Сувар

Павлăра «Елки» камитӗн историйӗ вӗçленмен-ха

«Елки» кинокомедие пула халӗ çӗршывра Павлă хули çинчен илтмен пӗр çын та çук пуль. Фильмăн пӗрремӗш пайӗн сценарийӗ тăрăх, Мария Порошинан героини курант çапнă вăхăтра хăйӗн ӗмӗтне çырнă хут таткине çунтарса Шампань эрехӗпе ӗçсе яма ӗлкӗрейменскер, Ӗпхӳпе Павлă хушшинчи вăхăтăн икӗ сехет уйрăмлăхӗпе усă курас шутпа хулана васкать. «Икӗ сехет...

«Елки» кинокомедие пула халӗ çӗршывра Павлă хули çинчен илтмен пӗр çын та çук пуль. Фильмăн пӗрремӗш пайӗн сценарийӗ тăрăх, Мария Порошинан героини курант çапнă вăхăтра хăйӗн ӗмӗтне çырнă хут таткине çунтарса Шампань эрехӗпе ӗçсе яма ӗлкӗрейменскер, Ӗпхӳпе Павлă хушшинчи вăхăтăн икӗ сехет уйрăмлăхӗпе усă курас шутпа хулана васкать. «Икӗ сехет тăршшӗллӗ» кӗперпе çыхăннă мыскарасем ку тăрăхра яланах пулнă-ха, анчах вӗсене çӗршыв шайӗнчех пӗлмен. Халӗ акă «Елки» кинона пула çак кӗпер çинчен те, Павлă хули пурри çинчен те пурте тенӗ пекех пӗлеççӗ. Тен, ку кинори пек тӗслӗхсем пурнăçра та пулман мар-тăр-ха.

Çавăнпа павлăсем хăсен хулине çапла майпа историе кӗртсе хăварнă «Елки» фильма халалласа Павлăра палăк лартасшăн-мӗн, çакăн çинчен паян ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР Президент пулăшуçи Наталья Фишман пӗлтерчӗ. Сăмах май, ку шухăш «Елки» фильмăн продюсерне Тимур Бекмамбетовăн кăмăлне те кайнă иккен... (И. Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: