Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Лениногорск (Лениногорский)

Лениногорск районӗнчи чăваш центрӗн отчетпа суйлав конференцине 25 çын хутшăннă

Май уйăхӗн 13-мӗшӗнче Лениногорск хулинчи Халăхсен Туслăх Çуртӗнче Чăваш наципе культура центрӗ отчетпа суйлав конференцийӗ ирттернӗ. Конференцие Лениногорск районӗн пуçлăхӗн çумӗ Сергей Тимаков, ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн пайташӗ Артем Носков тата ТР Çамрăксен асамблеинчи чăваш çамрăкӗсен ертӳçи Марина Кудряшова хутшăннă. Пуху умӗн «Шурă хурăн» халăх фольклор ансамблӗ концерт кăтартнă. Ун хыççăн...

Май уйăхӗн 13-мӗшӗнче Лениногорск хулинчи Халăхсен Туслăх Çуртӗнче Чăваш наципе культура центрӗ отчетпа суйлав конференцийӗ ирттернӗ.

Конференцие Лениногорск районӗн пуçлăхӗн çумӗ Сергей Тимаков, ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн пайташӗ Артем Носков тата ТР Çамрăксен асамблеинчи чăваш çамрăкӗсен ертӳçи Марина Кудряшова хутшăннă.

Пуху умӗн «Шурă хурăн» халăх фольклор ансамблӗ концерт кăтартнă. Ун хыççăн Чăваш наципе культура центрӗ ӗçӗ пирки ЧНКЦ председателӗ О.А.Орлова тухса отчет тунă. Районсенчи ЧНКЦ-сенчи пӗтӗмӗшле лару-тăру пирки ТР ЧНКА Канашӗн представителӗ А.П.Носков тухса калаçнă. Вăл Лениногорскри ЧНКЦ ӗçне ырланă. Тивӗçлӗ çынсене грамотăсемпе те чысланă. Лениногорск районӗн пуçлăхӗн çумӗ Сергей Вячеславович Тимаков ЧНКЦ председателӗнче О.А. Орловăна хăварма сӗннӗ. Пухăва хутшăннисем пурте ку шухăхпа килӗшнӗ. Тӗлпулура Лениногорск районӗнчи чăваш çамрăкӗсен лидерне те палăртса хăварнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев