Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Лениногорск (Лениногорский)

Пирӗн Мария Исаева «Лениногорск илемӗнче»

Мускавра çак кунсенче «Раççей пикине» суйларӗç пулсан, Лениногорскра районти нацисен чи хитре те пултаруллă пикисене палăртрӗç. Кунти Туслăх çурчӗпе Культура керменӗ пуçласа пӗрремӗш хут районти наци хӗрӗсен хушшинче «Лениногорск илемӗ» конкурс ирттерчӗ. Ăна Раççейри наципе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă вӗсем. Конкурса ултă наци представителӗ хутшăннă. Паллах, чăвашсем те айккинче юлман....

Мускавра çак кунсенче «Раççей пикине» суйларӗç пулсан, Лениногорскра районти нацисен чи хитре те пултаруллă пикисене палăртрӗç. Кунти Туслăх çурчӗпе Культура керменӗ пуçласа пӗрремӗш хут районти наци хӗрӗсен хушшинче «Лениногорск илемӗ» конкурс ирттерчӗ. Ăна Раççейри наципе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă вӗсем. Конкурса ултă наци представителӗ хутшăннă. Паллах, чăвашсем те айккинче юлман. Наци илемӗпе КНИТУ (КАИ) Лениногорскри филиалӗнче экономиста вӗренекен, 19 çулти Мария Исаева паллаштарнă.

Тӗпрен илсен, ку конкурс ытти илем конкурсӗнчен питех уйрăлса та тăман. Хӗрсем хăйсен пултарулăхне «Эпӗ хамăн халăхăн хӗрӗ» визиткăра, наци апат-çимӗçӗ, пултарулăх конкурсӗсенче тата дефилере кăтартнă. Конкурс пӗрремӗш хут иртнӗрен йӗркелӳçӗсем хальхинче çӗнтерӳçӗсене уйрăммăн палăртма тӗллев лартман-мӗн, конкурсанткăсене «Халăх чунӗ», «Наци колоричӗ», «Çепӗç чӗлхе», «Туслăх элчи», «Халăх йăли-йӗркин управçи», «Халăхăн кӗмӗл сасси» номинацисенче чысланă. Чăваш хӗрӗ Мария Исаева вара «Наци колоричӗ» номинацие тивӗçнӗ. Сăмах май, чăваш пикине халăхăн илемӗпе, культурипе паллаштарма районти ЧНКЦ (ертӳçи О.Орлова) тата Лениногрск хулинчи «Шурă хурăн» чăваш ансамблӗ (ертӳçи Г.Садовников) пулăшнă.

Çапла ку конкурсран пӗр конкурсантка та коронăсăр кайман. (Сăнӳкерчӗк Лениногорскри Туслăх çурчӗн).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев