Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Лениногорск (Лениногорский)

Лениногорскра юн тымарӗсен центрӗ уçăлать

Лениногорск районӗнчи тӗп больница çумӗнче 30 вырăнлăх юн тымарӗсен центрне уçма палăртнă, пӗлтерет ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби. Вăл республикăн кăнтăр хӗвелтухăçӗнче виççӗмӗш центрӗ пулса тăрӗ. Элметпе Пӗкӗлмере ӗçлекен центрсем ку тăрăхри чирлисене пурне те пăхса çитерейменнипе уçма шутланă ăна. Пуç миминчи юн çаврăнăшӗ пăсăлнипе аптракансем йышлансах пыни те хистенӗ...

Лениногорск районӗнчи тӗп больница çумӗнче 30 вырăнлăх юн тымарӗсен центрне уçма палăртнă, пӗлтерет ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби. Вăл республикăн кăнтăр хӗвелтухăçӗнче виççӗмӗш центрӗ пулса тăрӗ. Элметпе Пӗкӗлмере ӗçлекен центрсем ку тăрăхри чирлисене пурне те пăхса çитерейменнипе уçма шутланă ăна. Пуç миминчи юн çаврăнăшӗ пăсăлнипе аптракансем йышлансах пыни те хистенӗ çак утăма тума.

Паянхи куна Тутарстанра 17 юн тымарӗсен центрӗ ӗçлет, çав шутра улттăшӗ Хусанта. Юн тымарӗсен тӗп центрӗ МКДЦ никӗсӗнче тӗпленнӗ. Центрсенче диагностикăн çӗнӗ технологийӗсемпе усă курни чире вăхăтлă палăртма май парса чирлисене ăнăçлă сипленме пулăшать. Вӗсем çын чӗрӗ те сывă юлассин шанăçне ӳстереççӗ. Республикăри юн тымарӗсен центрӗсем тăрăшнипе инсультран вилессин шайне 43 процента чакарма пултарнă.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев