Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элмет (Альметьевский)

Патраклăсем улахра

Элмет районӗнчи Патраклă Культура çурчӗ ни­хăçан та пушă тăмасть. Пӗр уява та паллă тумасăр хăвармаççӗ вӗсем. Ял халăхӗн канăвне йӗркелеме пӗлеççӗ çав патраклăсем. Ноябрь уйăхӗн юлашки вырсарникунне тӳр килекен чи илемлӗ уява - Аннесен кунне те акă хăйне евӗрлӗ ирттернӗ. Ял клубӗнче ачасем хаваслă концертпа амăшӗсене савăнтарнă. Кунпа кăна вӗçленмен-ха...

Элмет районӗнчи Патраклă Культура çурчӗ ни­хăçан та пушă тăмасть. Пӗр уява та паллă тумасăр хăвармаççӗ вӗсем. Ял халăхӗн канăвне йӗркелеме пӗлеççӗ çав патраклăсем. Ноябрь уйăхӗн юлашки вырсарникунне тӳр килекен чи илемлӗ уява - Аннесен кунне те акă хăйне евӗрлӗ ирттернӗ. Ял клубӗнче ачасем хаваслă концертпа амăшӗсене савăнтарнă.
Кунпа кăна вӗçленмен-ха мероприятисем çав кун. Кунта кӗрхи тата хӗллехи улаха пуçтарăнасси йăлана кӗнӗ-мӗн. Кăçал вăл шăпах Аннесен кунӗпе тӳр килнӗ. Ватти-вӗтти кăнтăрла ял клубӗ еннелле çул тытнă. «Пӗр-пӗрне çыхма та тӗрлеме вӗрентрӗç. Ваттисем вара сăмавар умӗнче ăшшăн калаçса, юрласа ларчӗç», - пӗлтерчӗ клуб ӗçченӗ Людмила Савастьянова улах пирки.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев