Сувар

Тăлăхсен нушине Çырчалли–Павлă марафонпа аса илтернӗ вăл

Атлет марафона Çырчаллинчи тăлăхсен çурчӗ умӗнчен пуçласа Павлăри тăлăхсен çурчӗ умӗнче вӗçленӗ. Шăрăх çанталăка пăхмасăр 220 километра пӗр пӗчченех иртме пултарнă вăл.

Çырчаллинче пурăнакан Фидан Мухаметов çак кунсенче Çырчаллинчен пуçласа Павлă хулине çитиччен, пӗтӗмпе 220 километр, пӗр пӗччен чупса тухнă. Дистанцие 3 кунра иртнӗ вăл. Çак марафонпа атлет тăлăх çурчӗсенчен тухакан çамрăксен проблеми çинчен аса илтересшӗн пулнă, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА.

Фидан Мухаметов тăлăхсен проблемине çын сăмахӗ тăрăх кăна пӗлмест, хăй çак «шкул» витӗр тухнă. Тăлăхсен çуртӗнче ӳснӗскер, юлташсем сутнине те, хăйне çаратнине те, пӗчченлӗхпе çуклăха та тӳснӗ вăл. Çапах та хăйне алла илме пултарнах, аслă шкултан хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнă. Халӗ вăл ăнăçлă çын: чи чаплă фитнес-клубсенчен пӗринче ӗçлет, çемьеллӗ, ывăл ӳстерет, тӗнче тăрăх та нумай курса çӳрет. Çапах та тăлăхсен проблемине манмасть. Май пур таран пулăшма тăрăшать. Атлет сăмахӗсемпе, Тутарстанри тăлăх ачасемпе ӗçлекен «Наставник» проектăн усси сахал. Мӗншӗн тесен çитӗннӗ тăлăх ачана хăй хӳттине илекен çынсем çукпа пӗрех. Юрать-ха, Çырчаллинче пурăнмалли вырăнсăр, çиме çăкăрсăр тăрса юлнă тăлăхсем валли социаллă хăна çурчӗ йӗркеленӗ. Хальхи вăхăтра унта виçӗ çамрăк пурăнать.

Атлет марафона Çырчаллинчи тăлăхсен çурчӗ умӗнчен пуçласа Павлăри тăлăхсен çурчӗ умӗнче вӗçленӗ. Шăрăх çанталăка пăхмасăр 220 километра иртме пултарнă вăл. Павлăра тăлăхсен çурчӗн ертӳçисемпе, воспитанникӗсемпе пӗрле хула администрацийӗн представителӗсем те кӗтсе илнӗ. Паллах, атлет пушă алăпа килмен. Мухаметовăн юлташӗсем тăлăхсем валли машинăпа текстиль, апат-çимӗç тата пылак парне кӳнӗ.

Вăрăм марафона иртме пултарайнине Çырчалли çынни хăй те ăнлансах пӗтереймест-ха, хальлӗхе,  çапах та тăлăхсен проблеми çинчен общественноçа пӗлтерни ахаль пулманнине шанать. (Фидан Мухаметов архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: