Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Павлă (Бавлинский)

Хусанкай пӗтӗмпе 50 ытла кӗнеке пичетлесе кăларнă

Акă алăра темиçе кĕнеке. Пурин çинче те Петĕр Хусанкай çинчен çырнă статьясем пăхса ларатăп. Хăш кĕнеки çинчен илсен лайăхрах пулать-ши? Пуринче те чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ Петĕр Хусанкай çинчен питĕ илемлĕ çырнă. Çав тери талантлă поэт. Тăван Çĕршыва, тăван халăха, тăван чĕлхене питĕ юратса çырнă сăвăсем вуласа ларатăп. Библиотекарьпе пĕрле вулакансене...

Акă алăра темиçе кĕнеке. Пурин çинче те Петĕр Хусанкай çинчен çырнă статьясем пăхса ларатăп. Хăш кĕнеки çинчен илсен лайăхрах пулать-ши? Пуринче те чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ Петĕр Хусанкай çинчен питĕ илемлĕ çырнă. Çав тери талантлă поэт. Тăван Çĕршыва, тăван халăха, тăван чĕлхене питĕ юратса çырнă сăвăсем вуласа ларатăп. Библиотекарьпе пĕрле вулакансене Петĕр Хусанкайăн пурнăçĕпе тата пултарулăхӗпе тĕплĕнрех паллаштарасшăн.

Малтан алла «Тутарстан чăвашĕсем» ятлă кĕнеке -альбома алла илтӗм. 8-мĕш страницăра чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çырнă «ЕНТЕШСЕМ» сăввине вулатăп.

Тутарстанра çуралнăскер,

Манаймăп эп çĕршывăма.

Ачалăхăм уяр, сенкер

Тӳпе пек тухрĕ ман ума:

Шăрçаланать кун хыççăн кун,

Çул хыççăн çул - çĕкленчĕ чун.

Салам-алликĕм, тантăшсем!

Кăвак йĕмпе, тӳпеттейпе

Чупса çӳрен ярханахсем,

Ăçта эсир? Пĕлместĕп эп.

Тен, хăвăр та эп ăçтине

Пĕлместпĕр пулĕ ку чухне.

Çарран, пилĕксене çыхман

Хура ураллă малайсем,

Эпир тăван Тутарстанран

Салантăмăр çунат ӳссен.

Анчах ачалăх халиччен -

Унта вăл хамăр ялсенче.

Çав кӳршĕллĕ ялсем - чăваш,

Тутар е вырăс ялĕсем -

Иптеш, товарищ та юлташ

Теетчĕç пĕр-пĕрне вĕсем.

Виç сăмахри çав пĕр ăнлав

Пире çĕклерĕ тăванла.

Ку сăвăра Петĕр Хусанкай паянхи кун çинчен çырнă пек. Халĕ чăваш ялĕсенче те пĕтĕм халăх пĕрле туслă пурăнаççĕ. Туйраллăри чăваш шкулĕ хупăнчĕ пулсан та пирĕн ялта бибилиотека - вулав çурчĕ пур. Унта Ирина Вениаминовна Стекольщиковăпа пĕрле Туйраллă шкулĕнче пĕрле ĕçленĕ учительсем те Галина Владимировна Демидовапа Любовь Владимировна Портнова яланах тĕрлĕ мероприятисем ирттерме хутшăнаççĕ.

Январӗн 30-мӗшӗнче чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа, унăн сăввисемпе тата творчествипе тĕплĕнрех вулакансене паллаштарас тесе Васькино-Туйраллăри ял библиотекине пухăнтăмăр.

Петĕр Хусанкай (П́ётр Петрович Казанков)- чăваш сăвăçи, литература тĕпчевçи, публицист, тăлмач. 1907 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче Тутарстанăн Элькей районĕнчи Сиктĕрме (халĕ Хусанкай) ялĕнче çуралнă. 1950 çулта Чăваш АССРан халăх сăвăçи ятне тивĕçнĕ. 1967 çулта К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш АССРăн патшалăх премиĕн, 1969 çулта Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен Чăваш Ен Комсомолăн преми лауреачĕ пулнă.

Петĕр Хусанкай 1934 çултанпа - СССР писателĕсен Союзĕн членĕ, литература ĕçне вăл 1924 çулта пуçăннă.

Аслă вăрçă вăхăтĕнче П.Хусанкай çырнă нумай сăвăсемпе поэмăсенче совет халăхĕн паттăрлăхне сăнласа панă. Вĕсенчен уйрăмах «Таня» тата «Аптраман тавраш» поэмăсем палăрса тăраççĕ.

П.Хусанкакй ача-пăча валли те сахал мар çырнă. «Итлемен Илтепи», «Çарăк», «Кăвакарчăн», «Тĕнчере мĕн вăйлăрах?» тата ытти юмахсенче ĕç халăхĕ мĕн авалтанпах чăнлăха шыранине, мĕне ĕметленнине каласа панă. «Таван çĕршыв» поэмăра автор чăваш çĕршывĕн пуянлăхĕпе унăн илемĕ çинчен, тăванла республикăсен çитĕневĕсем çинчен çырать.

Вăл Чăваш АССРĕн тата РСФСРăн Аслă Канашлăвĕсен депутачĕ пулнă.

Петĕр Хусанкай пĕтĕмпе 50 кĕнеке ытла пичĕтлесе кăларнă. Вĕсенчен 15-ĕшĕ вырăсла тухнă. Чикĕ леш енче те чылай кĕнеке пичетленнĕ. Чи паллисен шутне «Аптраман тавраш» сăвăллă роман кĕрет.

Унăн сăввисемпе поэмисем вырăс, украина, болгар, акăлчан, франци, нимĕç, итали, чех, араб, грузи, тутар тата ытти чĕлхесем çине куçарнă.

1970 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ. Шупашкар хулинче пытарнă. («Чăваш писателĕсем» кĕнекерен, кĕскетнĕ).

Юлашкинчен Галина Демидова «Эпир Раççейре пурнатпăр» сăвва илемлĕ каласа пачĕ. Тата Ирина Вениаминовна «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăвăпа паллаштарчĕ. Любовь Владимировна вара «Чăваш чĕлхи» сăвва вуласа кăтартрĕ.

Мероприяти питĕ кăмăллă иртрĕ. Вулакансем пурте тимлĕн итлесе ларчĕç. Тав турĕç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев