Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элмет (Альметьевский)

Хăйсен хушшинче чăвашла калаçнă пулсан тата...

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Элмет чăвашӗсем «Чăваш пики» конкурса мӗнле юратни çинчен сăмахпа каласа кăтартма та çук пулӗ! Хăш ял клубӗнче иртсен те - халăх яланах лăк тулли. Аслисем лараççӗ, çамрăксем ура çинче тăраççӗ. Ноябрӗн 25-мӗшӗнче Клемтелӗнче те çапларах ӳкерчӗке куртăмăр. Пурте курасшăн халăхăн чипер хӗрӗсене, вӗсен сассине итлесшӗн, илемне...

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Элмет чăвашӗсем «Чăваш пики» конкурса мӗнле юратни çинчен сăмахпа каласа кăтартма та çук пулӗ! Хăш ял клубӗнче иртсен те - халăх яланах лăк тулли. Аслисем лараççӗ, çамрăксем ура çинче тăраççӗ. Ноябрӗн 25-мӗшӗнче Клемтелӗнче те çапларах ӳкерчӗке куртăмăр. Пурте курасшăн халăхăн чипер хӗрӗсене, вӗсен сассине итлесшӗн, илемне пăхса киленесшӗн. Курмалăх хӗрӗсем вара çак кун пурччӗ.

ВИÇЕ ÇИНЧЕ

Элметсем «Тутарстанри чăваш пикине» хăçан та тӗплӗн хатӗрленсе килнӗ. Астăватăп, конкурса мӗнле ирттермеллине вӗренме РДК ӗçченӗсем таранччен килетчӗç Хусана. Çак ӗçӗн çимӗçӗсем те хăйсене нумай кӗттермерӗç. Республикăри районсенчен чи хăватлă «Чăваш пики» конкурссене Элмет тăрăхӗнчи чăвашсем ирттерме пуçларӗç. Кун пек чухне конкуренци те вăйлă, паллах.Виçе çинче пикен хăйӗн ячӗ кăна мар, тăван ялăн чапӗ те. Жюрине çăмăл мар пӗтӗмлетӳ тума. Куракансем те малта ларакансем çине витӗмлесе каварлă ӗçне тăваççӗ - хăйсеннине çӗнтерӳçӗ тăвасшăн, паллах.

ХУТШĂНАКАНСЕМ

Камсем-ха çак кун çӗнтерӳçӗ пуç кăшăлӗшӗн кӗрешрӗç? Елизавета Бикбова Патраклăран, Ксения Игнатьева Чăваш Сиреньелӗнчен, Милена Скобелева та çав ялтанах, Карина Туктамышева Клемтелӗнчен, Екатерина Ситриванова Пӳсрекрен, Алина Тихонова Чăваш Сиреньелӗнчен, Алена Айкина Патраклăран, Диана Хавандеева Клемтелӗнчен, Ксения Костюкова Ерӗспелӗнчен. Хăш-пӗр чиперкке иккӗмӗш хут штурмлать иккен «Чăваш пикин» пъедесталне.
Вӗсем валли - пурин валли те парнесем, чечек çыххисем, дипломсем хатӗрлесе хунă, тӗрлӗрен номинацисене çырнă хăюсем те хатӗр. Вӗсене тума йӗркелекенсене спонсорсем нумай пулăшнă. Хусанти çамрăксен пуçарăвӗсене пулăшакан «Благодарение» фонд та, уйрăм усламçăсем те пур чăваш пикисене чыслас текенсен хушшинче.

МУХТАНМАСĂР

Клемтел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Леонид Языков пӗлтернӗ тăрăх, ку конкурса районти мӗнпур чăваш ял тăрăхӗнчен пикесем хутшăнаççӗ. Çак мероприятие клемтелсем лайăх хатӗрленсе кӗтсе илеççӗ. Культура çуртне тӗпрен юсанă. Ялта та улшăнусем нумай. Шыв çулӗ тăваççӗ, аслă çула та юсама тытăннă, часах ялта ача-пăча площадки те пулӗ. Шкул çуртне те юсаса çӗнетнӗ. Унта пуçламăш шкулта 28 ача вӗренет. Аслăраххисем Чăваш Сиреньелне пӗлӳ илме çӳреççӗ. Сулăм укçипе масара тирпейлеме шутлаççӗ. Унта кайса çӳреме çул пултăр тесе щебенка сарнă ӗнтӗ. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗн сăмахӗсемпе обществăлла ӗçре, ял уявӗсенче пулăшакансенчен ытларахăшӗ хăйсене мухтама хушмаççӗ.

ЙӖРКЕЛЕКЕНСЕМ

Хӗрсен пултарулăхне çак кун «Тутарстанри чăваш пики» конкурсăн директорӗ Сильвия Чаркина, ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн председателӗн çумӗ Вера Юнусова, Çарăмсан районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçин тивӗçӗсене пурнăçлакан Лидия Квакова, унăн Элмет районӗнчи ӗçтешӗ Инна Альмукова тата Элметре пурăнакан общество деятелӗ Виктор Шмелев хакларӗç. Хӗрсене конкурса ялсенчи культура çурчӗсен, шкулсен ӗçченӗсем хатӗрленӗ. «Чăваш пикине» йӗркелекенсем вӗсен ячӗпе ырă сăмахӗсене хӗрхенмерӗç, Тав хучӗсемпе наградăларӗç. Хăшне-пӗрне икшер грамота та тиврӗ.

МАКĂРТРӖÇ

Элмет районӗнчи «Чăваш пики» конкурса Анне кунӗ умӗн ирттернӗрен илем ăмăртăвне хăйевӗрлӗх те кӗртнӗ. Яланхи апат-çимӗç, капăр тум, ăс-хакăл, пултарулăх конкурсӗсем çумне «Аннене парне» ятли хушăнчӗ. Хӗрсем хăйсен аллисемпе тунă ӳкерчӗк, е пукане, е чечек çыххи парнелерӗç хăйсен амăшӗсене, ăшă сăмахсем каларӗç. Залта йӗпе куçӗсене шăлакансем пайтахăн пухăчӗç-тӗр çак самантра. Анне - ачашăн ӗмӗр тăршшӗпе чи хаклă та пӗлтерӗшлӗ ят.

ÇӖНТЕРЕКЕН ПӖРРЕ

Конкурса пурте тăрăшса хатӗрленсе килнӗ пулсан та пӗрремӗш вырăна пӗр хӗр кăна тивӗçет. Вăл Карина Туктамышева пулчӗ. Диана Хавандеева «Чи çепӗç сасă» номинацие тивӗçрӗ. Алена Айкина «Сувар пики» пулчӗ. Ыттисене те тивӗçлӗ ятсем пачӗç.

Пӗтӗмӗшле илсен конкурс яланхи пекех çӳллӗ шайра иртрӗ. Парнисем те тивӗçлӗ, хатӗрлекеннисем те хастар, конкурсанткăсем те ăста. Пикисем хăйсен хушшинче те чăвашла калаçнă пулсан тата...

<iframe width="854" height="480" src="https://www.youtube.com/embed/_RIlkuTPiyo" frameborder="0" gesture="media" allow="encrypted-media" allowfullscreen>

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев