхоз Раççей шайӗнчи канашлусем ирттерет

Марий Элти Шелангер поселокӗнчи çӗршывӗпе паллă аш-какай комбинатӗнче агропромышленность комплексӗнче ӗçлекенсен Пӗтӗмраççейри канашӗ иртрӗ. Ялăн социаллă тата экономика аталанăвӗ - çӗршывăн продовольстви хăрушсăрлăхӗн тата никама пăхăнманлăхӗн никӗсӗ пулни Раççейри 52 регион представителӗсене пухнă канашлăвăн тӗп теми пулчӗ. Унта çӗршыври АПК специалисчӗсем, хуçалăхсен ертӳçӗсем, чиновниксем - пурӗ 600 ытла çын хутшăнчӗç....

Марий Элти Шелангер поселокӗнчи çӗршывӗпе паллă аш-какай комбинатӗнче агропромышленность комплексӗнче ӗçлекенсен Пӗтӗмраççейри канашӗ иртрӗ. Ялăн социаллă тата экономика аталанăвӗ - çӗршывăн продовольстви хăрушсăрлăхӗн тата никама пăхăнманлăхӗн никӗсӗ пулни Раççейри 52 регион представителӗсене пухнă канашлăвăн тӗп теми пулчӗ.

Унта çӗршыври АПК специалисчӗсем, хуçалăхсен ертӳçӗсем, чиновниксем - пурӗ 600 ытла çын хутшăнчӗç. Мускавран Геннадий Зюганов та килнӗччӗ. Тутарстан делегацине çак мероприятире ТР Президенчӗн тивӗçӗсене пурнăçлаканӗ, республикăн Премьер-министрӗ Ильдар Халиков ертсе пычӗ. Вӗсене совхоз ертӳçи Иван Казанков хапăл туса кӗтсе илчӗ.

Ильдар Халиков палăртнă тăрăх, «Звениговский» аш-какай комбиначӗн продукцине Тутарстанра кăна мар, Раççейре те лайăх пӗлеççӗ, çавăнпа та канашлăва унăн территорийӗнче ирттерни тӗрӗс.

Премьер-министр сăмахӗсемпе, Тутарстан типӗ тăнă 2015 çулта та начар мар тыр-пул пухса илнӗ, Раççейри чи пысăк выльăх-чӗрлӗх кӗтӗвӗ усракан република (унăн шучӗ Тутарстанра 1 млн пуçран иртнӗ) хӗл каçмалли апат та çителӗклӗ хатӗрленӗ. Çӗршывăн ял хуçалăх продукциӗн 4 процентне Тутарстанра ӳстереççӗ. Раççейри сӗтӗн 6 процентне пирӗн республикăра суса илеççӗ. Агропромышленность комплекӗнче малта пыни республикăна хамăрăн çăкăрпа, çăмартапа, аш-какайпа, сахăрпа, сӗтпе, çӗр улмипе тивӗçтерме май парать.

Ял хуçалăх направленнине ăнăçлă аталантарса Тутарстанра пӗлтӗр çӗр ӗçченсем çитӗнтерекен продукцине тирпейлекен 4 производство хута янă. Муниципалитетсенче выльăх пусмалли 70 пункт ӗçлет. Тирпейлекен предприятисене çӗнетес тесе 2015 çулта 11 млрд тенкӗ укçа хывнă.

Республикăра уйрăм çынсен тата хресчен хуçалăхӗсен аталанăвне те пысăк тимлӗх уйăраççӗ. «Вӗсем республикăри вылăхсен виççӗмӗш пайне усраççӗ тата ял хуçалăх продукцийӗн çуррине ӳстереççӗ», - тесе пӗлтерчӗ И.Халиков.

Тутарстан Президенчӗн тивӗçӗсене пурнăçласа пыракан Премьер-министр çавăн пекех ялта ӗçлекен çамрăк специалистсене тӗрев парасси çинчен те каласа пачӗ. Кунта вӗреннӗ вăхăтра парăнакан хушма стипендисем те, «подъемнăй» та, хушма тӳлев те. Тата питӗ пӗлтерӗшлӗ япала, çурт тума субсиди илме приоритет пурри.

«Республика Президенчӗ Рустам Минниханов аграрисен умӗнче лартнă задача тăрăх, ял хуçалăх продукцине туса кăларасине çулсерен сахалтан та 5 процента ӳстермелле тата унăн хушма тӳлевӗ чи пысăкки пултăр тесе тăрăшмалла», - палăртрӗ Ильдар Халиков.

Унсăр пуçне республика ертӳçисем ял çине Тутарстанри нумай нациллӗ халăхăн йăли-йӗркисемпе чӗлхине упракан вырăн пек пăхни çинчен каларӗ Премьер-министр.

Аграрийсен форумӗ çинчен калас пулсан, хăнасене совхозăн техникине кăтартрӗç. Марий Элăн кăна мар, кӳршӗри регионсен ял хуçалăх çитӗнӗвӗсемпе те паллаштарчӗç. «Звениговскине» республика влаçӗсем пулăшмаççӗ. Вăл кризиссенчен хăй тӗллӗн тухать, çитменнине производство калăпăшне 20 процент таранччен ӳстерме ту пултарнă. Çакă, паллах, ӗçлекенсен шалăвне ӳстерме те, социаллă ыйтусене татса пама та майсем уçать. Дотациллӗ республикăри предприяти миллиард тенкӗлӗх налогсем тӳлет, çав вăхăтра влаçсем «хӗрлӗ» совхоза илсе килекен çулсене те юсама васкамаççӗ. Раççей шайӗнчи форумсем ирттерсе çак хуçалăхра ӗçлекенсем хăйсен пӗлтерӗшӗпе хăватне тата та çӗклерӗç тесе калас килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев