Сувар

Сӗрӗм тивнӗ

Ку пысăк инкек августăн 27-мӗшӗнче Лениногорск районӗнчи Петропавловка ялӗнче пулнă. Кунти пӗр çемьен пӗр кунра харăсах виçӗ вилене пытарма тивнӗ. Следствирен курăннă тăрăх, инкекӗн сăлтавӗ каллех асăрханусăрлăх. 37-ри хӗрарăм упăшкипе, 2008 тата 2012 çулта çуралнă хӗр ачисемпе пӗрле хунямăшӗ патне çӗрулми кăларма килнӗ пулнă. Каçхине вара ачисемпе пӗрле мунчана кайнă....

Ку пысăк инкек августăн 27-мӗшӗнче Лениногорск районӗнчи Петропавловка ялӗнче пулнă. Кунти пӗр çемьен пӗр кунра харăсах виçӗ вилене пытарма тивнӗ. Следствирен курăннă тăрăх, инкекӗн сăлтавӗ каллех асăрханусăрлăх.

37-ри хӗрарăм упăшкипе, 2008 тата 2012 çулта çуралнă хӗр ачисемпе пӗрле хунямăшӗ патне çӗрулми кăларма килнӗ пулнă. Каçхине вара ачисемпе пӗрле мунчана кайнă.

Темиçе сехетрен хунямăшӗ кинӗпе мăнукӗсем çавах çуккине асăрхасан мунчана кайса пăхма шутланă. Алăка шалтан питӗрнипе тӳрех кӗреймен вăл. Тăванӗсемпе пӗрле алăка çӗмӗрсе кӗме тӳр килнӗ. Анчах пурпӗр кая юлнă, кинӗпе мăнукӗсем ку вăхăтра сӗрӗм тивнипе вилсе кайнă. Хальхи вăхăтра ку факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, пулса-иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
  • 22 мая 2018 - 16:38
    Çуллахи Микула çитрӗ, çырчаллисем Уява пуçларӗç Каçхи вăйăсем ӗлӗк шăпах майăн 21-мӗшӗнче пуçланнине шута илсе çырчаллисем çак датăна, вăл хăш куна лексен те, улăштармаççӗ.
    35
    0
    1
  • 22 мая 2018 - 14:41
    Ырă ӗç нумай çула Теччӗри паллă меценат Николай Сергеев майăн 22-мӗшӗнче Хусанти чиркӳре ыркăмăллăх апатлантарăвне йăлт хăй шутӗнчен ирттерчӗ. Кам-тăр ыйтнипе мар, хăй кăмăлӗпе.
    24
    0
    0
  • 22 мая 2018 - 09:13
    «Каравонра» Надежда Бабкина юрлать «Каравона» 11 регионтан пурӗ 150 ушкăн, 130 ал ăсти килет. Фестивале Хусантан тӳлевсӗр автобуссем йӗркелеççӗ.
    32
    0
    0
  • 21 мая 2018 - 18:27
    Эпир пурте пӗр шухăшлăччӗ... Кун-çул утти пӗр шелсӗр пирӗн ретрен юлташсене пӗрерӗн-пӗрерӗн туртса кăларать. Акă майăн 20-мӗшӗнче Константин Валентинович Миндрюковăн та чӗри тампа чарăнчӗ...
    47
    0
    0
  • 21 мая 2018 - 17:44
    5-ри Мишăна пулăшу кирлӗ! 5-ри Мишăна Европăра операци тумашкăн 3,2 миллион тенкӗ укçа кирлӗ, ăна унта кăна пулăшма пултараяççӗ.
    25
    0
    0
  • 21 мая 2018 - 17:05
    «Раççей çăлкуçӗсем» Шупашкартан каять? Чăваш Ен Республика кунӗн тӗп мешехисем Красноармейски районӗнче, Шупашкарта Хӗрлӗ тӳремре пулаççӗ. Июнӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта пӗтӗм чăваш Акатуйӗ иртет, 24-мӗшӗнче Петербургри Раççей этнографи музейӗнчен илсе килекен курава уçаççӗ...
    73
    0
    0
  • 21 мая 2018 - 15:57
    Çуркунне 3200 каччă салтак атти тăхăнать Çурхи призывра повестка илнисенчен 3200 каччă çар ретне тăрать. Вӗсенчен 20-шӗ Президент тата Преображени полкӗсене каять.
    19
    0
    0
  • 21 мая 2018 - 14:39
    Проблема çине куç хупни вăл çуккине пӗлтермест ВИЧ инфекцийӗ, урăхла каласан, этемӗн иммунитет дефицичӗн вирусӗ. Паянхи кун çак хаяр чир пирки информаци çителӗклӗ пулсан та пурпӗрех ВИЧ пуррисем енӗпе вăйлă дискриминаци пырать...
    7
    0
    0
  • 21 мая 2018 - 14:03
    Тарасасен «ÇУК» теме вӗренмелле Харпăр плансенче ыттисен ним ӗç те çук, сăмсисене ан та чикчӗр. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ лайăхланать...
    8
    0
    0
  • 21 мая 2018 - 13:55
    Сосиска – пулăран Пирӗн меню: пулăран сосиска тата яшка фрикаделькăпа.
    9
    0
    0
  • 18 мая 2018 - 13:03
    «Мунча шăрши»
  • «Аталан» форум – 2018
  • 22 мая 2018 - 14:23
    «Миссис Россия» кăçал чăвашла та калаçать
    Чăваш хӗрарăмӗ ӗçчен, ăслă, яваплă, тăрăшуллă, веçех пултарнине пурте пӗлеççӗ, анчах хăй вăл юратупа хисепе тивӗçлине манать. Эпӗ хамăн сăнар урлă чăваш хӗрарăмӗ çак тивӗçсемпе пӗрлех çепӗç, юратакан анне, мăшăр пулнине кăтартасшăн...
    50
    0
    0
  • 26 февраля 2018 - 08:41
    Салам хакӗ 600-1000 тенкӗ Мартăн 1-мӗшӗнчен саламлассинче кăшт улшăнусем пур: халӗ 600 тенкӗлӗх салама 600 паллă таранах (пробелсемпе) çырма юрать. 600-тен 1000 паллă таран салам унчченхи пекех 1000 тенкӗ. Редакци.
Ночной режим