Сувар

Ӗлӗк чăвашсен Мăнкунӗ вырсарникун пулман

Тӗне кӗмен чăвашсен йăли тăрăх, Мăнкуна халӗ те православи Мăнкунӗ умӗнхи юнкунра паллă тăваççӗ. Вӗсем пиçнӗ çăмартана çăкăр çине тураса çеççӗ иккен. Çавăнпа та мăн+кун сăмах та вырăссен пасхинчен (еврейсенчен куçнă «пасех») пулса кайман-тăр, ӗлӗкрех хăй тӗллӗн йӗркеленнӗ уяв пулнă пулмалла. Тӗпрен илсен ку темех мар пек. Çапах çак уяв...

Тӗне кӗмен чăвашсен йăли тăрăх, Мăнкуна халӗ те православи Мăнкунӗ умӗнхи юнкунра паллă тăваççӗ. Вӗсем пиçнӗ çăмартана çăкăр çине тураса çеççӗ иккен. Çавăнпа та мăн+кун сăмах та вырăссен пасхинчен (еврейсенчен куçнă «пасех») пулса кайман-тăр, ӗлӗкрех хăй тӗллӗн йӗркеленнӗ уяв пулнă пулмалла. Тӗпрен илсен ку темех мар пек. Çапах çак уяв умӗн Калăм иртет. Вăл чăвашсен тӗш-мӗшӗпе тӳррӗммӗн çыхăннă. Калăм каç кил-хуралтă тавра сенӗк е кӗрепле утланса йӗр шăйăрса тухнă. Çак каç урама кӗпе-йӗм типӗтме çакса хуман, тухатмăшсем ереççӗ тесе шаннă. Халӗ те хăш-пӗр районсенче çак йăла сыхланса юлнă.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: