Последние новости - стр новостей
-
26 февраля 2021 - 21:42Виталий Станьяла пысӑк наградӑпа чысланӑПаян Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ, ҫивӗч ӑслӑ-тӑнлӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ ҫынсенчен пӗри, Виталий Станьял (Никитин), сумлӑ наградӑна тивӗҫнӗ
-
26 февраля 2021 - 20:29«АТАЛАН» СĂВĂ КОНКУРСНЕ ПӖТӖМЛЕТРӖ5 çултан пуçласа 50-ран иртнисем таранах сăвă каласа ăмăртрӗç
-
26 февраля 2021 - 20:02Конкурс часах вӗҫленетХутшăнас текенсем çине тăрса ыйтнипе комисси конкурса килекен материалсене йышăнассине редакци мартăн 5-мӗшӗччен тăсма шутларӗ
-
26 февраля 2021 - 19:54Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗKам-ха, кам çак халăха пӗлмест: Вăл çӗр пин сăмахпала пуплет, Çӗр пин юрă-çемӗ кӗвӗлет, Çӗр пин тӗслӗ тӗрӗ вăл тӗрлет. П.Хусанкай.
-
26 февраля 2021 - 12:56ТЕЧЧӖ ÇӖРӖНЧЕ ПУРĂНАТĂП, ТĂВАН ЧӖЛХЕПЕ КАЛАÇАТĂПТаврапӗлӳ мероприятийӗ халăхсен йăли-йӗркипе паллаштарчӗ
-
25 февраля 2021 - 13:14Кума, атя кино курма!Вӑл Нурлат районӗнчи Якаелӗнче ҫуралса ӳсни, урамра Кама леш енчи шартламасем хуҫалансан та, тӗлпулусене уйрӑм ӑшӑлӑх туйӑмӗ кӗртрӗ. Ентеш-режиссёр "Священная роща чувашского кинематографа" фильма презентацилерӗ.
-
25 февраля 2021 - 10:52СалаваTIK - Әпипә / Татарская народная песня /Присоединяйся к "СалаваTik"ам.
-
24 февраля 2021 - 14:47Ăмсанаканăн пуçӗ пăтранать, вара хăй мӗн тунине те ăнланмастьĂмсанни вăл çапăçнинчен те юрăхсăртарах. Çапăçаканни сăлтавӗ пӗтсен çапăçма пăрахать. Каçару ыйтма та пултарать. Ăмсанакан вара нихăçан та юлташ пулмӗ. Пӗрремӗшӗ хирӗçтăрăва уççăн кăтартать, иккӗмӗшӗ – вăрттăн. Çапăçаканӗ хăйне мӗн килӗшменнине куçран калать, ăмсанакан вара ейкеленет, пăрăнать», – тенӗ Çветтуй. Ак пурнăçран тӗслӗх илер. Икӗ çын лайăх ӗç укçиллӗ вырăншăн тупăшать. Енчен те вӗсем кăмăл-сипет енчен чухăн, пурлăх енчен вара кăмăлӗ пысăк пулсан вӗсен хушшинче хирӗçтăру тухатех. Пӗри ӗмӗтленнӗ должноçа илсен уншăн конфликт пӗтет, тепри вара....
-
24 февраля 2021 - 08:32Чӑвашла кино Тутарстанпа утать"Кинон куракана вӑл кинозалта ларнине мантармалла", – тенӗ Роман Полански режиссер. Чӑвашла кино ҫакна тума пултарчӗ
-
23 февраля 2021 - 20:51«Сувар» авторӗн Альберт Кольцовăн çӗнӗ кӗнеке тухрӗ – кайăксем çинченКӗнеке авторӗ кайăк-кӗшӗкӗн пурнăç циклне кăна мар характерне, тыткаларăшне лайăх пӗлни курăнать. Килти кайăка мӗнле пăхса ӳстермеллине, ӗрчетмеллине вара унран аванрах пӗлекен çынна, чăнах, пӗлместӗп.
-
23 февраля 2021 - 20:03Чăваш кино кунӗсем Хусанта старт илчӗçУра! Пӗрремӗш хут Тутарстанра Чăваш кино кунӗсем иртеççӗ. Анлă мероприяти Хусанта старт илчӗ. Тӳрех калатăп, кинолентăсем çав тери пӗлтерӗшлӗ те паха шайра пуласса малтан шутламанччӗ, кӗтменччӗ. Пысăк тав Чăваш Ен кинематографисчӗсене чăваш культурипе историне тӗпе хурса çакăн пек картинăсем ӳкернӗшӗн. Хусанта Кино кунӗсем старт илни вара ăнланмалла япала. Урăхла мӗнле-ха? Ӗлӗк та Хусан хули чăваш культури аталанăвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ те паллă хула пулнă, халӗ те вăл пирӗн историпе тачă çыхăнура тăрать. Ырантан Чăваш кино кунӗсем Тутарстанри районсенче пуçланаççӗ. Куракансен тăватă кинокартинăпа паллашма май пулать. Çавсен шутӗнче: «Юман», «В красном море», «Наследие», «Туса лартăп шурă çурт».
-
23 февраля 2021 - 16:23Президент РТ в День защитника Отечества посетил Казанское суворовское военное училищеРустам Минниханов пообщался с суворовцами и сделал с ними памятную фотографию.
-
22 февраля 2021 - 12:15«Тăван çӗршывра тăнăçлăх хуçалантăр», – теççӗ хӗсмет тивӗçне чыслăн пурнăçлакан НикифоровсемТӗлӗнмелле майпа шăвать çын пурнăçӗ. «Ăраскал мӗнле вӗт», – тетпӗр эпир ку е вăл пӗлӗш çинчен калаçнă май. Анчах та шăпана эпир ытларах чухне хамăр тăрăшулăхпа, ӗçченлӗхпе йӗркелесе «çырса» пымастпăр-ши? Валентин Никифоров подполковник та çаплах çирӗплетет. Нурлат районӗнчи Кивӗ Чаллă ялӗнче çуралса ӳснӗ чăваш ачи РФ ракета çарӗсенче хӗсмет иртекен офицерсен династине пуçарса янă. Çемье историйӗ вӗсен тарăнах та мар-ха. Анчах та питӗ пуян та мухтава тивӗçлӗ. Аванни – веçех малашне.
-
22 февраля 2021 - 12:04Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳселӗнче çуралса ӳснӗ Николай Софонов: «БМПна тракторпа танлаштараймăн»Николай Софонов Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Ашшӗ-амăшӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем Тимофейпа Мария Софоновсем, ăна шанчăклă, хăюллă пулма вӗрентсе ӳстернӗ. Çакă Николая Афган вăрçин йывăрлăхӗсене тӳссе ирттерме пулăшнă та каярах. Вăл 108-мӗш дивизин 781-мӗш уйрăм батальонӗн 2-мӗш разведротинче хӗсмет иртнӗ. Икӗ хутчен «Хастарлăхшăн» медале тивӗçнӗ. Николайăн Афганистанри хӗсметпе çыхăннă асаилӗвӗсемпе паллашма сӗнетпӗр сире, хаклă вулакансем.
-
22 февраля 2021 - 11:58Тимофей Туйдуков ачасене Афган вăрçинче хăйӗн куçӗпе курнине каласа пачӗФевралӗн 15-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Çармăс шкулӗнче совет çарӗсене Афганистанран кăларнăранпа 32 çул çитнине халалласа «Афганистан: паттăрлăх тата астăвăм» ятпа асăну мероприятийӗ иртрӗ. Ăна истори вӗрентекенӗ В.Н.Тихонов хатӗрленӗ. Ялти библиотекарь Л.Караева шкулта вӗренекенсене Афган вăрçи çинчен, унта совет салтакӗсем кăтартнă паттăрлăх пирки тӗплӗн каласа пачӗ.